Комментари хушас

24 Авăн, 2019

Тăван Атăл 9 (731) № 2019

* Лидия Филиппова ятне чăваш литературине юратакансем аван пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра «Тăван Атăл» журналăн редакторĕнче ĕçлет вăл, унсăр пуçне Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ пулса ырми-канми тăрăшать. Çав вăхăтрах илемлĕ литература çинчен те манмасть, хайлавсем çырма та вăхăт тупать.

2012 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче унăн аслă классенче вĕренекенсем валли «Ылханлă хура çĕмĕрт» ятлă кĕнеки пичетленсе тухнăччĕ. Унта çамрăксен пурнăçне сăнласа паракан калавсемпе пьеса кĕнĕ. Тин кăна пурнăçăн анлă çулĕ çине тăракан çамрăксене такăнмасăр утма пĕртте çăмăл мар. Ултавлă юрату серепи те, пысăк укçа асамлăхĕ те илĕртсех тăраççĕ вĕсене. Çапах та тĕрлĕ йывăрлăха тÿссе ирттернĕскерсем чи кирлĕ шухăш патне пырса тухаççĕ — çирĕп сывлăхпа таса юратуран тата çемье ăшшинчен илемли пурнăçра нимĕн те çук. Çакă çыравçăн хайлавĕсенче кашнинче тĕп шăнăр пулса тăрать. Çавăнпа та пулĕ вулакансем унăн кĕнекине юратса йышăнчĕç, кăларăм хăвăрт сутăнса-саланса пĕтрĕ.
Мĕншĕн Лидия Ивановнăн шăпах çак кĕнекине аса илтĕм-ха? Ахальтен мар. Нумаях пулмасть «Ылханлă хура çĕмĕрт» Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ, анчах та хальхинче унпа чăвашла пĕлмен вулакансем те паллашма пултараççĕ – кăларăм вырăсла пичетленчĕ. Шăпах çак кĕнекесем пирки Лидия Филипповăпа хăйĕнпе тĕл пулса тĕплĕнрех калаçма шут тытрăм.
— Лидия Ивановна, чи малтанах сире çакăн пек илемлĕ те пуян кĕнеке кун çути курнă ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Питĕ илемлĕ кăларăм пулса тухрĕ, ăна курнă- курманах алла тытса паллашас килет. Сирĕн, авторăн, «вырăсла калаçакан ачăра» алла илсен чунра мĕнлерех туйăмсем çуралчĕç?
— Паллах, кăмăл-туйăм кăштах çырлахнине туйрăм. Çав тери хĕпĕртерĕм теме çук – пĕрремĕш мар, темле пулсан та вун улттăмĕш кĕнеке ку манăн... Мĕн чухлĕ çынна вĕсен кĕнекине кăларма пулăшнă тата… Усăллă кĕнеке «çуралтăрччĕ» теттĕм те, палăртни пурнăçланчĕ тесе йышăнатăп. Чăваш кĕнеке издательствине çак тивĕçе пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав тăватăп.
— «Ылханлă хура çĕмĕртĕн» чăвашла ал çырăвĕ еплерех çурални пирки тепĕр хут аса илейместĕр-ши?
— Сăмах илемне туллин пĕлсе-туйса çитсен литературăн тĕрлĕ жанрĕпе çырса пăхас, хама тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Публицистика, поэзи кĕнекисем пичетленсе тухнăччĕ ĕнтĕ: «Чун таппи» /суйласа илнĕ вырăсла тата чăвашла сăвăсен пуххи. Сăмах май, 2015 çулта «Чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурсра çĕнтерчĕ вăл/, «Чăвашăма çаплах мухтатăп», «Чăваш тĕнчи», «Ан ĕнен, ан хăра, ан ыйт», «Записки академика», «Ректор – это призвание» т.ыт.те. Драматургин саккунĕсене те алла илнĕччĕ, «Тĕл пулăпăр чунсен ытамĕнче» пьеса-драма кун çути курнăчччĕ. Проза вара... Унăн хăйĕн йĕрки-ыйтни... И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче хăй вăхăтĕнче журналистика факультечĕн студенчĕсене «Хаçат ĕçĕ» специализаци вĕрентнĕ чухне жанрсемпе те паллаштарма тÿр килнĕччĕ. Эпика, лирика, драма жанрĕсем тетпĕр. Калав, новелла, повесть, роман, роман-эпопея – шăпах эпика жанрĕсем, çапла вĕт-ха? 2012 çулта чăвашла кун çути курнă «Ылханлă хура çĕмĕрт» кĕнекере калавсемпе новеллăсем пулчĕç. Темăсем пурнăçран, сюжечĕсем те пурнăçран ĕнтĕ — çынсем эпир, обществăра пурăнатпăр, пĕр-пĕринпе калаçмасăр-хутшăнмасăр пултараймастпăр. Пурнăçĕ вара тĕрлĕрен- çке, лайăххи те, начарри те çителĕклех. Вăл кĕнеке те аслă çулти шкул ачисем валлиехчĕ. Çавна май çамрăксене /тĕрĕссипе, чунпа эпир пурте яланах çамрăк, çапла вĕт-ха?/ йăнăш утăмсем тума парас мар текен шухăш вăйлă манăн ытти литература хайлавĕсенче те…
— Çыравçă пек мар, вулакан куçĕпе пăхсан хăвăра хăш хайлавĕ ытларах тыткăнлать?
— Вун пĕр калавран «Ылханлă хура çĕмĕрт» пулĕ. Унта шкул çулĕсенчех пурнăçран сарăмсăр уйрăлса кайнă манăн пĕртăван аппан – Аленушкăн — шăпи те йĕрленет. Эпĕ, паллах, калавра ăна вилмелле тумарăм, çÿлти хăватсен пулăшăвĕпе хăтарса хăвартăм теме пулать, анчах чăн пурнăçра вăл каярах пурпĕрех пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ…
— Вырăслинче вара? Сăмах май, кĕнекесене алла тытсан ячĕсем пĕр пекех пулин те вĕсем – пачах урăхла кĕнекесем. Калăр-ха, тархасшăн, чăвашла кăларăмпа вырăслинчи хайлавсем пĕр килеççĕ-и?
— Вырăслинче, сăмах май, чăвашлине кĕмен калавсем те пур. Тата сакăр хайлав. Жанр енчен урăхларах — повесть патнелле туртăнаççĕ вĕсем. Повесть сыпăкĕсем, тĕрĕссипе. Çĕннисем, паянхи саманана кура çырнисем. Пысăк политика, чиновниксем, секта, тĕрме, çав вăхăтрах… таса юрату та пур вĕсенче. Пурте чун-чĕре витĕр асаппа шăранса тухнăскерсем те, мĕнле «ку ытларах килĕшет» теме пултарăп-ха? Пурте манăн ачасем вĕсем, литература тĕпренчĕкĕсем. Усăллăрах, кирлĕрех тесен «Каспи тинĕсĕ» документаллă калава палăртăп. 2010 çулта Дагестана чăваш хастарĕсемпе чун çÿреве кайнăччĕ. Çак туллă-сăртлă çĕршывпа та çыхăннă пирĕн мăнтарăн асатте-асаннесен çул-йĕрĕ. Чăваш юпи те лартса хăвартăмăр ун чух эпир Бабаюрт районĕнчи Геметюбе сали çывăхĕнче. Чăвашсем пекех тĕрĕк халăхĕсем шутланаççĕ унта авалтан тымар ярса пурăнакан кумык, ногай, авар, чечен çыннисем те, сăмах май. Ногай чĕлхипе калаçаççĕ, ку чĕлхе кыпчак ушкăнне кĕрет тесе ăнлантарчĕç… Халĕ шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли сехетсен шутне чакарса хучĕç те, çак калав – «Каспи тинĕсĕ» — «Тăван ен» предмета вĕрентекенсемшĕн усăллă пулать тесе çирĕплетсех калатăп. Ăçтан эпир, камсем эпир? — Çакна литература меслечĕсемпе кĕскен те пулин уçса-каласа пани пĕртте ытлашши пулмĕ.
— Çак кĕнекене вырăсла куçарас шухăш еплерех çуралчĕ? Пурнăçа еплерех кĕрсе пычĕ вăл?
— Сăвăсем вырăс, мари, украин чĕлхисемпе унчченех пичетленнĕччĕ, проза жанрĕпе çырнисем — çук. Каларăм вĕт-ха, усăллă, мал курăмлă, мал туртăмлă калавсем кĕнекере. Вĕсенче — Чăваш тĕнчи, историйĕ, чăваш ывăл-хĕрĕ, çыравçăсем, чăваш çыннин шухăшлавĕ, тĕнче курăмĕ, малашлăхĕ…

(«Укçа е тупра тесе чуна сутмалла мар!» Дарья МОРОЗОВА калаçнă)

* Çĕрулми кăвак çеçкереччĕ ун чухне. Пахча вĕçĕнче пĕр лаптăк кантăр ешерет, карта çумĕпе сарă пуç кăшăлĕ тăхăннă хĕвел çаврăнăш капăрланса ларать. Инçех те мар пахча варринче — кивĕ мунчана сыпăласа тунă пĕчĕк çурт. Ачаранпах курса ÿснипе вăл ял илемне пĕрре те пăсмасть. Пачах урăхла — çак пĕр чÿречеллĕ çурт пулмасан пирĕн тавралăхăн илемĕ иксĕлет. Унта эп астăвассах Тимахвипе карчăкĕ пурăнаççĕ.
Пăла урлă хунă шанăçлах мар каçă çинче чарăнса тăтăм. Çыран икĕ енче те хăва чашкăрса ÿсет, темле вĕтĕ йышши кайăксем вĕлт те вĕлт вĕçеççĕ. Шăнкăртатса шыв юхать, каçă мĕлки вара вырăнтах тăрать. Вăхăт та çапла кун кунласа юхать-шим? Аса илÿ çеç юхса каймасть. Пĕлтĕр çак вăхăталла каникула килсен Тимахвисене çăкăр илмелĕх укçа парса хăварнăччĕ. «Укçам та пурччĕ, мĕншĕн ытларах паман-ха», — тесе халĕ те ÿкĕнетĕп. Мĕнле пурăнакалаççĕ-ши халь вĕсем? Сывлăхне пĕлмелле кĕрсе тухас унта, ват çынсене хисеп тăвас пулать.
Картишĕнче Тимахви карчăкĕ кăштăртатса çÿрет. Ятне-шывне пĕлмен эпир унăнне, куç умĕнче инке тенĕ, ахаль чухне — Тимахви карчăкĕ. Мана курсан вăл савăнсах кайрĕ, кушăрканă аллине саппунĕпе шăлса алă пачĕ.
– Ак çапла пурăнкалатпăр, Коля. Ни вилейместпĕр, ни чĕрĕлейместпĕр. Кăçал улма тухăçлă пулмалла пек те, тепле пулать ĕнтĕ. Çумăр çуманни виç эрне çитет. Улма пулмасан выçă вилетпĕр вĕт. Чĕлĕм туртса ăша-чикке пусаратăп, хырăм выççине те ирттерсе ярать вăл тепĕр чух.
Астăватăп-ха: эпир, хамăр кас ачисем, Пăларан тухма пĕлмен, Çимĕк çитиччен çиччĕ шыва кĕмесĕр ирттермен. Ÿте сĕлĕх лексен чĕлĕм пăхĕпе сиплетчĕ пире Тимахви карчăкĕ.
– Тимушка тетÿ килтехчĕ-ха, атя кĕрсе кур. Ĕнер сыпкаланăччĕ те вăл, паян калаçсах кайман-ха унпа.
– Коля килнĕ иккен. Пире курмасăр каймастăн вара — спаççипех, — хавхаланса кайрĕ Тимахви тете. — Эпир карчăкпа мухтанатпăр санпа, — мана çурăмран лăпкарĕ вăл. — Пирĕн тăрăхра сан пек вĕреннĕ пысăк çын урăх çук. Акă лар çакăнта, маччи лутрарах та пирĕн.
Тимушка тете качака тирĕнчен çĕленĕ итек сапласа ларнă иккен, пĕчĕк сĕтелĕ çинчен ăпăр-тапăрсене пуçтарчĕ. Ватăлать, кивелет иккен çын, вăхăт хăйĕннех илет. Ман асăмра вăл унчченхи пекех çаврăнăçуллă та салтак пек тÿрĕ, яштака юлнă. Умра халь кăштах курпунланнă, сархайнă сухаллă çын тăрать. Шăлĕсем сарăхнă, табак тăтăш туртнипе пуль ĕнтĕ, сайраран ÿсĕркелесе илет. Куçĕсем анчах çивĕч.
– Пушмакусем ют çĕршывра илни пулĕ-ха, çăпата хуçнă пек епле хĕреслĕ- хĕреслĕ авса тунă.
– Тимофей Антонч, пĕлтĕр çырса янă хутсене хурав пачĕç-и сана, вăхăт нумай иртрĕ вĕт унтанпа, — сăмах хушрăм эпĕ.
– Çук, пенси пирки те, вăрçăри хутсем пирки те нимĕнле сас-хура пулмарĕ. Пирĕн хуçасем çав тери ĕçлĕ пулмалла. Ахальтен пысăк шалу памаççĕ пуль. Патшалăх ухмах мар. Мур тĕпне анса кайччăрах вĕсем. Хăв мĕнле пурнатăн-ха? Аннÿ патне килсех тăратăн, маттур. Хисеплĕ çынсен ачисем те пархатарлă.
Тимахви карчăкĕ вучах умĕнче тем кăптăртаттарать. Ват çын ватăлма васкамасть, çамрăксем кăна васкаса ватăлаççĕ. Эп астăвассах ватăччĕ вăл, халĕ те çавах.
– Çын туса парассине кĕтсех пурнăçне ирттерчĕ, — сăмах хушрĕ карчăк. — Хăй тăрăшмасан ăçтан ĕç пултăр? Акă ĕнер тахшинсем патĕнче ĕçлерĕ, укçа вырăнне ханша ĕçтерсе янă. Çапла пурăнса ирттертĕмĕр ĕмĕре.
Ку сăмахсене карчăк çĕр пин хут та каланă пуль. Тимахви тете хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ ăна, хирĕç пĕр сăмах та чĕнмест. Сисетĕп, карчăк чи кирлине каламан-ха.

(Çĕрулми кăвак çеçкереччĕ. Николай ИСМУКОВ)
 

 

* Мускаври конкурсра çĕнтерме аякри тăрăхрисемшĕн кăткăс та йывăр. Икĕ хут çĕнтерме вара мĕн таран хаюллă та паттăр пулмалла? Шупашкарти 40-мĕш вăтам шкулта вĕрентекен Александр Степанов тăван чĕлхе, çав шутра вырăс чĕлхи те, вĕрентекенсен пĕтĕм Раççейри маçтăр-класĕнче 2012 çулта çĕнсе илнĕ пĕрремĕш вырăнпах çырлахмарĕ. Ултă çултан çак конкурсрах гран-прие тивĕçсе хăйĕн ĕçĕнче унран тăрăшуллăраххи, ĕçченреххи, ăстараххи, ăслăраххи урăх никам та çуккине çирĕплетрĕ. Çак пысăк амбициллĕ [лайах пĕлтерĕшпе калатпăр], мал ĕмĕтлĕ çамрăк шухăш-кăмăлне питĕ пĕлес килчĕ. Çапла вара пирĕн калаçу «Халăх шкулĕ — Народная школа» журнал редакцийĕнче пулса иртрĕ.
— Александр Марсович, эсир вĕрентекен ачасем телейлĕ-и?
— Кун пирки, паллах, хăйсенчен ыйтмалла.
— Вĕсенчен эсир халĕ те ыйтман-и?
— Ку ыйтăва паман. Анчах та хăш-пĕр чухне урок вĕçленсессĕн: «Тавтапуç, Александр Марсович, урокшăн», — тени уйрăмах пуçламăш классенче тăтăш тĕл пулать. Ку мана савăнтарать. Вара вĕсем телейлех тесе шухăшлатăп.
— Сирĕн урока вĕсем мĕне шанса, мĕн çинчен ĕмĕтленсе пыраççĕ?
— Уроксем уйрăмах пуçламăш класра çав тери савăнăçлă иртеççĕ. Ман патра хăйсене ирĕклĕрех туяççĕ вĕсем. Эпир ирĕклĕн калаçатпăр, юрлатпăр, ташлатпăр. Чăваш чĕлхи урокĕ вĕсемшĕн — хăйне евĕр уяв. Вăйăсем урлă чĕлхе вăрттăнлăхне куратпăр, ăна ăс- тăна,чĕрене хыватпăр.
— Мĕншĕн уйрăмах пуçламăш классем пирки калатăр? Вĕсем кĕтнĕ савăнăç кайран çухалать-им?
— Эп халĕ пĕрремĕш хутчен пĕрремĕш класра вĕренетĕп теме пулать. Ку ÿсĕмрисемпе халиччен ĕçлесе курман. Ку маншăн — çĕнĕ опыт, вĕсем тĕлĕнтереççĕ. Çавăнпа та вĕсен çитĕнĕвĕсем — манăн çитĕнÿ. Эп хам та ачасемпе пĕрле вĕренсе пыратăп.
— Шупашкарти 40-мĕш шкулта эсир пуçламăш классене çеç вĕрентместĕр пулĕ-ха?
— Пĕрремĕшĕнчен пуçласа тăххăрмĕш класс таранах вĕрентетĕп. Кăçал хам вĕрентмен классемпе те ĕçлеме пуçларăм. Классене пĕрлештерчĕç. Малтан кашни класра 15-шер ача пулнă пулсан, халь 30 ачапа ĕçлеме вĕренетпĕр. Пуçламăш классемпе ĕçлеме вара мана питĕ килĕшет.
— Вĕсем пăсăлман, тĕнчене вĕрентекен каланă пек йышăнаççĕ…
— Çапла, вĕсене хам майлă йĕркелесе пыратăп. Сăмахран, аслисене, 9-мĕш классене, кăçал пĕрремĕш хут вĕрентме пуçларăм та, иккен, вĕсем хăйне майлă ачасем. Мĕн тăвас килни çинче те, тăвас килменни çинче те çирĕп тăраççĕ. Çавăнпа та ку ÿсĕмрисемпе кăшт урăхларах ĕçлеме тивет.
— Вĕсемпе кăшт урăхларах ĕçлеме тивет тенинче такама ÿпкелени те пур пуль. Енчен те пĕрремĕш класранах эпĕ вĕрентсе пынă пулсассăн паянхи тăххăрмĕш классем чĕлхене урăхларах йышăннă пулĕччĕç тесе шухăшлани пулнах ĕнтĕ?
— Эп ÿпкелеместĕп.
— Çапах такам çитменлĕхне куратăр?
— Кунта вĕрентекен çитменлĕхĕ пирки каламалла мар. Тен, вĕсем урăхларах: мĕнле вĕрентнĕ — çавнашкал ĕçленĕ. Эп урăхларах ĕçленĕ пулăттăм тетĕп. Çавăнпа, ман шутпа, вĕсен айăпĕ çук. Çапла хăнăхнă, хăйсем улшăнасшăн та пулĕ-ха, анчах улшăнма темскер çитмест, шел пулин те.
— Мĕн вăл «темскер»?
— Вăй-хал-ши, ăс-тăн-ши?..
— Мĕншĕн пурте сирĕн пек ăслă-тăнлă та вăй-халлă мар? Ман уйрăмах чăваш чĕлхи учителĕсене çавнашкал курас килет.
— Вĕсем çавăн пекех пулĕ-ха. Тен, эпир пĕлместпĕр кăна? Вĕсем те ирĕн-каçăн тенĕ пекех ачасене тăван чĕлхене вĕрентеççĕ. Чи малтанах эпĕ хамран пуçлатăп. Ачасенчен мĕн те пулин ыйтиччен çавна хамăн питĕ лайăх пĕлмелле, хамăн тĕрлĕ енлĕ аталаннă кăсăклă çын пулмалла. Ман ачасем умĕнче ыттисенчен уйрăлса тăмалла, уйрăмах чăваш чĕлхине вĕрентекенсем хушшинче. Мĕншĕн тесен халĕ пирĕн предмета ашшĕ-амăшĕ суйласа илет. Çавăнпа та улшăнас пулать, вăйлă улшăнас пулать. Малтан патшалăх витĕмĕпеле усă курнă пулсассăн, пире вĕрентме эрнере виçĕ сехет панă пулсассăн, эпир лайăх-и, начар-и — вĕрентнĕ. Халĕ ашшĕ- амăшĕ чи малтанах сахал урокрах пысăк тухăç пама пултаракан пултаруллă вĕрентекене суйлать. Хăйне евĕрлĕ, кăсăклă çынна килĕштереççĕ
.
(Александр СТЕПАНОВ: «Манăн ачасем умĕнче ыттисенчен уйрăлса тăмалла…». Олег ПРОКОПЬЕВ калаçнă)

* «Турă патне кашни çын хăй çулĕпе çитет», – тесе каланине чылайăшĕ илтнĕ-тĕр. Эпĕ те илтмен мар, апла пулин те хам паллакан çынсем Турра ĕненнине, чиркĕве çÿресе Христоса пуç çапнине айванла пулăм тесе хаклаттăм. «Мĕскĕнсем, чăн пурнăç илемне курмаççĕ», – тесе вĕсене чунри темле туйăмпа шеллеттĕм те /тĕрĕссипе, айванни эпĕ хам пулнă-ха, шеллеве тивĕçли те эпех!/. Турра пĕлменнипех ун чухне маншăн пурте пĕр хуранти япаласем майлах пулнă темелле: чиркÿ уявĕсем те, кĕлĕ çурчĕсем те, турăш-çурта та, тĕшмĕш пулăмĕсем те, юмăç пăхакан кинемейсем те, пачăшкăпа чиркÿре ĕçлекен çынсем те... Çаксем йăлтах чун ра темле шуйхану çурататчĕç те, тĕрĕссине пĕлес тесе эп хама пит шутлама ирĕк паман, тĕшшине хывăхран уйăрас тесе те питех хыпăнман.
Тĕлĕнмелле те, анчах Турра ĕненмен çынра та темле асамлă ВĂЯ ĕненесси пĕрех пур. Хăйне атеист тесе шутлакансем те ăспа ăнлантарса пама çук пулăмсемпе тĕл пулсан: «Тĕнчере ТЕМСКЕР пурах çав вăл», – тенине час-часах илтме пулать. Ман шутпа, этем çак туйăмпах çуралать пуль вăл. Ахальтен-и ку тĕнчене тăвакан, çынсене сăнаса тăракан Хуçа пур тенине ачасем хапăлласа йышăнаççĕ /пĕчĕкле хамра та ку туйăм пулнине астăватăп, кайран, шкула кайсан, пĕчĕккĕн сĕвĕрĕлсе пĕтнĕччĕ/. Мĕн ачаран çав туйăма аркатмасăр, чиркĕве çÿренĕ май ăна аталантарса пынисем мĕн тери телейлĕ пулĕ! Ман вара çав туйăм атеизм саманинче арканнă пулсан та, чиркĕве çÿрекен, типĕ тытакан, калама çук ырă кăмăллă кукамая тата Турра асăнмасăр апат çиме те ларман асаттепе асаннене курса ÿснипе айккинелле сапалансах пĕтмен ахăртнех. Акаçă акнă вăрлăх тĕрлĕ çĕре ÿксе тĕрлĕрен шăтса тухни пирки калакан ытарлă халап пур Библире. Ман шутпа, çемьере эп курса ÿснĕ ватă çынсем те хăйсене епле тыткаланипе вăрлăхне акса хăварнах, çав вăрлăх хăçан шăтса тухасси кăна хăй еккипе пулса пынă. Эп хамран килмен лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ чухне пĕчĕкренех темле асамлă Вăя /«хамри Турă» теттĕм ăна/ шанаттăм. Вăл мана пулăшманни пĕртте асăма килмест. Ача чунĕнче çуралнă кĕлле Турă илтни çакă мар тăк, мĕн ку эппин?
Хайхи аслă шкул та пĕтертĕм, анчах, самана улшăнса пынине курсан та, ĕненÿ пирки шутласси асра та çук-ха. Çапах нумай пĕлÿллĕ, ăслă çынсенчен чылайăшĕ Турра ĕненекен çынсем пулни куçа çÿп тăрăннă пекех кансĕрлетчĕ лăпкăн пурăнма. Калăпăр, вырăссен паллă ученăйĕнчен Михаил Ломоносовран пуçласа Николай Гоголь, Федор Достоевский, Афанасий Фет, Иван Шмелев, Николай Лесков, Борис Пастернак, Александр Солженицын писательсем таранах Турра ĕненнĕ. Е тата Иван Павлов тухтăр-физиолог, Дмитрий Менделеев химик, чăвашсен мухтавлă ывăлĕ Никита Бичурин, пирĕн халăха çутта кăларакан Иван Яковлев...
Çÿлхуçа эпир мĕншĕн хаш! сывласа куляннине те пĕлет те, паллах, манăн çак чĕререн тухакан ыйту-кĕллĕме тивĕçтермесĕр тăма пултарайман ĕнтĕ. Кĕçех тÿлевсĕрех Библи ярса паратпăр текен пĕлтерÿ куç тĕлне пулчĕ, ыйтса çыртăм – ярса пачĕç. Паллах, унччен те Христос Туррăмăр пирки каланисене илтмен мар ĕнтĕ эпĕ, анчах çакна та йăлтах халап вырăнне çеç хунă-çке. Çавăнпа та Библие те вулаймастăп иккен, ăна халапсен кĕнеки вырăнне çеç хуратăп. Ак епле чăрмав сиксе тухрĕ ман ума!

