«Хресчен сасси» 36 (2775) № 25.09.2019
* Хуçалăхсене тытса тăмалли пĕчĕк формăсене пулăшас тĕллевпе патшалăх иртнĕ çулсенче грантсем панипе пĕрлех кăçал вĕсене тĕкĕлемелли çĕнĕ программăна пурнăçлама тытăнчĕ. Çакăн çинчен республикăн Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» хысна унитари предприятийĕн директорĕ Николай Васильев каласа парать.
(Гранта мĕнле тивĕçмелле? Юрий МИХАЙЛОВ)
* Энтри тетене пытарма ăнсăртран лекрĕм. Вăл пире нихăш енчен те тăван тивмест. Кÿршĕ пулнă ĕнтĕ. Яла таврăннăччĕ те — килтисем хурлăхлă хыпарпа шалт тĕлĕнтерсе пăрахрĕç. Харам ĕç тума вара эпĕ те масар çине кайрăм. Унтан таврăнсан асăнтăмăр.
— Мĕншĕн хам вилмен-ши? — хÿхлерĕ унăн арăмĕ, аран-аран утса çÿрекенскер. Куç хыçĕнче ăна эпир, ачасем, Татюк аппа тесе нихçан та чĕнмен. Пирĕншĕн вăл Уксах Энтри арăмĕ пулнă. Энтри тете вара, эп астăвассах, пур ĕçе те хăех тăватчĕ: ĕнине те сунă, урайне те çунă. Нимле ĕçрен те, нихăш нимерен те юлман.
«Икĕ-виçĕ çыншăн ĕçре хуçăлсах çĕре ир кĕрсе выртрĕ», — терĕç масар çинчен таврăннă чухне хĕрарăмсем.
Асăннă хыççăн эпĕ киле васкамарăм, улăха, вăрмана çитсе курма туртрĕ кăмăлăм. Çанталăкĕ питĕ лайăх. Çавăнпа та халĕ ăшра ытларах та ытларах тунсăх. Çын вилме пултарнипе чун-чĕрем нимĕнле те килĕшесшĕн мар.
Çурхи тапхăр вăл — ытла та тĕлĕнтермĕш. Авă, сивĕ хĕл хыççăн пĕрремĕш хут шăна курсан та хĕпĕртетĕн. Тĕнче чĕрĕлнине пĕлтерекен хыпарçă пекех туйăнать çавă, çуллахи вăхăтра йăлтах йăлăхтарса çитерекенскер. Шăна туратран турат çине вĕçе-вĕçе çÿренине сăнаса киленнĕ самантра хăлхана тунсăхлă сасă пырса кĕчĕ: «Ки-как, ки-как, ки-как!!!» Тÿрех пуçа каçăртрăм. Кайăк хурсен карти иккен. Кусем вара — чăн-чăн çуркуннен ырă хыпарçисем. Мана темшĕн çав çунатлă туссем чуна ытла та çывăх пек туйăнать. Ахальтен мар пулĕ пирĕн халăх хамăр Галактикăна та Хур кайăк çулĕ тесе ят панă. Хĕрсем хур акăш пулса тăни çинчен темĕн чухлĕ юмах-халап çÿрет. Юрăсем тесен тата... хаваслисем те, хурлăхлисем те пайтах. Çунат пирки этем ĕмĕрех ĕмĕтленнĕрен килнĕ-ши çакă? Лайăх çын хăй те унсăр мар-ха. Унăн чун çуначĕ пур. Малаллах талпăнма.
Хам сисмесĕрех эпĕ: «Кайри — мала, хур кайăксем!» — тесе кăшкăрса ятăм. Вара чĕлхе вĕçне «Салтак юрри» пычĕ тÿрех:
Кайăк хурсем вĕçеç, ай, картипе,
Кайри — мала, тесе ан калăр.
Кайри — мала, тесе, ай, каласан,
Кайăк хур карти, ай, саланать.
Ялти яшсем каяç, ай, салтака,
Кайччăр — пĕтчĕр, тесе ан калăр.
Кайччăрах та пĕтчĕр тесессĕн
Пирĕн çамрăк чунсем хурланаç.
