Ачасем хăтлăлăхра пĕлÿ илеççĕ
Шкулта вĕреннĕ вăхăтсем - уйрăмах асра юлакан çулсем. Етĕрне хулинчи евĕрлĕ шкулта пĕлÿ илни вара тем тесен те нихăçан та асран тухас çук. Пуçламăш шкула çурла уйăхĕн 17- мĕшĕнче уçнă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 358 ача парта хушшине ларнă. Унччен вара икĕ сменăпа вĕренсе нушаланнă. Çапла вара Чăваш Республикин "Вĕрентÿ аталанăвĕ" патшалăх программипе хута янă шкул нумай çул çивĕч тăнă çак ыйтăва татса панă.
Çĕнĕ шкулта ачасене аталанма, тарăн пĕлÿ илме мĕн кирли йăлтах пур. Виçĕ хутлă çуртăн пĕрремĕш хутĕнче классем, медицина пÿлĕмĕ, столовăй, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем вырнаçнă, иккĕмĕшĕнче - акт залĕ, виççĕмĕшĕнче - библиотека, компьютер класĕ... Вăрăмлатнă кун ушкăнне çÿрекенсем кăнтăрла канса илме те пултараççĕ: ятарлă çывăрмалли пÿлĕмсем пур. "Кун евĕрлĕ пуçламăш шкул республикăра урăх çук. Етĕрне хулин кунĕ тĕлне çакăн пек парне туса пани пирĕншĕн, ку тăрăхра пурăнакансемшĕн, чăннипех те, пысăк савăнăç" - терĕ шкул директорĕ Владимир Викторов.
Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.