Комментари хушас

14 Юпа, 2019

Вăрçă вутĕнчен çăлăнса юлнă

Сергей Егорович тăван ялĕнчи сакăр çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. 1942 çулта юпа уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Салтак Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Курск пĕкки çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Элĕк каччи, Çурçĕр флотĕнче хĕсметре тăнăскер, 1947 çулта тин демобилизациленнĕ. Тăшмана хирĕç пынă тытăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Георгий Жуков орденне, «Украина 2-мĕш çеçен хир фронтĕнчи çапăçусене хутшăннăшăн» палла, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Вăрçă вутĕнчен çăлăнса юлнине шăпа парни пек йышăнать ватă, çапăçу хирĕнче выртса юлнă тантăшĕшĕн вара чунĕ паян та ыратать.
Мирлĕ пурнăçра ырми-канми тăрăшса кунсем, çулсем мĕнле иртнине те сисмен арçын. Тăван кĕтесе таврăнсанах вырăнти Пушкин ячĕллĕ колхозра строительсен бригадинче вăй хума тытăннă. Кĕлетке пиçĕлĕхĕпе, ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе палăрса тăракан хусах часах чун варлине тĕл пулнă. Ева Денисовнăпа пĕр çемье çавăрнăранпа чылай шыв-шур юхса иртнĕ ĕнтĕ — кевĕр туй та хыçа юлнă. Элеккĕнушкăнь ялĕнче сутуçăра чылай çул тăрăшнă килĕшÿллĕ мăшăр. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн Элĕк райповĕ преми-наградăпа хавхалантарнă. Ялти хисеплĕ çемье общество пурнăçĕн айккинче нихăçан та юлман.
Егоровсемшĕн хĕрĕсемпе ывăлĕ, мăнукĕсем – пурнăçри чи пысăк хаклăх. Сергей Егоровичпа Ева Денисовна кашнин пĕчĕк-пысăк çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртеççĕ.

Ирина ВЛАДИМИРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.