Комментари хушас

24 Авăн, 2019

«Хыпар» 108 (27541) № 24.09.2019

* Чăваш Республикинче тĕнче шайĕнчи аэропорт пур. Кунта кунне вуншар самолет вĕçсе килет, вĕçсе каять. Шел те, пирĕн аэропорт таврашĕнчи территори те тасалăхпа палăрса тăмасть. Нумаях пулмасть Халăх фрончĕн хастарĕсем Шупашкар районĕнчи экологи рейчĕ вăхăтĕнче унта темиçе вырăнта çÿп-çап купи асăрханă. Уйрăмах пысăкки — Çĕньял ял тăрăхĕн çĕрĕ çинче, пилотсене сывлăш карапне антарса лартмаллине кăтартакан система çывăхĕнче. Усă курма юрăхсăр строительство материалĕсем, резина покрышкăсем, кивĕ сĕтел-пукан, тĕрлĕ оборудовани… темĕн те пур унта. Апат-çимĕç юлашкийĕсем те йÿçсе выртаççĕ. Вĕçен кайăксем шăпах çакнашкал купасем çине иленеççĕ те ĕнтĕ. Çÿп-çап куписем тавралăха сиен кÿнисĕр пуçне самолетсен вĕçев хăрушсăрлăхне те чакараççĕ. Çавăн пекех çакнашкал вырăнсенче пушар тухни те пĕрре кăна мар пулнă.
Раççей экологи пĕрлĕхĕн Чăваш регион уйрăмĕн ертÿçин Александр Воробьевăн шухăшĕпе — режимлă об±ектсен çывăхĕнчи çÿп-çап куписемпе уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Вĕсене асăрханă хыççăн питĕ кĕске хушăра тасатса тирпейлемелле. Паллах, тасалăх ыйтăвне влаç ор-ганĕсен те, аэропорт представителĕсен те куçран вĕçертмелле мар. Уйрăмах халăхăн яваплăха туймалла. Чылай чухне хуçалăхри каяшсене таса хире, çырма-çатрана тухса пăрахакансем шăпах çынсем. Кил-çурта тасатса тавралăха варалани, паллах, никама та илем кÿмест. Шел те, чылай чух-не асăрхаттарни те витереймест. Телее, хальлĕхе инкек пулман тейĕпĕр. Анчах чи ансат йĕркене — тирпейлĕхе упрассине — пăхăнмасан унран пăрăнса юлма май килĕ тесе кам шантарĕ?
Чăваш Енре 2018 çулхи юпа уйăхĕнче хуçалăхри хытă каяшсене тирпейлемелли çĕнĕ тытăм ĕçе кĕчĕ. Тавралăха тасатас тĕлĕшпе вăл пысăк витĕм кÿме тивĕç. Палăртмаллах, çулталăка яхăн иртнĕ тапхăрта чылай ырă ĕç тума май килчĕ çапах та. Чи пĕлтерĕшли, ахăртнех, халăх шухăшĕ улшăнни. Малтанхи вăхăтра, уйрăмах ял çыннисене, çÿп-çапа ятарлă вырăна илсе тухасси чылай калаçтарчĕ. Вĕсен хушшинче ку çĕнĕлĕхе ырламаннисем те йышлăччĕ. Халĕ ун пеккисем палăрмаллах сахалланчĕç. Çавăн пекех çитес вăхăтра муниципалитетсенче çÿп-çап пухмалли вырăнсене йĕркене кĕртсе çитерĕç, контейнерсем вырнаçтарса пĕтерĕç.

