Комментари хушас

5 Утă, 2014

Уçлăх - карапсемпе, çĕр-шыв - гастарбайтерсемсĕр...

Иртнĕ эрнере Чăваш Ене Александр Проханов писатель, публицист килсе кайрĕ. Чи малтанах вăл Республика Ертÿçипе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă, республика пурнăçĕпе кăсăкланнă. Александр Андреевич Чăваш Енре Изборск клубĕ уçма сĕннĕ. Унăн эксперчĕсем Раççейĕн тулаш тата шалти политикине тĕпчеççĕ. Тĕллевĕ - регионти элитăна çĕр-шыв аталанăвĕшĕн пĕрле ĕçлеме чĕнесси.

Александр Проханов - хăйĕн шухăшне никамран хăрамасăр уççăн калакан аналитик. Тĕнчере, çĕр-шывра пулса иртекен лару-тăрăва хакланине радио, телеканалсенчи тĕрлĕ ток-шоура пĕрре кăна мар илтме тÿр килнĕ. Вăл - Раççейшĕн пăшăрханакан патриот. Проханов хуласемпе заводсем çĕкленĕ, тĕнче уçлăхне карапсемпе ракета вĕçтернĕ, çапкаланчăксемпе гастарбайтерсемсĕр, олигархсемсĕр Хĕрлĕ Империе, ĕç çынни яланах кирлĕ пулнă саманана мухтать, çĕр-шыва çĕклесси тавра вĕçĕмех хĕрÿ калаçать. Çавăнпах-тăр халăх ун еннелле туртăнать.

Илемлĕ литературăри унăн хайлавĕсем чи малтан обществăпа политикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Александр Андреевич - вун-вун ытла роман, çавăн чухлех повеç, нумай-нумай калав, очерк, тĕрленчĕк, литература статйисемпе корреспонденцисен авторĕ.

Шупашкар çыннисемшĕн те унăн пултарулăхĕ ют мар, Проханова халăх пĕлет, сума сăвать. Наци библиотекинче йĕркеленĕ тĕл пулăва хутшăнни çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума май пачĕ те. Мероприяти миçе сехетре пуçланассине уçăмлатас тĕллевпе вулавăша шăнкăравларăм: «Маларах килсе вырăн йышăнăр, паян çынсем иртенпех кăсăкланаççĕ», - асăрхаттарчĕ ĕçченсенчен пĕри. Чăнах та, пушă вырăн çукпа пĕрехчĕ. «Пĕлнĕ пулсан ытларах та килĕччĕç-и тен?» - хăлхана кĕчĕ залра ларакансен калаçăвĕ. Пухăннисенчен чылайăшĕ - аслă ăрурисемччĕ.

Çыравçăпа пĕрле зала Пĕтĕм Раççейри «Родина» политика партийĕн регионти уйрăмĕн председателĕ Владимир Михайлов, асăннă партин членĕсем кĕчĕç. Малтанах Александр Проханов хăйĕн пултарулăхĕ пирки каласа кăтартрĕ. Пурнăçа вăл ÿнерçĕ куçĕпе хаклать. Хайлавĕсенче тĕп вырăнта патшалăх, Раççей историйĕ йышăнаççĕ. Литературăра патшалăх сăнарне Проханов пек уçса пани пулман та темелле. Çыравçă ĕмĕрĕ совет саманин юлашки вунă çуллăхĕпе, хăрушă 90-мĕшсемпе пĕр килнĕ. Пурнăç тÿнтерлĕхĕпе çыравçăсем хăйсен хĕç-пăшалĕпе кĕрешме тăрăшнă-ха, анчах чылайăшĕ тахçанах шăпланнă ĕнтĕ. Александр Проханов 72-ре те пултарулăх çулне туптама вăй-хал тупни тĕлĕнтерет. Çывăх вăхăтра вăл Украина лару-тăрăвĕпе çыхăннă литература хайлавĕ шăрçалама ĕмĕтленет.

