Комментари хушас

25 Юпа, 2019

Туйра турилкке çапса çĕмĕреççĕ

Унччен Арменире пĕр шиксĕр пурăннă Марат Арамаисовичпа Марине Борисовна Гамбарянсем 1988 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшне халĕ те чĕрине ыраттармасăр аса илеймеççĕ. Çĕр вăйлă чĕтреннипе çур минутрах Спитак хули йăлт ишĕлчĕк айне пулнă, Ленинакан халĕ — Гюмри вăйлă арканнă, 300 ял-хула йывăр инкек тÿснĕ. Хăрушлăхпа тĕл пулнă халăх пĕр самант та лăпкă пурăнма пултарайман. Чун-чĕрине канăçлăх кÿрес тесе тăванĕсене шырама тапратнă. Тăван килĕсене пăрахса урăх çĕршыва каякансем те тупăннă. Гамбарянсем вара хĕрĕ Анаит виççĕре чухне Раççее çул тытнă. Çапла майпа Шупашкара лекнĕ.

Канăçсăр чун-чĕреллĕскерĕн «каламалли пурах»
Анаит халĕ çитĕнсе çитнĕ. Пĕлтĕр çуркунне Чăвашпотребсоюз массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли ирттернĕ уявра тĕл пулнăччĕ унпа. Вырăсла таса та илемлĕ, тикĕс калаçать. Мĕн пĕчĕкрен чăвашпа вырăс хушшинче ÿснĕрен те пулĕ акценчĕ палăрсах та каймасть. Шупашкарти коопераци техникумĕнче вĕренекен студентка Пĕтĕм Раççейри потребкооперацийĕ вĕренÿ заведенийĕсен хушшинче ирттернĕ «Каламалли пурах» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă. РФ Центросоюзĕ ăна лайăх вĕреннĕшĕн тата общество ĕçне хастар хутшăннăшăн кăкăр çине çакмалли паллă парса хавхалантарнă. Уявра пултаруллă хĕр конкурса тата техникум çинчен хатĕрленĕ видеороликпа регионсен хушшинчи 4-мĕш наука-практика конференцие епле хутшăнни çинчен каласа кăтартрĕ. Анаит студентсен пресс-центрне, радиостудие ертсе пырать иккен, волонтерсен «Данко» отрядĕнче ырă ĕç нумай пурнăçлать.
Кайран унпа техникумра тĕл пулсан кил- йышĕ, ĕмĕчĕ-тĕллевĕ çинчен чылайччен калаçрăмăр. Талантлă çын кирек ăçта та, Африкăна кайсан та, пултаруллă теççĕ. Тантăшĕсем ушкăн старости, «Хĕрлĕ парăс» клуб пайташĕ пулнине, унра актер, режиссер, сценарист, оператор пултарулăхĕ пуррине палăртрĕç. Канăçсăр чун-чĕреллĕскерĕн «каламалли пурах» иккен.
Айрик ирсерен лаваш турттарать
Анаит ашшĕпе амăшне «айрик» тата «майрик» тесе чĕнет. Ку сăмахсем эрмен чĕлхипе «атте» тата «анне» тенине пĕлтереççĕ.
— Эпир пиллĕкĕн пурăнатпăр, — паллаштарчĕ кил- йышĕпе. — Аттепе аннесĕр пуçне кукамай Марье Тамразян, эпĕ тата пичче. Кукамай кулинар профессине чунĕ туртнипе килĕштернĕ, хĕрĕпе кĕрÿшне те наци çимĕçĕсем хатĕрлеме вĕрентнĕ. Шкул хыççăн пичче нумай шухăшласа тăмарĕ, кулинар специальноçне алла илчĕ. Айрик тата майрик темиçе çул ĕнтĕ предпринимательсем пулса ĕçлеççĕ. Тĕрлĕ çимĕç хатĕрлесе Шупашкар халăхне савăнтараççĕ. Эрмен апачĕ чăнласах питĕ тутлă тата техĕмлĕ. Уйрăмах хашлама, сурăхран шашлăк хатĕрлеме кăмăллаççĕ. Ку енĕпе вĕсене çитекен çук та пулĕ. Пирĕн хамăрăн автомашина пур. Унпа айрик ирсерен лаваш турттарать.
Сăпайланни кÿрентернипе танах
Ашшĕн сăмахĕ çемьере пуриншĕн те, уйрăмах ачисемшĕн, саккун вырăннех шутланать. Унран никам та иртме, хирĕçлеме пултараймасть. Кĕçĕннисен аслисен умĕнче ларма юрамасть. Айăпа кĕнĕн пуçа чиксе вĕсен сăмахне тимлĕ итлесе тăмалла. Анаит тăрăшуллă та ĕçчен, пуçаруллă пулнине техникумра вăй хуракансем тÿрех асăрханă. Чуна пахалакан ырă енсем ашшĕ-амăшĕн витĕмĕпе килнине ăнланнă. Йăла-йĕркене çирĕп пăхăннăран воспитани шайĕ чăнласах пысăк.
— Пирĕн халăх килен-каян пур çынна та кăмăлтан савса йышăнать, — терĕ Анаит. — Хăнана сĕтел хушшине лартса апат çитермесĕр нихăçан та кăларса ямасть. Ваттисем тĕрĕсех каланă: «Çынна мĕн чухлĕ нумайрах ырă тăватăн — телей тата ăнăçу çавăн чухлĕ ытларах каялла таврăнать». Хăна сĕтел хушшине ларасшăн мар пулса сăпайланни, турткаланни пире хытă кÿрентернипе танах.
Эрмен халăхĕн ырă кăмăллăхĕ, тараватлăхĕ çинчен нумай легендăра асăннă. Вĕсемпе ÿркенмесĕр паллашмалла кăна. Палăртнă кун пурте православи чиркĕвне çÿреççĕ. Христиан тĕнне Армени патшалăхĕ тĕнчере чи малтан пирĕн эрăри 301 çулта йышăннă. Çемьере ача çурални вĕсен те пур халăхăнни пекех тĕлĕнмелле пысăк та кĕтнĕ уява çаврăнать. Куç ÿкесрен, тĕрлĕ чир-чĕр çулăхма пултарасран сыхланса пепкене 40 кун иртмесĕр кил-йышри çынсемсĕр пуçне тек никама та кăтартмаççĕ. Халăх ишĕлчĕклĕ йывăр инкек тÿснĕ хыççăн ача-пăча сывлăхĕшĕн тăрăшасси, пурнăçне упрасси чи малти вырăнта тăрать.
Хăрах туфлине мĕншĕн пытараççĕ?
Туй калама çук шавлă иртет. Ăна хăйматлăх ашшĕ йĕркелесе пырать. Хĕрсен 14-16, каччăсен 15-20 çулсене çитсен пĕрлешме юрать. 20 çула çитнĕ хĕр ватта юлнă шутланать. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ хĕрне шкул пĕтерсенех качча пама хатĕрленет. Ку ĕçшĕн амăшĕн яваплăхĕ пысăк. Вăл ывăлĕ валли хăй хĕр суйлать. Çураçма кайсан çамрăксене паллаштараççĕ. Эрменсем йĕркене çирĕп пăхăнса пурăннăран уйрăласси пирки сăмах пулма та пултараймасть. Анчах пĕри е тепри юттипе çыхланса айăпа кĕрсен вара — чару çук. Малалла вулас...

www.hypar.ru
Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.