Краççын лампин çутипе
Республикăри библиотекăсенче Пĕтĕм Раççейри сасăпа вуламалли кун шайĕнче нумай мероприяти иртнĕ. Çыравçăсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусем, литература марафонĕсем, театрализациленĕ çул çÿревсем, çамрăк поэтсем валли ăсталăх класĕсем пурĕ 25 пин ачана литература тĕнчипе çывăхланма пулăшнă.
Библиотека ĕçченĕсемпе акцие хутшăнакансем пĕр саслăн Виталий Бианкин «Лесная газета», Любовь Воронковăн «Девочка из города», Виктор Драгунскин «Денискины рассказы», Николай Ишентейĕн «Ырă ĕçсен команди», Валентин Катаевăн «Цветиксемицветик», Николай Носовăн «Живая шляпа», Валентина Осеевăн «Волшебное слово», «Динка», Корней Чуковскин «Телефон», «МухаЦокотуха», «Мойдодыр», Николай Ытарайăн «Алуккапа тусĕсем» тата ытти хайлава суйласа илнĕ. Чи нумай вуланакан авторсем çаксем пулнă: Агния Барто, Николай Носов тата Александр Пушкин.
Элĕкри ача-пăча библиотекинчи мероприятисене 112-ĕн хутшăннă. Вулав тĕнчипе кăсăкланакан шăпăрлансем
килĕсене пушă алăпа саланман, кăмăла каякан кĕнеке шыраса тупса вĕсене ашшĕ-амă шĕпе, шăллĕ-йăмăкĕпе
сÿтсе явма шантарнă. Йĕпреçсем те Пĕ тĕм Раç çейри вулав кунĕнче хастарлăхпа палăрнă. Акă, аслă классенче ăс пухакансем тĕп библиотекăра Архимандрит Тихонăн /Шевкунов/ «Несвятые святые» хайлавĕнчи çветтуйсем
çинчен вуласа пĕлнĕ. «Ачасем ачасене вуласа параççĕ» акцие, «Кĕнекепе вулава — пирĕн хисеп» литература марафонне, «Пĕрле вулатпăр, сасăпа вулатпăр» вулава хутшăннисен пĕлĕвĕ тата тарăнланнине çирĕплетсех калама пулать. Кĕлĕмкасси вулавăшĕнче вара ачасене вырăнти депутат хайлавсемпе паллаштарнă, кĕнеке пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине ăнлантарнă.
Çĕмĕрлери вулавăшра вăй хуракансем тăрăшнипе 3-7 çулсенчи 150 ытла ача литература тĕнчинче пĕрремĕш утăмсем тунă. Пăрачкав районĕнчи Анастасово ял библиотекинче «Сасăпа вуламалли кун» акцие старт паракансем — 1-мĕш классем.
Вулавăш ĕçченĕ сĕннипе пĕчĕккисем кĕнеке суйласа сасăпа вуланă. Тыт та шĕкĕлче — йывăр мар-çке. Анчах тинтерех парта хушшине ларнисем тар кăларнă: темшĕн сас паллисем ылмашăнаççĕ, сасă та хăвăнни пек туйăнмасть. Çапах та тăрăшнă пĕчĕкскерсем. Чи кĕçĕннисенчен тĕслĕх илсе 2-4-мĕш классенче вĕренекенсем те акцие кăмăлтанах хутшăннă. Ара, вĕсен хăйсем сасăпа такăнмасăр, илемлĕ вулама пĕлнине кăтартас килет-çке!
Çĕрпÿ районĕнчи Çырмапуç ял библиотеки ентешĕсене «Паян та кĕнекепе туслă пурăнатăп» литературăпа тавра пĕлÿ уявне йыхравланă. Унта ĕç ветеранĕсем те хутшăннă, хăйсен ачалăхне, кĕнекепе епле паллашнине аса илнĕ. Вăрçă çулĕсем хыççăн краççын лампин çутипе пĕтĕм çемьепе пухăнса Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине, чăваш халăх юмахĕсене шĕкĕлчени ăçтан манăçтăр? Шăпах çемьере сасăпа вулани вĕсене литературăна юратма вĕрентнĕ. «Кĕнеке — чи хаклă тупра», — ăс панă ватăсем пĕчĕккисене. Малалла...
www.hypar.ru
Вера ШУМИЛОВА.