Комментари хушас

28 Юпа, 2019

Аренда тÿлевĕпе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту кăрлач-авăн уйăхĕсенче бюджета кĕнĕ налук мар тупăшсене тишкерни пулчĕ. 

Юстици министрĕ Наталья Тимофеева палăртнă тăрăх, пĕлтĕр патшалăх пурлăхне сутнинчен, арендăна панинчен илнĕ тупăш виçĕмçулхинчен пысăкрах пулнă, кăçал та çак шайран анмалла мар. Апла пулин те, пурлăх, çĕр арендишĕн тÿлессипе çыхăннă парăмсен ыйтăвĕ çав-çавах çивĕч.

Парăмсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 62% — тĕп хула тÿпи. «Комуналлă технологисем» ОООпа çыхăннă ĕç-пуç ниепле те уçăмланса çитеймест — судсем малалла пыраççĕ. Парăм виçи 330 миллион тнекĕ пулнă, ăна самаях чакарма пултарнă, анчах вăл пурпĕр пысăк-ха — 256 миллион юлнă. Çийĕнчен — «КТ» гендиректорне, ыттисене субсидиарлă майпа явап тыттарса 2,7 миллард тенкĕ шыраса илмелли тавăç, Газпром тăратнăскер. Ку ĕçе тишкерессине Аслă суд хальлĕхе чарса лартнă.

Вырăнсенчи бюджетсен тупăшĕн пысăк тепĕр çăл куçĕ — хуçисем тивĕçлĕ хутсене йĕркелемен, усă курман ял хуçалăх çĕрĕсем. Министр çавнашкал 200 пин лаптăка шута илнине çирĕплетрĕ. Республикăри пилĕк муниципалитетра çавăн пек çĕрсем уйрăмах нумай. Çав çĕрсемпе йĕрке тумалли пирки каланă май Наталья Юрьевна хăшĕсем чееленме тăнине те пытармарĕ. Ял хуçалăх çĕрĕсене туянма чи малтан республикăна сĕнмелли йĕркерен пăрăнма вĕсем унччен вĕсене парнелесе урăх алла памалли мелпе усă курнă, халь вара хушма хуçалăх категорине куçарса саккунран пăрăнаççĕ.

Сити-менеджер муниципалитет пурлăхĕн арендишĕн парăма кĕнĕ тытăмсен бенефициарĕсен списокĕнче паллă хушаматсем пулнине те пытармарĕ: Лапшин, Дельман, ыттисем… Ку Михаил Игнатьева пушшех кăмăлсăрлантарчĕ: пурлăха ярса илсе тултарнă, çав çынсемех чиновниксен пÿлĕмĕсенче час-часах пулаççĕ, пулăшу ыйтаççĕ…

Михаил Васильевич «Коммуналлă технологисемпе» пурлăх арендипе çыхăннă хутшăнусене вĕçлес енĕпе ĕçлемеллине палăртрĕ — «тасатса пĕтермелле». Парăмлă тытăмсемпе тунă килĕшÿсене татмалла — çавнашкал пĕр енлĕ йышăнусем тумашкăн администрацисен ирĕк пур.

Вăл çавăн пекех Шупашкар заливĕн çыранĕ çинчи хăна çурчĕн кăшкарĕ пирки те аса илтерчĕ. Вăл юхăнсах пырать — унăн шăпине татса памаллах. Алексей Ладыков çак кунсенче шăпах унăн хуçисемпе курнăçса калаçнă иккен, вĕсем объект строительствине малалла тăсса вĕçлес тĕллевлĕ. 

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.