Комментари хушас

5 Утă, 2014

Ячĕ - халăх асĕнчех

"Ырă çын вилсен ячĕ ĕмĕре юлать" текен каларăш пур. Андриян Григорьевичăн вилĕмсĕр ячĕ вара ăрусен асĕнче упранасси пирки иккĕленме кирлĕ мар. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа вунă çул çитнине асăнма Шуршăлти Космонавтика музейне республикăран та, унăн тулашĕнчен йышлăн пухăнни те çакна аван çирĕплетет. Ватти те, вĕтти те тăван халхăмăрăн мухтавлă ывăлне пуç тайма килнĕ. Ĕç коллективĕсем ушкăнпах çула тухнă. Çамрăк космонавтсен юхăмĕн хастарĕсен делегацийĕсем уйрăмах йышлăччĕ.

Асăну митингне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Вăл çăпаталлă чăваш ывăлĕ чун çирĕплĕхĕпе, кăмăл туртăмĕпе, малашлăх ĕмĕчĕсемпе хавхаланса умри тĕллевсене пурнăçлама пултарнине, тĕнче шайĕнче палăрнине, çăлтăрсем таран çĕкленнине мăнаçланса палăртрĕ. Андриян Николаевăн тĕнче орбитинчи тĕлĕнтермĕш икĕ вĕçевĕ ун чухне те, халĕ те çамрăксемшĕн паттăрлăхăн ырă тĕслĕхĕ пулни, тĕпчев ĕçĕсем вара космонавтика наукине малалла кайма пулăшни çинчен каларĕ. Андриян Григорьевич тăван республикăн, çуралнă кĕтесĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хывнă тÿпене хаклама та йывăр, вăл пулăшнипех соцкульт обћекчĕсем çĕкленнĕ, çулсем хывăннă, заводсем продукци кăларма тытăннă, шкулсем хута кайнă тата ытти те. Ертÿçĕсем те, ахаль çынсем те пулăшу ыйтса ун патĕнче тăтăш пулнă, пĕр ыйтăва та хуравсăр хăварман, кашнинех пулăшма мехел çитернĕ.

Митингра тухса калакан нумай пулчĕ. Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Григорьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - Олимп чемпионки Елена Николаева, Александр Никоноров, ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕ Владимир Морозов, "Байконур” космодром ветеранĕсем Евгений Южалин, Василий Прокопьев Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавтне ăшшăн аса илчĕç, пуç тайрĕç.

Митинг вĕçленнĕ хыççăн пурте пĕрле Андриян Николаев вил тăпри çине чĕрĕ чечексем хучĕç. Асап тÿснĕ çветтуйсен Андрианпа Натали чиркĕвĕн настоятелĕ Георгий атте часавайра панихида ирттерчĕ.

Космонавтика музейĕ аталанать, пуянланать. Музей корпусĕн виççĕмĕш хутне çĕклеме, А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ сад территорине анлăлатма йышăннă. Реконструкци проекчĕпе республика ертÿлĕхĕ те, митинга хутшăннисем те кăсăкланса паллашрĕç. Тĕп корпус умĕнчи фонтана çĕнетĕç, Совет тата Раççей космонавчĕсен сăнĕсене вырнаçтарĕç, Хĕвел тытăмĕнчи планетăсен макечĕсем пулĕç. Виççĕмĕш хутра, проектпа килĕшÿллĕн, - проекци тытăмĕллĕ тулли куполлă çăлтăр залĕ, интерактивлă тата астрономи класĕсем, телескоплă обсерватори пулмалла.

Ас тăвăм кунĕнче мемориал комплексĕн дирекцийĕ Уçă алăксен кунне ирттерчĕ, "Çăлтăрлă Кăйкăр” документлă фильм кăтартрĕ. "Вăрман юмахĕ" этнокультура лагерĕнче канакан диаспорăри чăваш ачисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.