Комментари хушас

23 Авăн, 2019

Культура еткерлĕхĕн объекчĕсене упраса хăварассине сÿтсе яврĕç

Паян Врачсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ЧР Патшалăх Канашĕн вырăна тухса йĕркелекен ларăвĕ иртрĕ. Сÿтсе явнă ыйту — культура еткерлĕхĕн объекчĕсене упраса хăварас тĕлĕшпе патшалăх политикине пурнăçа кĕртесси çинчен.

Депутатсем, журналистсем, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Вячеслав Рафинов ертсе пынипе, ун умĕн Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче /К.Иванов урамĕнчи 4-мĕш çурт/ ирттерекен юсав мĕнле пынипе паллашрĕç. Хăй вăхăтĕнче Ефремов купсасен çуртĕнче музейĕн вырăс тата чикĕ леш енчи искусствисемпе паллашма пулатчĕ. Юсав хыççăн музей куракансене каллех йышăнма пуçлĕ.

Врачсен пĕлĕвне ÿстерекен çуртăн шăпи те питĕ кăсăклă. Вăл та культура еткерлĕхĕ шутланать.

Ларăва ЧР Патшалăх Канашĕн комитет председателĕ Вячеслав Рафинов уçрĕ. ЧР культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова, ЧР Культура министерстви çумĕнчи Культура еткерлĕхне упраса хăварас енĕпе ĕçлекен центр директорĕ Александр Ипатьев асăннă ыйтупа республикăра мĕн ĕçленине пĕлтерчĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: