Комментари хушас

25 Юпа, 2019

Республикăри ялсенчи спорт залĕсем тĕпрен çĕнелĕç

Паян Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Бюджет, финанс тата налук комитечĕн членĕсем Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ялĕнче паян лару ирттерчĕç.

Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - ялсенчи вĕрентÿ организацийĕсене "Вĕрентÿ" наци проекчĕн "Кашни ачан çитĕнĕвĕ" регион проекчĕпе килĕшÿллĕн 2019 çулта республика бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе мĕнле усă курни.  Бюжет укçипе, тĕпрен илсен, шкулсенче физкультура тата спорт мероприятийĕсене ирттерме тивĕçлĕ условисем тумалла. Кăçал çак тĕллевпе вĕрентÿ учрежденийĕсене 29 миллион тенкĕ уйăрнă, çак укçапа 29 ял шкулĕнчи спорт залĕсене юсанă.

Лару пуçланиччен депутатсем проекта хутшăнакан Чиричкасси тата Михайловка шкулĕсенче пулчĕç, унти юсаса çĕнетнĕ спорт залĕсене кĕрсе курчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Юрий Кислов каланă тăрăх - укçа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнă, ачасене аталанма, сывлăхне çирĕплетме майсем туса панă. "Ачасен ĕмĕчĕсем пысăк. Вĕсен хушшинче чемпион пулас текенсем йышлă. Пирĕн тĕллев çав ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме пулăшасси", - терĕ Юрий Кислов.

2020-2022 çулсем валли " Вĕрентÿ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен 74 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа, Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн заместителĕ Алексей Гурьев пĕлтернĕ тăрăх, республикăри ялсенчи 39, поселокри 1, пĕчĕк хуласенчи 12 шкулти спорт залĕсене тĕпрен юсĕç.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.