Шупашкар – сывă хула
Халăх сывлăхне тата пурнăçне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен ассоциаци «Раççейри сывă хуласем» конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Шупашкар «Чи лайăх сывă апатлану проекчĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. Жюри тĕп хулан вĕрентÿ учрежденийĕсенче сывă апатлану культурине аталантарас тĕлĕшпе пурнăçланакан «Сывă ачасем — телейлĕ ашшĕ-амăшĕ» проектне чи лайăххи тесе палăртнă. Çавăн пекех Шупашкарăн тепĕр проекчĕ те — «Тĕрлĕ ăру çыннисене Сывлăх тата спорт кунĕсем урлă физкультурăпа тата спортпа туслаштарасси» — пысăк хака тивĕçнĕ. Вăл «Халăх хушшинче физкультурăна аталантарасси» номинацире çĕнтернĕ.
Конкурс çĕнтерÿçисене чÿкĕн 27-мĕшĕнче Мускавра чыслаççĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА, Надежда СМИРНОВА хатĕрленĕ.