Комментари хушас

31 Юпа, 2019

Йывăр чирлисене Шупашкара вертолетпа илсе çитерĕç

Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче те пурнăç шайне ÿстерес тĕлĕшпе чылай ĕç турĕç. Ялсенче çĕнĕ ФАПсем çĕкленеççĕ. Медпулăшăва ялтах илме пулать. Кунта «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсен тÿпи уйрăмах пысăк. Чылай çамрăк медицина ĕçченне яла илĕртме май пулчĕ. Тухтăрсем çĕнĕ технологисемпе усă курса операцисенче çĕр-çĕр çыннăн пурнăçне çăлаççĕ. Çитес вăхăтра тата мĕнле ĕçсем тума палăртнă? Çак тата ытти ыйту тавра ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕпе Владимир Викторовпа калаçрăмăр.

Профилактикăпа малтанхи диагностика
— Владимир Николаевич, Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне мĕнле хаклатăр? Республика çыннисене ытларах мĕнле чир-чĕр пăшăрхантарать?
— Кăçалхи 9 уйăхра, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, чирлекенсен йышĕ 2% чакнă. Чир-чĕр сăлтавĕсене илес тĕк, пĕрремĕш вырăнта — сывлав органĕсен чирĕсем /40,5%/. Ун хыççăн — суранланни, наркăмăшланни, çынран килмен ытти сăлтав /10%/, шăк тата ар органĕсен чирĕсем /8,5%/. Сывлав органĕсен чирĕсенчен вăраха кайнă бронхитпа, эмфиземăпа нушаланакансен йышĕ ÿснине палăртмалла. Аслă ÿсĕмрисене ÿпкен вăраха кайнă чирĕ канăçсăрлантарать. Паллах, пирус туртнин витĕмĕ те пур кунта. Чăваш Енре чĕре чирĕсем анлă сарăлнă, вĕсем чылай çул малти вырăнта. Юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсем, пĕлтĕрхи 9 уйăхрипе танлаштарсан, 3% ÿснĕ.
Чир-чĕре пуçламăш тапхăрта тупса палăртни кăтартусене витĕм кÿрет. Эппин, ку чирлекенсен шучĕ ÿснине мар, эпир тухăçлă ĕçленине палăртать. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, сывлăх шайĕн 50% çын мĕнле пурнăç йĕркине пăхăннинчен килет. Диспансеризаци акă мĕн кăтартрĕ: ытларахăшĕ тĕрĕс мар апатланать, самăрлăхпа аптăрать, юн пусăмне тимлемест, сахал хускалать, стреса парăнтараймасть. Генетикăран, тавралăхран та нумай килет. 10-15% çеç — медицинăран. Тем тесен те, 20 çул пирус туртаканăн е эрех-сăра ĕçекенĕн сывлăхне тухтăрсем усă куракан çĕнĕ технологисем те тавăраймаççĕ, ăна тытса пыма пулăшаяççĕ çеç.
— Чăваш Ен «Сывлăх сыхлавĕ» федераци проекчĕн 7 проектне хутшăнать. Пĕлтерĕшлĕ енсенчен пĕри — онкологи чирĕсемпе кĕрешесси. Хальхи вăхăтра республикăра «рак» диагнозлă миçе çын пурăнать? Çак чирпе кĕрешме мĕнле ĕçсем тăваççĕ тата мĕн тума палăртнă?
— Кăçалхи юпа уйăхĕн тĕлне онкодиспансерта 28,5 пин çын шутра тăрать. Вĕсенчен 17 пинĕшĕ 5 тата ытларах çул тухтăр патĕнче сывлăхне тĕрĕслет. «Онкологи чирĕсемпе кĕрешесси» регионти проекта пурнăçа кĕртме 7 млрд тенкĕ ытла уйăраççĕ, çав шутран çĕнĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерме, ятарлă эмел туянма, кадрсен квалификацине ÿстерме. Çакă онкологи чирĕсене пула пурнăçран уйрăлакансен йышне 4,7% чакарма, 150 çынна вилĕмрен çăлма пулăшĕ. Ятарлă хатĕр-хĕтĕрпе диагностика ирттерсе усал шыççа хăвăртах тупса палăртма республикăра амбулатори пулăшăвĕн 4 центрне йĕркелĕç. Пĕрремĕшĕ утă уйăхĕнче Канаш хулинче уçăлчĕ. Унта, кăнтăрлахи стационарта, чирлисене пăхса тăраççĕ, хими терапийĕ тăваççĕ. Ыттисем Шупашкарти тĕп больницăра, Çĕнĕ Шупашкар хула больницинче, Çĕмĕрлери медицина центрĕнче 2023 çулта уçăлĕç.
Проектăн пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри — онкологи тĕлĕшпе тимлĕхе ÿстересси. Ку врачсене кăна пырса тивмест, çынсен хăйсен те сывлăхне асăрхамалла. Çавна май профилактикăпа, пуçламăш тапхăрта диагностика ирттерессипе ытларах ĕçлемелле. Шăпах çаксем онкологи чирĕсемпе тухăçлă кĕрешме май параççĕ. Çак чир пирки, унăн паллисене тупсан çыннăн мĕн тумалла? Çаксене каласа ăнлантармалла. Халăха сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, вăхăтра медтĕрĕслев тухмашкăн вĕрентмелле.
