Комментари хушас

17 Юпа, 2019

Мăнаçлăх туйăмĕ кăмăла çĕклет

Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче юпа уйăхĕн 10-13-мĕшĕсенче федерацин Атăлçи округĕнчи кадет корпусĕсен «Атăлçи кадечĕ» 4-мĕш спартакиади иртрĕ.
Шупашкара иртнĕ кĕçнерникун Тутар, Пушкăрт, Удмурт республикисенчен, Чулхула облаçĕнчен, Пермь крайĕнчен кадет корпусĕсенче вĕренекенсем килсе çитрĕç. Чăваш Енрипе пĕрле 6 команда çивĕч те хĕрÿ ăмăртусене хутшăнма хатĕрленчĕ.
Тепĕр кунне РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ пред ставителĕн çумĕ Олег Машковцев спартакиадăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕ. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, Чăваш Енри кадет корпусĕн директорĕ Юрий Маслов хутшăнчĕç.
Олег Машковцев кадетсене РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Игорь Комаровăн ячĕпе чĕнсе каларĕ, ăнăçлă стартсем сунчĕ.
— «КаДетство» проект 2013 çултанпа пурнăçланать, — терĕ Олег Александрович. — Çак тапхăрта округсенче 6 кадет корпусĕ тунă, вĕсем ăнăçлă аталанаççĕ. Çуллен иртекен спартакиада вĕренекенсен хастарлăхĕпе пултарулăхне, пĕлÿ шайне ÿстерме, кĕлетке пиçĕлĕхне çирĕплетме пулăшать. 2018-2019 вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсем тăрăх кадет корпусĕсен ĕç-хĕлне хаклама, маттуррисене палăртма май парать. Тĕрлĕ енлĕ хаклавпа килĕшÿллĕн Удмурт кадет корпусĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Ачасем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне епле тытнине, ылтăн медальпе вĕренсе тухакансен тата аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕрекенсен йышне, РФ Вĕрентÿ министерстви ирттерекен олимпиадăсемпе конкурссене мĕнле хутшăннине, ыттине те шута илетпĕр.
Михаил Игнатьев мероприятие пирĕн тăрăхра ирттерме ирĕк панăшăн Игорь Комарова тав тунине пĕлтерчĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин тытса пыракан патшалăх политики спорта пропагандăлас, сывă пурнăç йĕркине тытас тĕллевлĕ пулнине, федераци тата регион программисемпе килĕшÿллĕн ачасем пĕчĕклех спортпа туслашма пултарччăр тесе укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнине, профильлĕ вузсене пурте вĕренме кĕреймесен те вĕсем чăн-чăн патриотсем пулса çитĕннине палăртрĕ. Малалла тулли....

 

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.