1970 çултанпа «Литературная газета» корреспонденчĕ пулнă май вăл яланах пурнăç вĕресе тăнă чи хĕрÿ вырăнсенче пиçĕхнĕ: Афганистан, Вьетнам, Камбоджа, Никарагуа, Чечня вăрçисен, Чернобыль трагедийĕн кунтеленĕ пулнă. Халĕ те политика çивĕч ыйтăвĕсене хускатать. Патшалăх мĕнле чăмăртанни, вăй илни, унтан - арканни, тамăк хыççăн ура çине тăма хăтланни - çаксем уншăн кăсăклăх çуратаççĕ, хайлавĕсенче тĕп шăнăр пулса тăраççĕ.

Тĕл пулăва килнĕ халăх чылай ыйту хатĕрленĕ. Украинăпа Раççей хушшинче вăрçă тухасси пурне те шиклентерет. Украинăри вырăс хулисенче тăхлан алхасать, халăх пирĕн çĕр-шывран хÿтлĕх кĕтет... Мĕн кĕтет Раççее? Çакăн пирки хăйĕн шухăшне уçăмлатрĕ сумлă хăна. «Вырăс халăхне пирĕн правительство нихăçан та пăрахмасть. Унсăрăн эпир сутăнчăка çаврăнăттăмăр, кайран хамăра курайми пулăттăмăр. Эпир, ахаль çынсем, кăмăл-туйăмпа пурăнатпăр, президент - ăспа. Çапла, Раççейшĕн лару-тăру çивĕч халĕ. Кĕç-вĕç пирĕн çарсене Украинăна кĕртсе ярасси патнех çитрĕ, анчах ку утăма тумарĕ. Мĕнрен хăрать-ха Путин? Пĕрремĕшĕнчен, политикăпа экономика тăнăçлăхне упраса хăварасшăн вăл, иккĕмĕшĕнчен йăлтах мирлĕ вĕçленессе кĕтет. Вырăс халăхне хÿтлĕх енĕпе кăна мар, ыттипе те пулăшать Раççей. Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç пайне фашизмран çăлса хăварма май килмесен мĕн кĕтĕ? Терроризм вăй илсе сăтăр тăвас хăрушлăх пур», - терĕ Александр Проханов. Вăл хакланă тăрăх - вăрçĕ вĕçĕ хальлĕхе курăнмасть-ха.

Совет Союзĕ арканнин сăлтавĕпе кăсăкланакан та тупăнчĕ - разведка мĕншĕн сиссе юлайман? «Унран мар, Путин НАТО спецслужбисен сăмси айĕнче Крыма епле «çаклатнинчен» тĕлĕнмелле», - кашни ыйту валли тивĕçлĕ хурав тупăнчĕ сăмах ăстин.

«Пурнăç йывăр», «пенси пĕчĕк» тесе çыравçăран çăлăнăç кĕтнĕн тилмĕрекен те тупăнчĕ. Писатель влаç ертÿçи те, депутат та мар-çке. Тепĕр енчен, ку та ăна шаннине, пысăка хурса хакланине пĕлтерет. Çакăнтан пахи калем ăстишĕн мĕнех пултăр?

«Тĕнчепе, тус-юлташпа манăн ÿнерçĕ, писатель, философ, вĕрентÿçĕ тата чуна уçса паракан пек калаçассăм килет, мĕншĕн тесен кун-çулăм питĕ вăрăм, çавăнпа та çак пурнăç пирки каласа кăтартмалли сахал мар», - çапла палăртать вăл хăйĕн çинчен. Тĕл пулу икĕ сехете яхăн пычĕ пулин те Проханова татах та итлеме хатĕрччĕ. Унăн витерÿллĕ сăмахĕнче çынлăх тĕшши палăрчĕ, тавра курăмĕн вĕçĕ-хĕррисĕр анлăшĕ илĕртрĕ.

 

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.