Комментари хушас

15 Чÿк, 2019

Çамрăк парламентарисен ыйтăвĕсене хуравларĕ

Шупашкарта чÿк уйăхĕн 14-16-мĕшĕсенче федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăк парламентарисен «Политика горизончĕсем» регионсен хушшинчи съезчĕ иртет. Ăна Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕ çумĕнчи çамрăксен парламенчĕ йĕркеленĕ: Чăваш Енĕн тĕп хулинче — пĕрремĕш хут.

Çак съезда хутшăнакансемпе паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ. Чи малтанах вăл çамрăк парламентарисене — Киров, Саратов, Самар облаçĕсенчен, Мари Республикинчен, Пермь крайĕнчен тата ытти регионтан килнĕскерсене — Чăваш Республикин пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Республикăн çитĕнĕвĕсем пирки каланипе пĕрлех влаç органĕсен тата хăш енĕпе ытларах ĕçлемелли çинче те чарăнса тăчĕ.

РФ Патшалăх Думи çумĕнчи Çамрăксен парламенчĕн председателĕ Мария Воропаева Михаил Игнатьева тĕл пулма май тупнăшăн тав турĕ. Вăл Чăваш Енре çамрăксене тĕрлĕ енлĕн аталанмашкăн майсем туса пани пирки пĕлнине асăнчĕ. «Пирĕн республикăра çамрăксене шаннă та, шанаççĕ те, малашне те шанĕç. Çакăн пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче те палăртнăччĕ», — терĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕ — Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Евгений Кадышев.

Çамрăк парламентарисем Михаил Игнатьева, Евгений Кадышева, ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Альбина Егоровăна, цифра аталанăвĕн тата вĕрентÿ министрĕсене Михаил Анисимовпа Сергей Кудряшова /тĕлпулăва вĕсем те хутшăнчĕç/ тĕрлĕ ыйту пачĕç. Регионти çамрăк парламентарисен саккун пуçарăвĕпе тухма ирĕк пур-и? Тухтăра вĕренсе тухнă яшсемпе хĕрсем сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчех ĕçлеччĕр тесе Чăваш Енре мĕнле мерăсем йышăннă? Профориентаци ыйтăвĕсемпе еплерех ĕçлеççĕ? Съезда хутшăнакансем çавăн пекех хăйсем пурăнакан тăрăхри ырă тĕслĕхсемпе те паллаштарчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăнÿкерчĕкĕсем.