Чĕлхене пĕлменни хутшăнма чăрмантармасть
Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕм çĕршыв Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне уявларĕ. Çавна май Чăваш Енре те тĕрлĕрен мероприяти иртрĕ. Шупашкарти Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче, сăмахран, чаплă концерт кĕрлерĕ. Тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем сцена çинче юрă-ташăпа савăнтарни, вĕсене куракансем çав тери çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа йышăнни, алă çупса, тĕпĕртетсе, çухăрса-кăшкăрса хавхалантарни — çакна нимĕнле сăмахпа та ăнлантараймăн. Египет, Ирак, Палестина, Азербайджан, Туркменистан, Узбекистан, Инди, Мексика... Таçтан та пуçтарăннă вĕсем кунта. Культура тĕнчи пурне те çывăхлатать. Юрă-ташă чĕлхине кирек хăш халăх çынни те ăнланать. Çакă пире çыхăнтарать те.
Сцена çине узбекла тумланнă пĕчĕк хĕрачасем тухсан вĕсене никам та юратмасăр сăнама пултараймарĕ. Маттурскерсен кашни хусканăвĕ залра ларакансене савăнтарчĕ.
Муслимабону тата Солиха – аппăшĕпе йăмăкĕ. Вĕсем çывăх тăвансем пулнине пĕрешкел тăхăннинченех уйăрса илме май пулчĕ. Мадина вара — вĕсен иккĕмĕш сыпăкри пĕртăванĕ. Хĕрачасем хальлĕхе ача садне çÿреççĕ, Муслимабону çитес çул шкула кайĕ.
Икĕ уйăх каялла çеç Шупашкара куçса килнĕ çемье. Пĕртăвансен амăшĕ Зарина та вырăсла пĕлмест-ха. Апла пулин те хĕрачасем аптăраса тăмаççĕ, урамра тантăшĕсемпе хутшăнаççĕ, пĕрле выляççĕ. Чĕлхене пĕлменни вĕсене чăрмав кÿмест те тейĕн. Чăн та, Мадина кунта тахçанах пурăнать, вăл вырăсла калаçма пултарать, тăванĕсене те пулăшать.
Юрă-ташă ăсталăхĕ узбек çемйинче ламран лама куçса пырать тесен те йăнăш мар. Солихăпа Муслимабонун амăшĕ хăйĕн пурнăçне ташăсăр курмасть те пулĕ, хĕрĕсене те çакна хăнăхтарса ÿстерет. Уявсем умĕн вара çĕнĕ хусканусем вĕренеççĕ.
Шупашкарти илемлĕ вырăнсене пурне те çитсе курман-ха вĕсем. Хĕрлĕ тÿремре килĕшнĕ, унта уçăлса çÿреме аван. Анчах пуринчен ытла хĕрачасене шурă юр нумай çуни илĕртет. Узбекистанра та пур вăл, анчах сахалрах. Кунта вара – чăн телей!
— Эпир, узбексем, Шупашкарта нумаййăн. Пĕр- пĕринпе тăтăшах хутшăнатпăр, уявсене пĕрле ирт-теретпĕр. Тепĕр тесен, чăваш тата узбек халăхĕсен пĕрпеклĕхсем те пур вĕт, — пĕчĕк артистсемпе сăмахлама пулăшнă хыççăн калаçăва пĕтĕмлетрĕ çемьен тусĕ Абдулла Ершов. Малалла вулас...
Лариса ПЕТРОВА.