(Пушар хыççăн чан çапмаççĕ. Ирина СЕРГЕЕВА)

* «Живопиçе юратрăм. Вилсен, çăтмаха лексен малтанхи миллион çула живопиçе халаллатăп», — палăртнă хăй вăхăтĕнче Уинстон Черчилль. Пурнăçра эпĕ тĕрĕс çул суйланă. Сăрă ăсти пуласси калама çук кăсăклă. Художник канма выртсан та — художник, çывăрнă чухне те — художник, вăрансан та — художник. Çын курманнине курать, çын илтменнине илтет», — тет живописец, педагог, Раççей Федерацийĕн Художниксен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Егоров. Николай Григорьевич хăй вăхăтĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн живопиç кафедрин заведующийĕнче ĕçленĕ. Паян вăл — ирĕклĕ художник.
«Тупăкри çăмартасем чĕрĕлнĕ»
Николай Егоров картинăсем ÿкернисĕр пуçне художниксем валли йĕркелекен пленэрсене хастар хутшăнать. Калăпăр, вăл Шупашкар йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халалласа çурла уйăхĕнче ирттернĕ пĕтĕм тĕнчери пленэрта тĕп хуламăрăн илемлĕ вырăнĕсене ÿкернĕ. Ун хыççăн сăрă ăстисен пĕр ушкăнĕпе Сызране кайса килнĕ. «Унта питĕ ырă меценат пур. Вăл ÿнер музейĕ йĕркеленĕ. Эпир унпа чылай çул туслă çыхăну тытатпăр. Сăмах май, Сызрань хулине никĕслеме хăй вăхăтĕнче Чăвашран 100 платнике илсе кайнă. Илемлĕ хуларан тулли кăмăлпа таврăнтăм. Унта ĕçлесе пысăк киленÿ илтĕм. Халĕ пултарулăх енĕпе кăна ĕçлетĕп», — мастерскойра упранакан ĕçсемпе паллаштарнă май каласа кăтартрĕ сăрă ăсти. Ăсталăх лаççинче йĕри-таврах — улăх-çаран, юхан шывсем, вăрман уçланкисем, анлă уй-хир… Акă вăл — çут тĕнче!
Художник Красноармейски районĕнчи Çырмапуç ялĕнче колхозниксен çичĕ ачаллă çемйинче çуралнă. Вăл шăп варринчи пулнă. «Ман умĕнхисем виççĕнччĕ, кĕçĕннисем те виççĕнччĕ. Халĕ виççĕн кăна юлтăмăр. Владимир — Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Валерий Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче преподавательте ĕçлет. Пирĕн çемьере пурте ÿкерме пултарнă. Аттепе анне илеме ăнланакан çынсем пулнă, япалана ĕлккен енчен кăтартма пĕлнĕ. Атте лартнă пуртă аврисем халĕ те хитрипех упранаççĕ. Шкула кайичченех ÿкерме пуçланă эпĕ. Карай ялĕнче ĕлĕк чиркÿ пулнă. Шел, çĕмĕрнĕ ăна. Унти япаласене салатнă. Пирĕн ампарта Мăнкунра кăлармалли тупăк ларатчĕ. Унта тырă тултарнăччĕ. Тулă çине апай /аннене пирĕн тăрăхра çапла калаççĕ/ çăмарта хурса пыратчĕ. Эпĕ вĕсене пăхса выртаттăм. Çавсем ачасем пекех туйăнатчĕç. Хайхи кăранташ илтĕм те куçне, тути-сăмсине ÿкертĕм. Пĕрисем макăраççĕ, теприсем йăл кулаççĕ, виççĕмĕшĕсем тĕлĕнеççĕ. Апай чăх йăвисенчен çăмарта пухса ампара кĕнĕ те… хăйне тупăкран такамсем тинкернине курса хăраса кайнă. Саппунпа чĕркенĕ çăмартасене пăрахсах ампартан тухса тарнă. «Художник пулать пуль», — тенĕ вăл ун чухне. Пичче Георгий те лайăх ÿкернĕ. Анчах ятарлă пĕлÿ илмен. Трак шкулне пĕтерсен парти чĕннипе чукун çул тума класĕпех Коми тăрăхне тухса кайнă. «Пирĕн класра художник пулакан пĕр ача пур. Вăл — Коля Егоров», — тенĕччĕ кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне Мария Скворцова учительница. Мария Спиридоновна хăй те хитре ÿкеретчĕ. Унăн ачисем ÿнер училищинче, педуниверситетăн ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ», — калаçăва сыпăнтарчĕ Николай Григорьевич.