Авалхи юрă ку. Тахçанхи. Хĕсмете кайнă чухнехи. Эпĕ хам та салтак пăтти çинĕ çын. Çав юрра аса та илмен. Хурланма мар — хам салтака юрăхлă пулнишĕн савăннăччĕ çеç. Ача чухне эпĕ хавшакрахчĕ. Шкула та эрни-эрнипех çÿреймен. «Вăрçă вăхăтĕнче тăватă ачапа пĕччен нушаланса сывлăха ир пĕтертĕм», — тетчĕ анне. Çавăнпа эпĕ те тĕреклĕ çуралайман имĕш. Салтака улталаса кайнă пекех пулчĕ манăн. Комиссире врачсем чир-чĕр пирки ыйтсан шарт та март тунтăм. Малтанхи тапхăрта йывăр килчĕ-ха. Çапах та пĕтĕмпех йĕркеленчĕ кайран. Салтакран мана анне çапла каласа кĕтсе илнĕччĕ:
– Эй, ачам, çак куна курасса сунман. Салтака юрăхлă пултăр тесе Турра мĕн чухлĕ кĕлĕ туман-ши? Патшалăх умĕнчи парăма татрăн, ывăлăм.
Иртнине аса илсе шухăша кайнă май кайăк хур карти те самаях инçете ăсанчĕ. Çавна кура тепĕр юрă чĕлхе вĕçне килчĕ- килчех:
Çÿлелле те пăхрăм, ай, тĕлĕнтĕм
Кайăк хурсем картипе вĕçнинчен.
Шухăшласа пăхрăм, эп тĕлĕнтĕм
Çамрăк ĕмĕр иртсе те пынинчен.
Çамрăк ĕмĕр иртсех кайман пулин те, ачалăх самаях хыçала юлни шухăшлаттарать. Ара, кайăк хурсемпе те çыхăннăччĕ- çке вăл... Тахçан-тахçан...
Пĕррехинче çапла картишне тухрăм. Кайăк хурсен сасси илтĕнет пĕлĕтрен. Унччен те пулмарĕ, пирĕн хур аçи тунсăхлăн темиçе хутчен кăшкăрчĕ те çунаттисемпе çатăлтатса хапха урлах вĕçсе кайрĕ. Эпĕ картишĕнчен чупса тухиччен урам вĕçнех çитсе пÿртсем çийĕпе ярăнса куçран çухалчĕ. Çавна никамах та ĕненес çукчĕ. Юрать-ха, урамра ман юлташсем пулнă. Вĕсем çăварĕсене карсах пăхса тăраççĕ. Хамăр хур аçипе мухтанмалли çитрĕ манăн. Аттепе аннене те каласа кăтартрăм. Ĕненмерĕç малтанласа. «Хапхана хупса хăварма ху манса кайнă та...» — терĕç. Каç енне, хур аçи таврăнманнине кура, ăна шырама кăларса ячĕç мана. Ял йĕри-тавра темиçе çаврăнтăм пулĕ — ниçта та çук хайхискер. Тепĕр кунхине те таврăнмарĕ. Юлташăмсем умĕнче мух-танмалли çитрĕ тинех.
– Пирĕн хур аçи кайăк хурсемпе пĕрлешсе кайса вĕсене ертсе çÿрекенни пулса тăнă. Акă вăл хамăр ял кÿллине е картишне пысăк ушкăн илсе анĕ, — тетĕп.
Çапла тата чылай кĕвĕçтереттĕм юлташсене, анчах тепĕр эрнерен кÿршĕ ялти инке, кукка арăмĕ, пирĕн хур аçине кунтăка хупса илсе килсе пачĕ.
Вĕсем патне кайма унăн сăлтавĕ те пулнă çав.
ˇ ˇ ˇ
Пĕррехинче, хура кĕркунне, эпĕ шкултан таврăннă çĕре инке ларатчĕ килте. Хăнана килмен иккен — ĕçпе.
– Кăçал хурсене пĕтерес терĕмĕр, — сăмах пуçарчĕ вăл. — Вĕсене пăхакан текех çук. Кĕçĕн ывăл та ÿссе çитĕнчĕ. Сирĕн вара, — ман еннелле кăтартрĕ вăл, — шăпах кĕтÿ ачи пур. Аçипе амине пусса çиме шел. Питĕ лайăхскерсем. Тен, эсир хур усрама пуçлатăр?
Аттепе аннене сăмах хушма та памарăм эпĕ:
– Илмелле! Илмелле! — тапăртататăп хаваслăн. Ара, ман юлташсен кашнинех хурсем пур. Вĕсене тантăшăмсем çаран çине е улăха çитерме хăваласа тухаççĕ те — эпĕ урамра пĕр-пĕччен тăрса юлатăп. Сулланса çÿреме те намăс. Ĕçсĕр аптăранăскер ку теессĕн туйăнать. Тепĕр чухне юлташсемпе пĕрле çаран çине е уя тухатăп ĕнтĕ, анчах çакă эпĕ ĕçленине пĕлтермест-çке-ха каллех. Юлташсем хур пăхаççĕ, эпĕ вара йытă хăвалакан пек çеç пулса тухать. Йытă тенĕрен, вăл мана питĕ-питĕ кирлĕ. Сунара çÿреме. Хур усрама тытăнсанах аттепе анне анчăк илсе парасса шанатăп. Ара, вăл аван кĕтÿçĕ-çке, хурсене тилĕ тапăнасран сыхлать.
ˇ ˇ ˇ
Инке пирĕн пата килсе кайнă хыççăн темиçе кунран аннепе иксĕмĕр юнашар яла çул тытрăмăр. Пире апат çитерме лартасшăн тăвансем. Ман вара хурсене часрах киле илсе таврăнас килет. Кĕтнĕ самант çитрĕ-çитрех. Инке пире картишне ертсе тухрĕ.
– Акă аçи, — кăтартрĕ вăл.
Чăнах та, чиперскер иккен. Мана хăйсен кил-йышĕ патне яхăнне те ямасть. «Епле тĕреклĕскер, пирĕн урамри пур хура та çĕнтерекенни пулать ĕнтĕ», — савăнатăп эпĕ.
– Акă ами, — терĕ инке хуçăк çунатлăскер çине кăтартса. Кăмăлăм тÿрех пăсăлчĕ. Ара, чăлах-çке ку. Ял кулать.
– Ку кирлĕ мар, урăххине парса ярăр, — хирĕçлерĕм эпĕ.
– Юрамасть. Ыттисем вĕсен чĕпписем, — ăнлантарчĕ инке. — Ан пăшăрхан, вăл лайăхскер. Кашни çулах вун пилĕкшер çăмарта тăвать, пĕри те тăрă пулмасть.
Ним те тăваймăн, килĕшмех тиврĕ манăн. Аçипе амине хупăрласа тытрĕç те кунтăка лартса çиелтен çÿхе тутăрпа çыхрĕç. Парса ячĕç çапла. Аннепе иксĕмĕр икĕ енчен йăтса пыратпăр. Кăшкăраççĕ кусем. Хамăр яла çитнĕçемĕн вĕсен сасси мана темиçе хут ытларах савăнăç кÿрет: эпир те хур усрама пуçланине пĕлсе юлташсем ăмсанаççĕ-çке.
– Усранă-усранах, — терĕç килтисем, — тепĕр икĕ ама илер. Пурпĕрех пĕрре чăрманмалла.
Мана çав шухăш питĕ килĕшрĕ. Ара, хуçăк çунатлипе намăс çеç куратăп-çке.
Кÿршĕсенчен çăвăр хур амисем илме шутларĕç пирĕннисем. Аннепе иксĕмĕр каçрăмăр юнашара. Амисене кăтартрĕç мана. Чи чиперрисене, шап-шуррипе чăпаррине, суйлама тăрăшрăм эпĕ. Илсе каçрăмăр — чăлаххи вĕсене яхăнне те ямасть. Аçи те çамрăккисен хутне кĕмест тата. Апат пама та уйрăмшар тивет.
– Хăнăхĕç-ха пĕр-пĕрне, — терĕ анне.
Хурсене эпĕ ят пама шутларăм. Аçи валли çийĕнчех тупăнчĕ: Тĕпек. Пуçĕ çинче вăл пур-çке. Çăвăр амасене те илемлĕ чĕнес килчĕ манăн. Пĕри — Шап- шур, тепри — Чăпаркка пулса тăчĕç. Ватă хур ами валли çеç ят шыраса чăрманас килмерĕ. Мĕн пуç ватмалли пур тата? Йăлтах куç умĕнче: Чăлах.
ˇ ˇ ˇ
Çур çывхарчĕ ерипен. Пирĕн хурсем – аслисем – çамрăккисемпе çав-çавах килĕштереймеççĕ-ха. Иккĕшĕ çеç...
– Капла пулмасть, — терĕ атте. — Ватă амине пусмалла. Унсăрăн çамрăккисене усранин усси çук, çăмартисем тăрă пулаççĕ.
Чăнах та, пĕр ирхине куçа уçрăм та — кăмака умĕнче анне хур тĕкне иртет. Питĕ-питĕ шел пулса кайрĕ чăлах хура. Анне унăн хырăмне çĕçĕпе касса уçрĕ часах.
– Мĕн чухлĕ тĕвĕленнĕ çăмарта! — тĕлĕнчĕ вăл.
Пирĕн хур аçи хапха урлă вĕçсе тухса каясси амине çухатнинчен пуçланчĕ те ĕнтĕ. Мĕншĕн вăл малтанхи кунах çапла тармарĕ? Мĕншĕн кайăк хурсем вĕçсе иртнине курнă хыççăн çеç çав ăнтăлу амаланчĕ унра? Тен, темĕнле сĕм авалхи йăхĕсен туйăмĕ чĕрĕлчĕ чĕринче. Кайăк хурсен юрри, чăнах та, вăйлă юрату çинчен-ши? Мăшăрăн-мăшăрăн, çирĕп йăлапа, пĕр-пĕрне улталамасăр, пурăнаççĕ имĕш вĕсем... Икшерĕн «ачисене» çитĕнтереççĕ. Пĕрне вилĕм пырса çапсан тепри те хăйне хăй тĕп тăвать- мĕн. Çакна акăшсем çинчен каланине пĕлетпĕр-ха, анчах эпир хамăр хурсене хытă юратнăран сăмахне вĕсен çумнех çыпăçтарасшăн.
ˇ ˇ ˇ
Кÿрше паян пытарса таврăннă пирки асăнтăм ĕнтĕ. Унăн мăшăрне вара куç хыçĕнче Уксах Энтри арăмĕ тесе калаççĕ. Капла упăшки уксах пулнă пек туйăнать. Темшĕн çавна шута илместпĕр. Тĕрĕссипе, Энтрин уксах арăмĕ темелле. Усал япала ырă çумнех çыпăçать час-часах. Эпĕ те, ачапча, Тĕпеке хытă кÿреннĕскер, çав меслетпех усă курма шутларăм ун чухне. Вăл вара маншăн Чăлах аçи пулса тăчĕ.
Халĕ шухăшлатăп та, мĕн туртнă-ха ăна тăван кĕтесе? Тен, юратнă мăшăрне шыранă унта? Пĕрле чĕп ÿстерсе савăннине аса илесшĕн çуннă пулĕ.
Пиллĕкмĕш хут ăна инкесем патĕнчен илсе таврăнсан атте çапла каларĕ:
– Капла пулмасть. Вăрмана-мĕне анса ларсан кашкăр е тилĕ çăварне çакланĕ. Çунаттисене иртсе ярас пулать.
Атте Тĕпек çунаттисене хачăпа кăчăрт- кăчăрт иртнĕ чухне Энтри тете шăпах пирĕн пата каçнăччĕ.
– Эх, ухмах, — терĕ вăл хур аçине. — Çамрăк арăмусемпе пурăнма пĕлместĕн. Чăлаххишĕн нуша куратăн.
(Çынна çунат паман та…)
* Республикăри халăх ÿнер промыслисен паллă ăстисенчен пĕри Галина Изратова пурăннă пулсан кăçал 63 çул тултармаллаччĕ. Шел те, Галина Васильевна пирĕнтен виçĕ çул каялла яланлăхах уйрăлса кайрĕ.
Вăл Елчĕк районĕнчи Кавалта çуралса ÿснĕ. Галя хăйĕнчен виçĕ çул аслă аппăшĕнчен Татьянăран тĕслĕх илсе пĕчĕк чухнех шăрçапа тĕрлеме вĕреннĕ, Аслă Пăла юхан шывĕн çыранĕн хĕрринчи хĕрлĕ те тĕксĕмрех тăмран чĕр чун кĕлеткисене калăпланă, çапла майпа пĕчĕккĕн илем тĕнчине туртăннă. Шупашкарти педагогика училищинче вĕреннĕ çулсенче Галина Татьяна Шаркова-Изратова пекех культура учрежденийĕсенче тата ача-пăча пултарулăх çурчĕсенче ирттернĕ куравсене хутшăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа Кавал пикисен хăйне евĕрлĕ ĕçĕсемпе Раççейри тĕрлĕ регионта пурăнакансем паллашнă.
Çак кунсенче Елчĕк районĕнчи историпе тавра пĕлÿ халăх музейĕнче Галина Изратовăна асăнса унăн куравĕ уçăлчĕ. Экспозицире чăваш йăли-йĕркине тĕпе хурса аваллăха çутатнă «Тырă çапни», «Çăкăр шăрши», «Ялти туй», «Çурхи уявсем» илемлĕ ĕçсем, çавăн пекех тăмран, кĕççерен, йывăçран, çĕтĕкрен хатĕрленĕ вун-вун пукане, вĕтĕ шăрçапа эрешленĕ хатĕрсем, выльăх-чĕрлĕх кĕлеткисемпе кил-çурт таврашĕнчи тĕрлĕ япала.
(Çемьери икĕ ăста)