Комментари хушас

5 Чÿк, 2019

Явăнаççĕ кураксем…

Шупашкарта тахçанах пулманччĕ. Канмалли кун çитсен, пахча çимĕç е какай пĕтсен, ачасем яла хăйсем пыраканччĕ. Хăна-таврашне килмелли те тупăнманччĕ ку тапхăрта. Тепĕр тесен, ĕçке-çике пуçтарăнсан тĕп хула урамĕсем тăрăх уçăлса çÿреетĕн-и вара? «Саккас» автобуса лартаççĕ те кил умĕнчен кафе-ресторан алăк уратийĕ тĕлнех çитереççĕ. Юрласа-ташласа тăраннă хыççăн малтанхи маршрутпа киле таврăнатăн.

Юлашки вăхăтра вăйран каякан пултăм. Ачасем çине тăнипе сывлăха тĕрĕслеттерме Шупашкара çитрĕм. Темиçе кун та пурăнтăм. Унта-кунта нумай çÿремелле пулчĕ. Больницăри лару-тăру пирки калаçасшăн мар-ха эпĕ. Кураксем çинчен сăмахăм. Мĕн калам, пурнăç чăнах та улшăннă иккен. Çыннисем кăна мар, кайăкĕсем те хулана иленнĕ апăрша…
Республика больницине çитмелле пулчĕ. Ĕç ăннăран лайăх кăмăлпа сыв пуллашрăм тухтăрпа. Ырă шухăшпа хĕрĕм патне хваттере таврăнма çула тухрăм. Ман телее, троллейбус та пушăпа пĕрехчĕ. Чÿрече умĕнчи ларкăч çине вырнаçрăм хайхи. Кантăкран кĕрхи сăн çапнă хуламăра сăнаса пыратăп. Кÿлмек урлă хывнă Мускав кĕперĕ çине те кĕтĕмĕр акă. Ăна тĕплĕ юсани пирки хаçатсенче те нумай çырчĕç. Ак тамаша! Куç хуралса килчĕ. Мĕскер ку?! Курак кĕтĕвĕ явăнать иккен тÿпере. Ай-уй, мĕн чухлĕн вĕсем кунта! Пинĕ-пинĕпех. Эх! çаврăнаççĕ, эх! явăнаççĕ çурта пек çурт тăрринче. Тахăш самантра уçăлма тухсан хĕрĕм унта пуçлăхсем ларнине калани аса килчĕ те ахăлтатсах кулса ятăм. Троллейбусри халăх ман çине «аташук» текен куçпа пăхни те пусараймарĕ хаваслăхăма. «Кураксем те «шурă çурталла» туртăнаççĕ-çке», — терĕм тÿрре тухма тăрăшса. Ăнланаканни тавçăрчĕ-тĕр — чÿречерен тинкерчĕ, хăшĕ-прин пичĕ йăл кулăпа та çиçрĕ.
Кайăксен йышĕ хайхи çурт тавра çаврăнмассерен чакса та чакса пычĕ. Вĕсене ларма вырăн пурах ĕнтĕ унта. Унсăрăн явăнман пулĕччĕç. Кайран та куç умĕнчен часах каймарĕç кураксем. Пуçлăхсене шеллес те килчĕ. Кра! Кра-а-а! сасă тĕплĕ шухăшлама та чăрмантарать пулинех. Унран та ытла хайхи пысăк çуртра тăрăшакан тирпейлÿçĕсене шел. Мĕнле тасатса ĕлкĕреççĕ-ши?.. Мĕлке лартма сĕнес вĕсене. Лартăрах çапкаланса, кайăксене хăратса. Э-э-э, çук, пулăшаймĕ вăл. Шупашкарăн хитре çурчĕ тăрринче хăлаçланаканскер хулана çеç илемсĕрлетĕ, ята ярĕ. Усси пулас çуках унран. Ача чухне хĕвел çаврăнăш акаттăмăр пахчара. Тĕшши пиçнине ăçтан тавçăратчĕç тульккăш кураксем? Сыхласа ĕлкĕреймесен туххăмрах çап-çара тăватчĕç сарă пуçсене. Мĕлке кăна мар, шăпăр йăтса тухнă кинемейсем те тÿрех хăратаймастчĕç хăюллăскерсене. Çурта пек çуртран та часах хăпас çук ку апăршасем… Малалла вулас...

www.hypar.ru

МАРУÇ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.