Мусим мечечĕ чапа кăларнă
Николай Егоров Карайри шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти ÿнер училищине çул тытнă. Анчах кая юлнă, вĕренме кĕмелли экзаменсем вĕçленнĕ. Мал ĕмĕтлĕ каччă пуç усман — Сĕнтĕрвăрринчи 11-мĕш училищĕне столяра вĕренме кĕнĕ. «Вĕренни нихăçан та сая каймасть, ку специальноçа илни пурнăçра кирлĕ пулчĕ. Картинăсем валли рамăсене хамах ăсталатăп, дачăри çурт маччине, алăкĕсемпе чÿречисене хамах турăм. Диплом илсе пичче Георгий патне Коми Республикине чукун çул тума тухса кайрăм. Мана çамрăк пулнăран хĕрарăмсен бригадинче ĕçлеме çирĕплетрĕç. Вĕсен бригадирĕ Николай Чепурных питĕ ăслă çынччĕ. Эпĕ каннă вăхăтра ÿкерсе лараттăм. «Итле-ха, Коля, чукун çул тума пурте пултараççĕ. Сан пек ÿкерекен урăх çук. Санăн ÿнер училищине кĕме тăрăшмалла», — терĕ çирĕппĕн. Чукун çул çинче пĕр çул ĕçленĕ хыççăн Шупашкарти ÿнер училищине вĕренме кĕтĕм. Ун чухне конкурс питĕ пысăкчĕ: 1 вырăна 7-8 çынччĕ. Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн салтака илсе кайрĕç. Художник пулнине пĕлсен çарта салтаксен клубĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме шанчĕç. Хĕсметрен таврăнсан ÿнер училищине салтак тумĕпех кайрăм. Диплом илсен направленипе Сахалина ячĕç. Ун чухне эпĕ авланнăччĕ ĕнтĕ. Рязань хĕрĕпе Раиса Александровнăпа Шупашкарта паллашса çемье çавăрнăччĕ, пĕрлех тухса кайрăмăр. Томари хулинчи клубра художникре ĕçлерĕм. «Ку санăн вырăн мар. Санăн Мускаври Суриков ячĕллĕ института вĕренме кĕмелле», — тенĕччĕ пĕррехинче Раççейĕн тĕп хулинчен килнĕ художник. Хамăн ĕçсене пуçтартăм та Мускава кайма тухрăм. Çулăм Владивосток урлă выртрĕ. Ун чухне Владивосток хупă хулаччĕ. Билет сутмаççĕ. Мĕн тумалла? Владивостокри искусствăсен ин-ститутĕнче пĕлĕве ÿстерме тиврĕ. КПСС членĕ пулнă май вĕренсе пĕтерсен Семипалатинскри педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне ĕçлеме ячĕç. Каярахпа çав хулари ÿнер мастерскойĕнче художник-оформительте вăй хутăм», — иртнине куç умне кăларчĕ сăрă ăсти.