(Мухтав Турра пуриншĕн те… Елен НАРПИ)
 

Çавăн пекех КĂЛАРĂМРА

ПРОЗА
Николай Исмуков. Çĕрулми кăвак çеçкереччĕ. Повесть.
Светлана Асамат. Майлашăнса каять... Калаçусем.
Венера Толстова. Юрату авăрĕнче çунса чунсем кĕлленчĕç... Эссе
Василий Эктел. Хурăн çырли уçланки. Калав.
Лев Медведев. Çул курки. Калав.
ПОЭЗИ
Анатолий Малышев. Пихампар ылханĕ. Çеçпĕл Мишши: 100 çул.
Зоя Сывлăмпи. Кил тыткăчи, кил управçи – эсех. Хĕвел тухать сана
хисеплесе!..
ЧĂВАШ ЧĚЛХИ: ÇĚНĚ ĂРУ
Александр Степанов. «Манăн ачасем умĕнче ыттисенчен уйрăлса тăмалла…» Интервью. Олег Прокопьев калаçнă.
ЧУН УÇÇИ
Елен Нарпи. Мухтав Турра пуриншĕн те…
КОНКУРС ПĚТĚМЛЕТĚВĚ
Николай Дворов-Шемексем, Яков Степанов. Ырă кун сунатăп,
Шупашкарăм! Сăвăсем.
ТĚПЧЕВ
Николай Осипов. Айхи хушамат мĕнле пулса кайнă?
ÇЫН ТАТА ОБЩЕСТВО
Нина Абрамова. Психотерапиюмах – сывлăх хуралĕнче.
ЧĂВАШ ТĚНЧИН САТИРĂПА КУЛĂШ АНТОЛОГИЙĚ
Станислав Сатур, Ольга Австрийская, Метте Петти, Кенаш МУЧИ, Дина Гаврилова, Николай Ишентей, Левтина Марье, Владислав Николаев, Людмила Сачкова, Лариса Петрова хайлавĕсем.
ЧĂВАШ ТĚНЧИ: ÇУЛСЕМ ТАТА ÇЫНСЕМ
Маргарита Кабетова: «Ишме вĕрентес тесен шыва пăрахмалла...».
«ТĂВАН АТĂЛ» — АЧАСЕМ ВАЛЛИ
Ольга Туркай. Катя паттăрлăхĕ… Калавсем.
ЙĂЛА-ЙĚРКЕ
Виталий Родионов. Халăхăмăрăн мухтавлă ывăл-хĕрне манас марччĕ.
РЕДАКЦИЕ ÇЫРУ КИЛЧĚ
КУÇА-КУÇĂН…
Лидия Филиппова. «Укçа е тупра тесе чуна сутмалла мар…»
ХЫПАРСЕМ
ПУЛНĂ-ПУЛНĂ-ПУЛНĂ ПУЛЬ…
ХАЛĂХ АХАХ-МЕРЧЕНĚ
ЧĂВАШ КАЛЕНДАРĚ
СИРЕ ВАЛЛИ – ЧЕРЕТЛĚ НОМЕРТЕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.