Комментари хушас

21 Юпа, 2019

Тÿрĕ калаçу влаç ĕçне те «тÿрлетет»

Иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ, радиора тÿрĕ эфир йĕркеленĕ — чылай ыйту капланнă, вĕсем влаçа та тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хистеççĕ. Çав ыйтусем тавра ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура та калаçу пулчĕ.

Вĕсем пирки сăмах пуçариччен регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене хакларĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов палăртнă тăрăх, промышленноç, ял хуçалăх кăтартăвĕсем ÿсĕмлĕ. Металлурги производстви уйрăмах нумай пысăкланнă: пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан — 160%. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси ÿснĕ пулин те строительство отраслĕнче кăна кăтартусем иртнĕ çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенчи шайран пĕчĕкрех. Хăш-пĕр компани тивĕçлĕ сатистика пĕтĕмлетĕвĕсене паман — сăлтавĕ çакăнта-мĕн.

Промышленноç ÿсĕмлĕ ĕçленине вара Михаил Игнатьев чи малтанах «Трактор завочĕсем» концерн предприятийĕсемпе çыхăнтарчĕ. «Такăннă» производствăсем тинех кал-кал ĕçлесе кайнă, вĕсем туса кăларакан техника калăпăшĕ пысăкланса пырать. Унти ĕç укçин уйăхри вăтам виçи те аван – 33 пин тенкĕрен кая мар. Рабочисен уйрăм специальноçĕсемпе 90 пине те çитет. Ĕçĕ çăмăл мар, апла пулин те, Михаил Васильевич шучĕпе, вакантлă вырăнсене хамăрăн çынсем вырнаçас тĕлĕшпе ĕçлемелле, унăсăрăн рабочисене ютран илсе килĕç.

Регионти ĕç укçин уйăхри вăтам виçи 28,6 пин тенке çитнĕ — ÿсĕм 8% танлашнă. Республикăн пĕрлехи бюджетне тупăш енĕпе 70% яхăн пурнăçланă. Хыснана налуксем пĕлтĕрхинчен ытларах кĕнине палăртма кăмăллă. Хамăрăн тупăш та пысăкрах, Мускав паракан укçа 26% чухлех хушăннă. Федераци укçи тенĕрен, финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Метелева çирĕплетнĕ тăрăх, тăватă ведомство çав укçапа вăхăтра усă курас енĕпе хĕрлĕ зонăра-мĕн. Михаил Игнатьев асăрхаттарчĕ: «Сăлтавĕсем тĕрлĕ пулма пултараççĕ, анчах вĕсем никама та интереслентермеççĕ – пуçарнă объектсене вăхăтра хута ямалла».

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Рубрика: