Комментари хушас

3 Утă, 2014

«ХЫТĂ» АПАТ ÇИТЕРМЕ ВĂХĂТ

Пепкене «хытă» апат хăçан çитерме пуçламалла-ха? Паллах, кун пирки сирĕн ачана пăхса тăракан педиатрпа канашламалла. Çапах та шута илмелли пĕтĕмĕшле темиçе йĕрке те пур.

1. Хушма апат çитерме пуçлани кăкăр ĕмĕртме пăрахмаллине пĕлтермест, мĕншĕн тесен хушма çимĕç тĕп апат мар. Ача ÿссе пынă май кăнтăрлахи рационра хушма çимĕç пайне те ÿстерсех пымалла. Çапах çулталăкри пепкешĕн те кăкăр сĕчĕ е ятарлă сĕт хутăшĕ усăллă нумай япалапа /тĕслĕхрен, кальципе, фосфорпа/ тивĕçтерекен тĕп çăл куç пулса тăраççĕ.

2. Рациона хушма çимĕç кĕртмелли чи меллĕ вăхăт - 4-6 уйăхсем. Кĕçĕнрех пепкесен чĕлхе тата çăтаслăх хусканăвĕсем аталансах çитмен-ха, çавăнпа вăл кирек мĕнле хытă апата каялла тĕксе кăларма пултарать. 4-6 уйăхсем тĕлне çак витĕм вăйсăрланать, ачан иммун тата фермент тытăмĕсем лайăх аталаннă ĕнтĕ, тĕревлесен вăл ларма та пултарать.

3. Çĕнĕ çимĕçе рациона майĕпен кĕртеççĕ. Пĕрремĕш хут - çур чей кашăкĕнчен ытла мар. Калăпăша кашни кун хушса пыраççĕ - 30-50 грама çитереççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри пепке валли мĕн чухлĕ кирлине педиатртан ыйтса пĕлме пулать.

4. Пĕр харăсах икĕ тĕрлĕ апат та кĕртмелле мар. Вĕсен хушшинче 5-7 кунлăх тăхтав пултăр. Ку сире пепке организмĕ çĕнĕ çимĕçе мĕнле йышăннине, япăх реакци /ÿт шатраланни, тула тухасси пăсăлни.../ хăш апата пула аталаннине палăртма май парĕ.

5. Пĕрремĕш хушма апат суйласа илесси пепкен хăйне евĕрлĕхĕнчен килет. Унăн кĕлетке виçи кирлинчен сахалрах пулсан çак ÿсĕмри ачасем валли туса кăларакан ятарлă пăтă çитерме юрать. Çак пăтăсенче витаминсем, минералсем, апат чĕлкемĕсем нумай. Виçе лайăх хушăнса пыракан ачасемшĕн вара пахча çимĕç нимĕрĕ чи лайăх хушма апат шутланать.

6. Рациона хушма апат кĕртнĕ чухне пĕр тĕрлĕ çимĕçрен пуçламалла. Улма-çырла хушнă пăтă, темиçе улма-çырларан хатĕрленĕ сĕткен, нимĕр япăхрах ирĕлеççĕ. Вĕсем 5 уйăхран иртнĕ ачасемшĕн юрăхлăрах.

7. Какая вăтамран 6 уйăхран çитерме тытăнмалла. Вăл - сывлăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тимĕрпе В12 витамин çăл куçĕ. Ăна пăтăпа, пахча çимĕç нимĕрĕпе пĕрле çитерме пулать. Çак вăхăтрах пепкене тăпăрча хăнăхтармалла. Йогуртпа кефира рациона çулталăк тĕлнелле кĕртеççĕ.

8. Ача пĕр-пĕр апата çиесшĕн мар-и? Ăна кĕске тăхтавсем туса татах та татах сĕнме ан ÿркенĕр. Анчах вăйпа мар, çемçен, майĕпен. Апата тутлăлатма та /пахча çимĕç нимĕрĕ вырăнне улма-çырла нимĕрĕ парса/ ан хăтланăр. Пылак нимĕр ачана кирлĕ чухлĕ энергипе тивĕçтермест. Ытлашши çитерсен пепкен апатланăвне пăсать кăна - малашне вара пылак мар апата хăнăхтарма чылай йывăртарах пулать.

9. Пепкен атопи дерматичĕ е ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин аллерги пулсан «апатлану» кун кĕнеки çырса пымалла. Унта рациона мĕнле çимĕçсем кĕртнине, вĕсем хыççăн ача хăйне мĕнле туйнине палăртмалла. Çимĕçсенчен хăшне те пулин кирлĕ мар реакци пулчĕ тĕк ăна рационран кăлармалла. Яланлăхах мар - вăхăтлăха. Ăна 1-2 уйăхран рациона çĕнĕрен кĕртсе пăхмалла.

10. Лавккара лайăх енĕпе палăрнă фирмăсем кăларнă ача-пăча апатне кăна туянмалла. Этикеткинче мĕнрен хатĕрлени пирки çырнине тимлĕ вуламалла. Ачасен апатĕнче ароматизаторсем, тутине вăйлатакан хушăмсем пачах пулмалла мар!

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.