Çĕр йĕрет
«Вăрман — хăлхаллă, уй — куçлă», — тенĕ халăхра. Вăрнар районĕнчи вăрманта хăйăр вăрттăн кăларни пирки сас-хура хăвăрт сарăлнă. Саккуна пăсса уçнă карьертан хăйăр турттарма тытăнсан ялта пу-рăнакансен чăтăмлăхĕ пĕтнĕ.
Ара, йывăр тиевлĕ машинăсем асфальт çула та аркатнă. Çынсем право органĕнчен ял хуçалăхĕ пĕлтерĕшлĕ çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслеме, йĕрке тума ыйтнă. Çăхав Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленине те çитнĕ.
Çĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн транспорт çÿрекен çĕрсем промышленноçăн шутланаççĕ. Çĕр айĕнчи пуянлăха кăларнă чухне йĕркене пăхăнни инспекторсене те кăсăклантарнă. Вĕсем çăхав тăрăх тĕрĕслевпе кайнă. Хайхисем вăрманта темиçе метр тарăнăш шăтăксем асăрханă. Юнашарах тăмпа пулăхлă тăпра хутăшĕн купи. Асар-писер тустарса тăкнă лаптăк документсемпе те тÿр килмен.
Управлени специалисчĕсене ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр уйрăмах кăсăклантарнă. Кунта çĕр саккунне пăснă темиçе тĕслĕхе асăрханă: 2476 тата 7095 тăваткал метрлă лаптăксенчи пулăхлă тăпрана вырăнтан куçарнă, çĕрпе тĕллевлĕ усă курман: акман- сухаламан. Çитменнине, пулăхлă тăпра çине тăмлă çĕр купаланă.
Усламçăсем промышленноç пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче хăйăр карьери уçнă-мĕн. Лаптăка чава- чава 10 метр тарăнăшне çитнĕ. Тăршшĕ те самай вăрăм. Унтах хуçасăр çĕре асăрханă. Ăна ял тăрăхĕн территорине кĕртмен-мĕн. Документ тăрăх вара ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр Вăрнар районĕн территорийĕнче шутланса тăрать. Эппин, ăна пусă çаврăнăшне кĕртесси Вăрнар районĕн администрацийĕн тивĕçĕ пулать.
Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче хăйăр кăлармашкăн ятарлă йĕрке пур. Анчах усламçăсем ĕçе тытăниччен унпа паллашман пулас. Хăйсене пĕлнĕ пек хуçаланнă. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.