Вун ултă çул пурăннă вăл Казахстанра. Унти художниксем йĕркелекен выставкăсене, пленэрсене хутшăннă. Лайăх ÿкерекенсене пуçтарса Тобольска, Самарканда çитнĕ. Егоровсен Сахалинта — Алексей, Семипалатинскра Сергейпе Григорий çуралнă. «Пĕррехинче Мусим мечетне ÿкерме тытăннăччĕ. «Неверный, мĕн тăватăн эсĕ?» — терĕ ман пата пынă имам. «Ÿкеретĕп», — терĕм ним пулман пекех. «Мĕншĕн ÿкеретĕн? Эсĕ мăсăльмансен мечетне ÿкерни тĕрĕс мар», — хирĕçлерĕ хайхи. Эпĕ ăна мечет историн хăйне евĕр палăкĕ шутланни пирки каласа ăнлантартăм. «Эсĕ ырă ĕç тăватăн. Ĕç сана ăнăçу илсе килтĕр», — терĕ те вăл хăйĕн çулĕпе кайрĕ. Казахсен паллă поэчĕ Асет Найманбаев ячĕпе ун чухне конкурс ирттеретчĕç. Юлташăм, Рашид ятлă казах, манăн «Мусим мечечĕ» ĕçе хамран ыйтмасăрах çав конкурса тăратнă. Шутламан-туман çĕртен унта пĕрремĕш преми лауреачĕ пулса тăтăм. Ĕçĕме музей валли илчĕç, уншăн 8000 тенкĕ пачĕç. Конкурсра çĕнтернĕшĕн — 2 пин тенкĕ. Пĕрле ĕçленĕ юлташсем чĕннипе Омск хулине кайса килтĕм. Ун чухне Семипалатинска та çитрĕм, Абай Кунанбаевăн асăну комплексне кĕрсе куртăм. Унти музейри хамăн «Мусим мечетне» кĕрсе пăхрăм. Ĕçĕм чи курăмлă вырăнта, Абай палăкĕпе юнашар вырăн тупнине курсан савăнтăм. Эпĕ Асет Найманбаев ячĕллĕ конкурсăн пĕрремĕш лауреачĕ пулнине пĕлсен вĕсем журналистсене чĕнчĕç… Самана улшăнсан Казахстанра пурăнма йывăрланчĕ. «Рязань — вырăссене, Хусан — тутарсене. Казахсем, вырăссенчен çурт ан туянăр, вĕсем пĕрех пире юлаççĕ», — тетчĕç ун чухне казахсем. 1994 çулта Шупашкара таврăнтăмăр. Хваттере, дачăна, гаража сутаймарăмăр, çаплипех пăрахса хăвартăмăр», — аса илчĕ ăста.
Казахстанра Чăвашри пек вырăнсене шыранă
Шупашкар чăваш арне ăш пиллĕн йышăннă. Николай Егоров ÿнер училищине ĕçлеме вырнаçнă. Кĕçех ăна мастерской панă. Каярахпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситета аслă преподавательте ĕçлеме куçнă. Николай Григорьевичăн пуçарăвĕпе аслă шкулта ÿнер вĕрентекенĕсемпе пĕрлех профессионал художниксене те хатĕрлеме пуçланă, живопиç уйрăмне уçнă. Николай Егоров живо-пиç кафедрине вунă çул ытла ертсе пынă. Сăрă ăстин пейзажĕсенче çынна сайра хутра кăна куратăн, вĕсенче тĕп герой — çут çанталăк. Уй-хир, улăх-çаран, вăрман хĕррисемпе ял укăлчисем хăйсене май, çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтне пăхăнса кăна, шăппăн пурăнаççĕ. «Çынна кĕртсен çут çанталăка туллин кăтартаймастăн, çухалать вăл. «Тăван çĕршывшăн тунсăхлани» картинăна Семипалатинскра ÿкернĕччĕ. Казахсен живопиçĕ урăхларах. Эпĕ унта пурăннă чухне хамăр патри пек вырăнсене шыраттăм. Ĕçĕмсенче кĕркуннепе çуркунне ытларах хуçаланаççĕ. Хĕлле те пур. Хĕвел тухать, кунĕпе çÿрет, анать… Эпир пурте хĕвел айĕнче пурăнатпăр. Тĕнчене никам та улăштараймасть. Пĕтерекенни — çын. Çавăнпа эпĕ тĕнчене, çут çанталăка ÿкересшĕн. Тĕрĕссипе, картинăсен шучĕ çук. Вĕсем маншăн пурте хаклă. Вĕсенче — юрату, кăмăл килни. Мĕнле кăмăл-ламăн: манăн пурнăç-çке вĕсем. Ăçта, мĕнле ÿкернине пурне те астăватăп», — чунне уçрĕ ентешĕм.

(Николай ЕГОРОВ: Кирек мĕнле хулана çитсен те чиркĕве кĕретĕп)

* Анна туслă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Тимофей Дмитриевич ăслă та пултаруллă çын пулнă, колхоз, ял канашĕн председателĕнче, агрономра ĕçленĕ. Амăшĕ Иустиния Алексеевна колхозра вăй хунă. Манзуркинсем ачисене те çамрăклах ĕçлеме хăнăхтарнă.
Пĕрре курсах юратрăм-ши?
Аня 10-мĕш класра вĕреннĕ чухне вĕсен ялне Вера Архиповнăпа пĕрле яштака пÿллĕ, кăтра çÿçлĕ каччă килнĕччĕ. Хĕр Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Каччи çак шкултах рисовани тата черчени вĕрентекен Сергей Ежергин пулнă. Каччă хĕр чĕрине тÿрех тыткăнларĕ. Вĕсем волейболла вылярĕç, пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхрĕç. Çак юрату Анна Тимофеевнăна пурнăç тăршшĕпех ăшăтса, вăй-хал парса тăчĕ.
…«Сире комсомол обкомĕнче ĕçлеме сĕнетпĕр», — терĕç чипер хĕре институт пĕтернĕ çамрăксене ĕçлеме кайма направлени паракан комисси членĕсем. Хĕр пĕрчи пĕр вăхăт шухăша кайрĕ. Акă унăн умĕнче Сергей тăрать. Юратакан чун-чĕре ун патнеллех туртăнать. «Апла суйла», — тет хăйне пике. «Çук, Шупашкарта юлмастăп. Мана Комсомольски районĕнчи Аслă Чурачăк вăтам шкулне ĕçлеме ярăр», — терĕ хĕр. Комисси членĕсем тĕлĕнчĕç. Ара, чылай çамрăк хулана юлма ĕмĕтленет-çке. Ку вара яла талпăнать. «Юрать, сирĕн ыйтăвăра тивĕçтеретпĕр», — комисси членĕсем хĕре направлени тыттарчĕç.
Акă çĕнĕ вĕренÿ çулĕ те пуçланчĕ. Çамрăк специалиста шкулта лайăх кĕтсе илчĕç. «Сире комсомол организацине ертсе пыма шанатпăр. Унсăр пуçне 9-мĕш классен ертÿçи пулатăр», — сăмахларĕ çамрăкпа вĕрентÿ пайĕн ертÿçи. Анна Акчурина патĕнче хваттер те тупса пачĕç.
Ачасен çывăх тусĕ
Анна Тимофеевна ертсе пыракан класс ачисем хăйсен вĕрентекенне çав тери хисеплерĕç, юратрĕç, нумай енĕпе унран тĕслĕх илчĕç. Класс сехечĕсенче вăл вĕсене вырăс художникĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаратчĕ. Ялти библиотекăра литература çукпа пĕрехчĕ. Вăл амăшĕн Мускавра пурăнакан йăмăкĕнчен пулăшу ыйтрĕ. Тăванĕ çамрăка пуян материалпа тивĕçтерчĕ.
«Тепĕр вĕренÿ çулĕнче ачасен ыйтăвĕсене шута илсе вырăс композиторĕсем çинчен каласа кăтартрăм», — каласа парать вĕрентекен. Ку енĕпе ăна ялти библиотекарь Антонина Владимирова пулăшнă. Тăванĕсем Мускавран грампластинкăсем ярса панă.
Анна Тимофеевна класĕнчи ачасем «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренетчĕç. Вĕсем пур енĕпе те тĕслĕхчĕ. Зинаида Чернова хитре ÿкеретчĕ. Геннадий Уткин, Валентина Уральская спектакльсенче артистсенчен кая мар вылятчĕç. Николай Тумаланов, Вера Бежерова, Люция Филиппова, Анна Андреева, Валя Антонова концертсем йĕркелетчĕç. Çак ĕçе ытти класра вĕренекенсене те явăçтаратчĕç, çывăхри ялсенче пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтаратчĕç. «Пысăк тăхтавсен вăхăтĕнче эпир шкулти залра ташăсем вĕренеттĕмĕр, диспутсем, викторинăсем, конкурссем ирттереттĕмĕр. Шкулта пурнăç вĕресе тăратчĕ», — малалла калаçать Анна Ежергина.
Унăн класĕнчи 15 çамрăкран вун пĕрĕшĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсен хушшинче доцент та, профессор та пур. Вăл — Николай Тумаланов.
Ăçта-ши эс, савниçĕм?
Шкултан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисен каçне ирттереççĕ. Учительсем «Горе кудлатое» спектакль лартрĕç. Унта Анна Тимофеевна та вылярĕ. Вăл хăй çине такам куç илмесĕр пăхнине туйрĕ. Сергей иккен. Ÿт-пĕвĕ тăрăх пĕрре сивĕ, тепре ăшă чупса кайрĕ.
Тĕлпулу каçĕнче Тури Тимĕрчкасси каччи Сергей Ежергин хĕре ташлама чĕнчĕ. Мĕн çинчен кăна калаçмарĕç пулĕ вĕсем? Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин патне туртăнчĕç. Ун чухне Сергей Шурутри вăтам шкулта директор çумĕнче ĕçлетчĕ. Çак кунран пуçласа çамрăксем тăтăшах тĕл пулма пуçларĕç.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Ежергинсен килĕнче туй кĕрлерĕ. Праски аппа пĕртен-пĕр ывăлне авлантарчĕ. Сергея пĕччен пăхса ÿстерчĕ вăл. Çамрăк тăрăшса вĕренчĕ. Художник пекех хитре ÿкеретчĕ. Аттестат илсен Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн директорĕ Ю.Сокольников пултаруллăскере ачасене рисовани, черчени вĕрентме шанчĕ. «Куçăн мар майпа институтра вĕренĕн», — терĕ. Сергей Васильевич часах Чăваш патшалăх педагогика институтне пĕтерчĕ. Çамрăксем пĕр çемьепе пурăнма пуçларĕç. Иккĕшĕ те Хирти Явăшри шкулта ĕçлерĕç. С.Ежергин биологи, хими вĕрентрĕ, шкул коллективне ертсе пычĕ.
Çемье хушăнчĕ. Малтан Рина, кайран Вадим çут тĕнчене килчĕç, ашшĕпе амăшне нумай савăнăç парнелерĕç. 1970 çулта Ежергинсем Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулне куçрĕç. Кунта та тăрăшса ĕçлерĕç. Çав вăхăтрах Анна Тимофеевна ялти хĕрарăмсен канашне ертсе пычĕ. Мĕнле кăна мероприяти ирттерместчĕç пулĕ вĕсем? Вĕрентекен колхоз ертÿçисене те, культура ĕçченĕсене те, хĕрарăмсене те çак ĕçсене явăçтарнă. А.Ежергина агитаципе пропаганда ĕçне те хастар хутшăннă, куçăн мар майпа марксизм-ленинизм институтĕнче вĕреннĕ.
Çак ĕçсене йĕркелеме ăçтан вăхăчĕ, вăй-халĕ çитнĕ пулĕ унăн? Уроксене хатĕрленмелле, кил-çуртра ĕçлемелле, ачисене пăхмалла. Юрату мĕн пур йывăрлăха çĕнтернĕ. Паллах, хунямăшĕ те нумай пулăшнă.

(Яла яма направлени ыйтса илнĕ)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.