Комментари хушас

12 Раштав, 2013

Чыслăн палăртрĕç 12.12.2013 Ю.ПЕТРОВ

Уяв нумай. Вĕсен пĕлтерĕшĕпе сумне пайăрлатмасăр каласан та малта тăраканнисен йышĕнче - Çĕнтерÿ кунĕпе патшалăхăмăрăн Тĕп саккунĕ вăя кĕнĕ кун. Пĕрремĕшĕнче çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă, иккĕмĕшĕнче унăн малашнехи аталанăвĕпе демократи çул-йĕрне палăртнă. Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнине республикăри общественноç ĕнер чыслăн палăртрĕ.

Тĕрлĕ ÿсĕмрисем, тĕрлĕ вырăнта ĕçленисемпе ĕçлекенсем Чăваш оперăпа балет театрне пухăнчĕç. Историшĕн 20 çул кĕске тапхăр кăна, анчах çулсем иртнĕ май Тĕп саккун пĕлтерĕшĕ татах ÿсет. Чăннипех унăн тĕллевĕ - патшалăхăмăра упраса хăварасси, пĕр çемьери пек пурăнакан халăхсенче малашлăх шанăçне çуратасси. Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева çĕнĕ Раççейĕн çĕнĕ Конституцийĕ мĕнле тапхăрта çырăнса вăй илни çинчен каласа кăтартнă хыççăн Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин сăмах илчĕ: «Конституци патшалăхăн политика, экономика тата территори пĕрлĕхне упракан право никĕсĕ пулнине никам та хирĕçлеймĕ. Вăл - пирĕн пурнăç саккунĕ, тĕп гаранчĕ. Çак документра патшалăхăн право никĕсĕ çырăннă...» Иван Борисович паллă çак кун ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин Хисеп хучĕпе чысларĕ, тава тивĕçлĕ ят панисене çакна ĕнентерекен паллăпа наградăларĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Олег Мешков Конституци нормăпа право акчĕсен пуххи кăна маррине палăртрĕ, «Вăл - çĕнĕ Раççейĕн конституци стройĕн никĕсне, федераци тытăмлăхне палăртакан, кашни çын прависемпе ирĕклĕхне, унăн тивĕçĕсене çирĕплетекен, саккун çыракан, ĕç тăвакан тата суд ĕçне йĕркелекен тĕп документ. Приобрести для вас продвижение сайтов за полцены на нашем сайте, со скидкой. Пирĕн тивĕç - унта мĕн çырнине пăркаланмасăр пурнăçласси», - терĕ Олег Вадимович. Чи маттуррисемпе хастаррисене Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне пачĕ.

Пухăннисене Чăваш Республикин Аслă сучĕн тата Арбитраж сучĕн председателĕсем Николай Порфирьевпа Александр Шегуров, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç. Уяв каçĕ савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ.

Ю.ПЕТРОВ.

Г.Верблюдов сăн ÿкерчĕкĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.