Комментари хушас

11 Юпа, 2019

Атăл леш енне газ çитет

Раççей Стройминĕ Атăл леш енче газопровод тума ирĕк панă. Çакăн çинчен юнкун Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçличчен республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕлтерчĕ.
Сенкер топливо аталанăва вăй парĕ
Çут çанталăк газĕ çукки Чăваш Енĕн Атăл леш енчи поселокĕсене аталанма чăрмантарни вăрттăнлăх мар. Çак чăрмав тинех сирĕлет. Михаил Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх, Газпром унта газ илсе пымалли тăкаксене хăйĕн инвестици программине кĕртнĕ, газопровод строительствине çитес çул пурнăçлĕç, 2021 çулта çав пăрăхсем тăрăх асăннă территорие Мари Эл урлă сенкер топливо çитĕ.
Газопроводăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 52,5 километр. Çуррине яхăн пайĕ Мари Эл территорийĕпе килĕ, тепĕр сыпăкĕ — Чăваш Ен çĕрĕпе. Ăна хута янă май граждансен 2,5 пине яхăн çуртне газ çитĕ, 5 котельнăй йÿнĕ çак топливо çине куçĕ.
Регион Пуçлăхĕ çав территорири социаллă об±ектсене газификацилеме кирлĕ тăкаксене бюджета кĕртсе хăварас ыйтусене вăраха ямасăр татса памалли пирки асăрхаттарчĕ. Нумай çула тăсăлнă ыйтăва татса панăшăн Газпромăн директорсен канашĕпе правленийĕн ертÿçисен Виктор Зубковăн тата Алексей Миллерăн ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕ.
Вăл чăрмав республикăн газшăн тÿлес енĕпе холдинг умĕнче парăм пысăк пулнипе сăлтавланнине те пытармарĕ. Çавна май темиçе районпа хула парăмĕсене татмашкăн бюджетран пысăк укçа — 300 миллион тенкĕ — уйăрнă. Газпром ертÿçисем çакна тивĕçлипе хаклаççĕ, ку, Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, «пире вĕсемпе çыхăну тытса ăнăçлă ĕçлеме пулăшать».
Бюджет хатĕр
Кун йĕркинчи тĕп ыйту — республикăн 2020 çулхи, планпа пăхнă 2021 тата 2022 çулсенчи тапхăрти бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне тишкересси. Ун пирки каланă май Михаил Игнатьев федераци бюджетĕнчен памалли укçа виçипе çыхăннă хăш-пĕр кăтарту хальлĕхе уçăмсăррине çирĕплетрĕ. Сăмахран, ял территорийĕсене аталантарма уйăрмалли укçа тĕлĕшпе Мускавра çивĕч калаçу пулнă, ăна икĕ хут пысăклатмаллине палăртнă. Çавна май улшăнусем пулĕç, вĕсене республика бюджетĕнче тÿрлетÿсем кĕртсе çирĕплетме тивĕ.
Бюджет параметрĕсем регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн калăпăшĕпе тÿррĕнех çыхăннă. Çак виçе çитес çул 312 миллиард тенкĕпе танлашмалла. «Çитес çулсенче вăл татах пысăкланмалла — резервсем пур», — терĕ Михаил Васильевич. Виçĕ çуллăх бюджетра социаллă ыйтусем валли уйăракан укçан тÿпи 65% танлашĕ — пĕтĕмпе 103 миллиард тенкĕ: «Шкулсем, ача сачĕсем тăвăпăр, сывлăх сыхлавĕн çĕнĕ учрежденийĕсем пулĕç, киввисене юсăпăр. Çулсем валли те çителĕклĕ укçа пăхса хăварнă. Уйрăм ыйтусем тухса тăрсан — вĕсене республикăра пурăнакансемпе пĕрле сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăнусем тăвăпăр».
Финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет параметрĕсемпе паллаштарнă май çитес çулхи тупăш-тăкаксем çинче пусăм турĕ. Бюджетра чи малтанах республика Пуçлăхĕн халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен калакан 118-мĕш указĕнчи мерăсене пурнăçлассине тĕпе хунă. Республикăн пĕрлехи бюджечĕн тупăшĕ 55,6 миллиард тенкĕпе танлашĕ. Çав шутра 31,6 миллиард — хамăрăн тупăш.
55,4 миллиард тенкĕлĕх тăкаксен мĕн пур çул-йĕрне тĕплĕ шута илнĕ — бюджет ĕçченĕсен шалăвне ÿстересси таранах. Инвестицисем пирки те манман. Ку тăкаксем çитес çул бюджетăн 8,8% танлашĕç, виçĕ çулта çак виçене 13,5% çитермелли тĕллеве палăртнă.
Социаллă ыйтусене илес тĕк — министр чи малтан Çĕнĕ çултан пĕрремĕш ача çуралнă çемьесене пособи тÿлессине асăнчĕ. Хушма вĕрентÿпе тивĕçтерекен ачасен йышĕпе республика ахаль те Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта, пурпĕр ку енĕпе малалла та çине тăрса ĕçлесшĕн — тăкаксене бюджета кĕртнĕ. Васкавлă медпулăшу тытăмне машинăсемпе тивĕçтерес ыйтăва татса панă, халь вара больницăсен кивелнĕ транспортне улăштармалла — çакăн валли укçа пулĕ. Ялсенчи шыв башнисене улăштарма-çĕнетме — 200 миллион тенкĕ. Çул-йĕр фончĕ çитес çул 4,8 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашĕ. Çак шута çĕнĕ çулсем тумалли укçа та, юхăннисене юсамалли тăкаксем те кĕреççĕ.
Михаил Васильевич министерствăсен ертÿçисенчен бюджетра вĕсен отраслĕсем валли пăхса хăваракан тăкаксем тивĕçтерни пирки пайăррăн ыйтрĕ. Ĕçлев министерствин ÿпкев çук, Спорт министерствине «тăкаксене чи пысăк виçепе шута илни, çĕнĕ спорт площадкисем тума тата киввисене юсама 500 миллион тенкĕ уйăрни» тивĕçтерет, Сывлăх сыхлавĕн министерстви отраслĕн 26 миллиард тенкĕпе танлашакан бюджечĕпе кăмăллă. Культура министрĕн Константин Яковлевăн сăмахĕнче те «пуçласа», «пирвайхи хут» тени çине-çинех пулчĕ — вăл çĕнĕ культура çурчĕсем татах тума, библиотекăсен ача-пăча литературин фондне çĕнетме, ытти валли бюджетран пысăк укçа уйăрнине çапла хакларĕ.
Вак-тĕвекшĕнех мандатсăр хăвармĕç
Обязательнăй медстраховани фончĕн бюджетне тишкересси яланах республика бюджетне сÿтсе явнипе кÿршĕллĕ — ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Унăн параметрĕсемпе сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов паллаштарчĕ. Фондăн çитес çулхи калăпăшĕ 16,7 миллиард тенкĕ пулĕ. Ку виçе кăçалхинчен 1 миллиард тенкĕрен те пысăкрах — Мускав паракан укçа ÿсĕмлĕ. Михаил Игнатьев республикăра пурăнакан кашни çын пуçне тивекен виçепе кăсăкланчĕ, мĕншĕн тесен шăпах унăн çителĕксĕрлĕхĕ, стандарта тивĕçтерейменни тĕлĕшпе ÿпкев пурччĕ. Министр палăртнă тăрăх, тăкаксем самай пысăкланаççĕ — кашни çын пуçне 15061 тенкĕ, çапах дефицит тени пурпĕр упранса юлать-ха. Пысăк мар – 6% шайĕнче.
Муниципалитет должноçĕсенчи çынсем тупăш-тăкак кăтартăвĕсене парасси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси пирки ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев сăмах илчĕ. Çĕнĕлĕх ял тăрăхĕсен 3 пин ытла депутатне пырса тивет. Хальччен вĕсен хайхи справкăсене çуллен памалла пулнă. Малашне вара çав кăтартусене хăйсен тата мăшăрĕсен виçĕ çулхи тупăшĕнчен пысăкрах виçелĕх тăкаксем пулсан кăна памалла пулĕ. Юрий Егорович палăртнă тăрăх, ку коррупцирен сыхланассипе çыхăннă сыхлăха нимĕн чухлĕ те хавшатмĕ.
