Комментари хушас

7 Чÿк, 2019

Пултаруллă ачасем - "ЧувГУгол" сменăра

Муркаш районĕнчи "Солнышко" ача-пăча лагерĕнче "ЧувГУгол" профильлĕ смена хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Ăна И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ йĕркеленĕ.

Асăннă аслă шкул çĕршыври "Çамрăксен пуçарулăхĕн кампусĕн" йышне кĕме май паракан Раççeйри пĕрремĕш грант конкурсĕнче çĕнтернĕ. Ку "Вĕрентý" тата "Цифрăллă экономика" наци проекчĕсемпе килĕшýллĕн пурнăçланать.

Проект хăйне евĕр. Шкул ачисем 2 эрне хушшинче педагогсемпе пĕрле регионти технологи компанийĕсем сĕннĕ задачăсем, аталанмалли майсем тавра пуç ватнă.

Малтанах суйлав тапхăрĕ иртнĕ. Олимпиадăна Чăваш Енри, Мари, Мордва, Тутар республикисенчи, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчи, Беларуçри 2400 шкул ачи хутшăннă. Сменăна 300 ача лекнĕ. Финалта вĕсем 10 команда йĕркеленĕ, паян 2 эрне хушшинче хатĕрленĕ проекчĕсене хýтĕлерĕç. Ачасем электроэнергипе сахалрах усă курмалли, хытă каяшсене уйăрмалли меслетсем, экологи ыйтăвĕсене тимлемелли çинчен тухса калаçрĕç. Космос аппарачĕсем тумалли нанотехнологисемпе мĕнле усă курмалли пирки доклад хатĕрлекенсем те пулчĕç.

Çĕнтерýçĕ-команда Иннополис хулине экскурсие кайĕ.

www.hypar.ru

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ýкерчĕкĕсем.

Рубрика: