Комментари хушас

5 Утă, 2014

Ача шăпине татса парать... экзамен

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштармашкăн ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов массăллă информаци хатĕрĕсене пресс-конференцие пуçтарчĕ.

Кăçал 14 экзамента йĕркене пăснă пурĕ 27 тĕслĕхе шута илнĕ: Патăрьел районĕнче - 12, Шупашкарта - 6, Комсомольски районĕнче - 3, Шăмăршă районĕнче - 2, Йĕпреç, Куславкка, Елчĕк, Тăвай районĕсенче - 1-шер. Ятарлă комисси йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн айăпа кĕнисем çитес çул кăна тепĕр хут экзамена килĕç.

Малтанлăха палăртнă тăрăх, вырăс чĕлхипе - 12-ĕн, математикăпа 120 çамрăк экзамен тытайман. 11-ĕн вара икĕ тĕп предметпа та кирлĕ чухлĕ балл пухайман. 80 тата унтан пысăкрах баллисен хисепĕ - 2135 çын /20,32%/, вăл шутра 100 бала çитнисем - 44-ăн. Чăваш Енри вăтам кăтарту Раççейринчен пур предметпа та пысăкрах.

«ППЭ ачан шăпине татса паракан пĕртен пĕр хатĕр мар, вĕсенчен пĕри çеç пулмалла» , - çакна палăртсах каларĕ Владимир Николаевич.

- ППЭ кăтартăвĕсем хăш муниципалитетра пысăкрах, хăшĕнче пĕчĕкрех? - кăсăкланчĕ ĕçтешсенчен пĕри.

- Экзамен шайĕ çулран çул ÿсет. Çавăнпа та кăтартусене танлаштарма çук. Начарришĕн айăплас тĕллев лартман, çитменлĕхсене пĕтерме пулăшмашкăн тĕплĕ тишкерÿ тума палăртатпăр: районпа, шкулпа, учительпе, вĕренекенпе - уйрăмшар. Пирĕншĕн чи кирли - ача шкултан мĕнле пĕлÿпе тухса кайни. Педагогика процесĕ питĕ кăткăс - унта йăлтах витĕм кÿрет-çке, çавăнпа та пĕр учителе, шкула айăплани йăнăш пулĕччĕ. Яллă хăш-пĕр районти кăтартусем пире пăшăрхантараççĕ паллах, райцентрти, хулари шкулсенче вăл чылай пысăкрах, - çапла çеç уçăмлатрĕ министр.

Кăçал экзамен тытайманнисене мĕн кĕтет? Вĕсен шăпине йĕрлеççĕ-и? Ку ыйтусем ведомство ертÿçине те канăç памаççĕ. «Манăн шухăшпа, ППЭ икĕ шайра иртмелле: аслă пĕлÿ илес текенсен тата ыттисен пурин те. Шкултан аттестатпа тухайманнисене те рабочи специальноçне алла илмешкĕн май туса памаллах», - пĕтĕмлетрĕ министр.

ППЭн икĕ тĕп предмечĕ - вырăс чĕлхипе математика - çумне çитес çулсенче ют чĕлхе предмечĕ хушăнасси халех паллă. Мĕнле чĕлхе суйлассине çамрăк хăй татса парĕ. Çакăн пирки ыйту хускатсанах чун пăчăртанчĕ: «Чăваш чĕлхи вара?..» Мана çеç мар, ĕçтешĕмсене те хумхантарать иккен вăл: «Чăваш чĕлхи предметне обязательнăй йĕркепе тытмалли экзамен шутне кĕртеççĕ-и?» - илтĕнчĕ ыйту.

- Чуна ыраттаракан чи çывĕч ыйту ку. Федераци переченьне наци чĕлхипе экзамен тытассине кĕртменнипе çамрăксем хушма тепĕр предметпа ĕçлĕ пулса ларасшăн мар. Кăçал чăваш чĕлхипе пĕлĕвне тĕрĕслес шухăшпа 30-ăн ыйту çырнăччĕ, анчах экзамена пĕри те пыман. Республикăра икĕ патшалăх чĕлхи хуçаланнă май тăван чĕлхе сумне çĕклесси, вăл шутра - унпа экзамен тыттарасси те, пирĕн тивĕç тесе шухăшлатăп. Чĕлхене аталантармашкăн профиль шкулсем, меслет кĕнекисем тата ытти те кирлĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçлемелли, чăн та, нумай, - пĕтĕмлетрĕ Владимир Иванов çывăх вăхăтра чăваш чĕлхине ППЭ тĕп предмечĕсен йышне кĕртме шантарса.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.