Тепĕр улшăну çавнашкал справкăсем чăнлăхпа килĕшсе тăманшăн явап тыттарассипе çыхăннă. Хальччен пĕртен-пĕр яваплăх мери пулнă — депутата вăхăт çитмесĕрех мандатсăр хăварасси. Администраци ертÿçи нумаях пулмасть Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕ Никитин тĕлĕшпе шăпах çак мерăпа усă курнине аса илтерчĕ. Саккуна кĕртекен тÿрлетÿ ку енĕпе яваплăха кăшт çемçетет: тупăш-тăкак çинчен калакан кăтартусем тăратассипе çыхăннă йĕркене пăсни «пысăк пĕлтерĕшлĕ мар» пулсан ĕç-пуç мандата туртса илесси патнех çитмĕ.
Кашни çын пуçне — 420 тенкĕ
Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Марина Кадилова хăй ертсе пыракан ведомствăн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ. Пĕлтĕр служба 145 организаци валли тарифсем палăртнă. Марина Витальевна палăртнă тăрăх, çирĕплетнĕ пĕчĕк позицисем республикăри коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсене Атăлçи округĕнче пысăк мар шайра упраса хăварма май панă. Çав вăхăтрах сахал тупăшлисене тивĕçлĕ субсидисемпе тĕревлени пысăк пĕлтерĕшлĕ: Чăваш Енре граждансен 26% яхăн йышĕ пулăшу илет. Кашни çын пуçне уйăхра вăтамран 420 тенкĕ тухать.
Патшалăх тата муниципалитетсем валли таварсемпе пулăшу ĕçĕсем туянассин уçăмлăхне тивĕçтересси çÿллĕ шайра. 2018 çулта аукционсене 12 пин тытăм хутшăннă. Вĕсен 73% — вырăнтисем. Бюджет тухăçлăхĕ 673 миллион тенкĕпе танлашнă.
Михаил Игнатьев хăш-пĕр подрядчик аукционсенче çĕнтернĕ хыççăн хăйсем çине илнĕ обязательствăсене пурнăçлайманни пирки сăмах пуçарчĕ. Саккассене шанăçа тÿрре кăларайманскерсене панăшăн, унăн шучĕпе, чи малтан Тариф служби яваплă. Çавна май тимлĕхе ÿстермелли пирки асăрхаттарчĕ. Çавнашкал организацисен списокĕ Шупашкарти ача сачĕсен строительствине ăнтарайман, контракта татма тивнĕ «Союзстройинвест», «Стройиндустрия» компанисемпе кăна вĕçленмест. Михаил Васильевич монохулари, Канашри, тасатакан сооруженисене тăвассине тăсса янă компанисем тĕлĕшпе те кăмăлсăрлăхне пытармарĕ.
Ютран таврăнакан тăвансене пулăшмаллах
Стройминăн Экспертиза тата хаксене йĕркелекен центрне çĕнĕлле йĕркелесси нумай калаçтармарĕ. Строительство министрĕ Алексей Грищенко пĕлтернĕ тăрăх, сăмах министерствăн вĕренÿпе производство комбинатне çак центрпа пĕрлештересси пирки пырать. Çакă пуçлăхсен шутне 4 единица чакарма май парĕ. Пĕрлештернин сăлтавне юстици министрĕ Наталья Тимофеева ăнлантарчĕ: «Юлашки çулсенче комбинатра вĕренекенсен йышĕ нумай хут чакнă, çавăнпа ăна уйрăммăн тытса тăни кирлĕ мар тесе шутлатпăр».
Çавăн пекех ют çĕршывсенче пурăнакан йăхташсем кунта куçса килсен пурăнмалли кĕтес тара илнĕшĕн компенсаци тÿлевĕ памалли йĕркене çирĕплетрĕç. Ĕçлев министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, куçса килнисен йышĕ 78 çынпа танлашнă, вĕсен çурринчен ытларах пайĕ компенсаци ыйтать. Тÿлев пурăнма кирлĕ виçерен иртмест — 9,5 пин тенкĕрен кăшт ытларах пулма пултарать. Çакăн валли 2019-2021 çулсенче çуллен 300 пин тенкĕ уйăрĕç.
Николай КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.