Республикăра пиллĕкмĕш çул «Маммологи онкопатрулĕ» проект пурнăçланать. Мобильлĕ бригадăна кĕрекен онколог тухтăрсем Чăваш Енри районсемпе предприятисене тухса çÿреççĕ. Районсенче пурăнакан 5-7 пин хĕрарăм сывлăхне тĕрĕслет. Сăмах май, юлашки çулсенче кăкăр шыççине малтанхи тапхăрта тупса палăртасси лайăх енне улшăнчĕ: пĕлтĕр тĕслĕхсен 74 процентĕнче ăна 1-2-мĕш тапхăрсенче тупса палăртнă, çак йышран 26,9% — пĕрремĕш тапхăрта.
Медицина учрежденийĕсем уçă алăксен, арçын сывлăхĕн, пуçламăш тапхăрти диагностика кунĕсене ирттереççĕ. Онкодиспансер тухтăрĕсем медицина ĕçченĕсене рака малтанхи тапхăрта тупса палăртма вĕрентеççĕ, сывлăх шкулĕсенче те занятисем ирттереççĕ.
Чĕре чирĕсем çамрăкланаççĕ
— Чĕре чирĕсемпе кĕрешесси те пĕлтерĕшлĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, вĕсем çамрă-клансах пыраççĕ. Лару-тăрăва лайăх енне улăштарас тĕллевпе мĕн тума палăртнă?
— Чĕре чирĕсем хăвăрт çамрăкланаççĕ кăна мар, пĕтĕм тĕнчере вилĕмĕн тĕп сăлтавĕ те пулса тăраççĕ. Паллах, çынран хăйĕнчен, профилактикăран нумай килет. Чĕре чирĕпе аптăракансенчен нумайăшĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнмасть. Пирĕн тĕллев — çакна хирĕç тăрасси. Республикăра ку енĕпе тĕллевлĕн ĕçлеççĕ. Унта профилактика та, медицина центрĕсене кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерни те тата ытти те кĕрет.
«Чĕре чирĕсемпе кĕрешесси» проектпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен уйăракан 600 млн тенкĕпе çĕнĕ оборудовани туянма палăртнă. Ку çитес 5 çулта 1 пин ытла çыннăн пурнăçне çăлма, унсăр пуçне юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсене пула вилекенсен шутне 17% чакарма пулăшĕ.
Проектпа килĕшÿллĕн профилактика мероприятийĕсем те ирттереççĕ. Палăртнă тăрăх, 2024 çул тĕлне пурнăç тăршшĕ 73 çултан 78-а çити ÿсмелле. Çынсем профилактика туни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни чĕре чирĕсенчен сыхланма пулăшĕ.
— «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне пурнăçа кĕртнĕ май республикăра 5 вертолет лапамĕ хута яма палăртнă. Вĕсем ăçта вырнаçĕç? Санитари авиацийĕ камсене кирлĕ вырăна илсе çитерме пулăшĕ?
— Вертолет аварире суранланнă, йывăр чирлĕ пациентсене илсе çÿреме май парĕ. Васкавлă медпулăшу парас ĕçре медицина модулĕпе тивĕçтернĕ, хамăр çĕршывра кăларнă сывлăш транспорчĕ пулăшĕ. Федераци бюд-жетĕнчен субсиди илме РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствине заявка янă. Ятарлă килĕшÿсем алă пуснă хыççăн Раççейре медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе ĕçлекен пĕртен-пĕр службăпа, Санитари авиацийĕн наци службипе, килĕшÿ тумалла. Организаци «Ансат» маркăллă вертолетпа, экипажпа тивĕçтерĕ. Вертодром /пысăках мар аэродром/ вырăнне йĕркелĕ, вĕçсе хăпармалли, анмалли вырăнсене палăртĕ.
Чăваш Енре вертолет площадкисене Канашри, Çĕмĕрлери медицина центрĕсен, Улатăр, Патăрьел районĕсен больницисен, Шупашкарти васкавлă медпулăшу больницин территорийĕсенче хута яма палăртнă.
Кăçалхи çурлан 29-мĕшĕнче Хусанти «Гипронииавиапром» организаци ĕçченĕсем çÿлерех асăннă медицина учрежденийĕсен тĕп тухтăрĕсемпе тĕл пулнă, аэро сăн ÿкерчĕксем тăрăх лапамсем ăçта вырнаçассине палăртнă. Хальхи вăхăтра çак организацин специалисчĕсем проектпа смета докуменчĕсемпе ĕçлеççĕ. Вĕсем вертодром çĕклессипе çыхăннă ыйту тавра калаçма чÿк уйăхĕнче республикăна килсе кайĕç.
Çамрăксене — патшалăх пулăшăвĕ
— Республикăра «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем пурнăçланаççĕ. Чы-лай çамрăк специалист яла ĕçлеме вырнаçрĕ. Хальхи вăхăтра хăш районсенче тухтăрсем çитмеççĕ?
— Çак программăсем пулăшнипе 451 тухтăрпа 46 фельдшера яла илĕртме май пулчĕ. Йĕпреç, Куславкка, Çĕмĕрле районĕсенче вĕсем çав-çавах çитмеççĕ-ха. Çапах ку тăрăхсене те специалистсене илĕртме пултарнă. Паллах, хастар ĕçленипе. Çĕмĕрлери медицина центрне, сăмахран, кăçал 5 тухтăр — икĕ анестезиолог- реаниматолог, акушер-гинеколог, травматолог- ортопед, участок педиатрĕ — ĕçе вырнаçнă.
— Çамрăк специалистсене яла илĕртнĕ вăхăтра хуласенчи больницăсемпе поликлиникăсенче кадрсем çитменни палăрать. Тухтăр дипломне илнисене ĕçе илĕртме республикăра тата мĕнле мерăсем йышăннă?
— Специалистсене хулари медучрежденисене илĕртессипе те хастар ĕçлетпĕр. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче, Республикăри тухтăрсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра вĕренекенсемпе тĕлпулу йĕркелетпĕр. Анкета кăтартăвĕсем тăрăх, ординаторсен 34% участок терапевчĕ, педиатр пулса тăрăшать.
Чăваш Енри тухтăрсене пулăшма тĕрлĕ май туса панă. Сăмахран, хуласенче ĕçлекен, 35 çула çитмен участок педиатрĕсене, терапевчĕсене, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсене 200 пин тенкĕ параççĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулинчи медицина учрежденийĕсене ĕçе вырнаçнă çак врачсемех 500 пин тенке тивĕçеççĕ. Специалистсене больница пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерет. Ялтисене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тăкаксемшĕн компенсаци тÿлеççĕ. Аслă шкулта тĕллевлĕ майпа ăс пухакансене уйăхсерен стипенди тÿлеççĕ: специалитет программи тăрăх вĕренекенсене — 3 пин тенкĕ, ординатурăрисене — 5 пин тенкĕ, вăтам професси пĕлĕвĕ илекенсене — 1 пин тенкĕ.
Çынсен шухăшĕ пĕлтерĕшлĕ
— Сывлăх сыхлавĕн организацийĕсене Росздравнадзор тĕрĕслесех тăрать. Пĕлтĕрхи антирейтингра Çĕнĕ Шупашкар хулин больници çĕнтернĕ пулсан, кăçал — Шупашкарти васкавлă медпулăшу больници. Ку больницăсем тĕлĕшпе мĕнле те пулин йышăну тунă-и?
— Медицина учрежденийĕсен ĕçĕн пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне тĕрĕсленĕ, йĕркене пăснă тĕслĕхсене шута илнĕ хыççăн вĕсен ертÿçисене кăлтăксене пĕтерме, лару-тăрăва лайăх енне улăштарма ыйтатпăр.
Никама пăхăнман тĕрĕслев иртнине те палăртмалла. Пациентсем хăйсем ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин тата патшалăхăн медицина организацийĕсен сайчĕсенче анкета ыйтăвĕсене хуравласа вĕсен ĕçĕ-хĕлне хак пама пултараççĕ. Пациентсен шухăшĕ пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çулленех медицина организацийĕсен ĕçĕ-хĕлне лайăхлатмалли мерăсем пирки хушу кăларатпăр. Сăмах май, кирек кам та bus.gov.ru сайтра шухăшне палăртма, пирĕн ĕçе хаклама пултарать.
— Владимир Николаевич, эсир республикăра пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерессишĕн тăрăшатăр, вĕсен сывлăхĕшĕн пăшăрханатăр. Хăвăрăн тата çывăх çынсен сывлăхне тимлеме вăхăт тупатăр-и?
— Хамăн сывлăха çирĕплетме вăхăт сахалрах. Анчах эпĕ кашни шăматкун, ирхи 9 сехетре, Мускав çыранĕнче зарядка тăватăп. Пурте пĕлеççĕ: медиксем канмалли кун çывăрмаççĕ — сывлăхне çирĕплетеççĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене те Мускав çыранне йыхравлатăп. Велосипедпа та ярăнатăп. Сывлăх сыхлавĕн министерствин командипе виçĕ уйăхра пĕрре ăмăртусем йĕркелетпĕр. Ку сывлăха çирĕплетет кăна мар, коллектива та пĕрлештерет.

Ирина КОШКИНА калаçнă.

КĔСКЕН
Владимир Николаевич, шкул хыççăн стоматолог профессине суйлама мĕн хистерĕ?
— Тухтăр профессине суйласси пирки иккĕленмен. Эпĕ — 5-мĕш ăрури врач. Анне шутларĕ те, пирĕн йăхран 42-ĕн медицинăна суйланă. Мăн асанне хĕрарăмсене ача çуратма пулăшнă, кукаçи те, пĕр вăхăт колхоз председателĕ пулсан та, каярахпа профессие улăштарнă. Анне те çак çула суйлама тĕллевленнĕ. Унăн ĕмĕтне пиччепе пĕрле пурнăçа кĕртрĕмĕр. Унпа иксĕмĕр пĕр кунра диплом илтĕмĕр.
Мăшăрăрпа 2 ачана пурнăç парнеленĕ. Вĕсем сирĕн çула суйларĕç-и?
— Медицинăна суйланă 42 тăванран 14-шĕ — шăл тухтăрĕ. Пирĕн çемьере стоматологсем улттăн: эпĕ, мăшăр, хĕрсемпе кĕрÿсем.
Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?
— Вăл çукпа пĕрех. Ăна çемьене халаллатăп. Мăшăрпа иксĕмĕр каçхине стадиона утма тухатпăр. Ачасемпе пĕрле вăхăт ирттеретпĕр, анне патне яла хăнана каятпăр. Хуняçапа пулла çÿреме те май тупатăп.
Ире мĕнрен пуçлатăр?
— Хăçан мĕнле. Ирхи 5 сехетре тăрса стадиона кайма та, килте тренажер çинче 10-15 минут сывлăха çирĕплетме те пултаратăп. Хастар пулма тăрăшатăп эпĕ.
Вăрттăнлăх мар, юрлама юрататăр, сцена çине те пĕрре мар тухнă. Артист пулас шухăш пулман-и?
— Пирĕн çемье яланах пултаруллă пулнă. Атте купăс, гитара, балалайка каланă. Аннепе аппа балалайкăна алла илнĕ, пичче — купăспа гитарăна. Эпĕ те гитара калатăп. Çемьепе каçсене хаваслă ирттереттĕмĕр, юрлаттăмăр. Халĕ те хăнара юрăсем шăрантаратпăр. Хам астăвасса, нихăçан та артист пулас килмен. Сцена çине те тухкаларăм. Анчах Владимир Путин Президент патне çăхав çитерекен тупăннă. «Юрланăшăн гонорар илет-и сывлăх сыхлавĕн министрĕ?» — интересленнĕ. Ку должноçра текех юрламастăп терĕм.
Мĕнле музыкăна кăмăллатăр?
— Веçех кăмăл-туйăмран килет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулсенчи юрăсем питĕ килĕшеççĕ. Çамрăклăха, студент пурнăçне аса илтереççĕ. Классика музыкине те кăмăллатăп. Унсăр пуçне — чиркÿ юррисене. Уйрăмах вара чăваш юррисем çывăх. Халăх, эстрада юррисене юрататăп. Чăвашлăхпа çыхăннă мĕн пур япала килĕшет. Хамăрăн юрă-ташă, наци тумĕсем. Чун савăнать!
Пурнăçра мĕн тунипе мăнаçланатăр?
— Ача чухне тăван ялта пиччĕшĕпе шăллĕне çăлнăччĕ. Ун чухне, çулла, эпир шыва кĕме кайнăччĕ. Пĕри кÿлле чăмрĕ те, вăл ишме пĕлмен. Ăна туртса кăларас тесе пĕртăванĕ шыва сикрĕ. Путма тытăнчĕç. Ачаранпах çÿллĕччĕ эпĕ, вĕсене çăлма ĕлкĕртĕм. Çакă нихăçан та манăçмасть.
Инстаграм социаллă сетьре страницăра хыпарласах тăратăр. Тата хăш соцсетьре тупма май пур сире? Страницăсене хăвăрах ертсе пыратăр-и?
— Мана «Контактра» та, «Фейсбукра» та тупма пулать. Страницăсене хам та, пулăшуçăсем те ертсе пыраççĕ.

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.