Комментари хушас

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй алă пусма хатĕрленекен указ çинчен каланинчен пуçларĕ. Вăл — çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен. «Кашни çемьене, республикăра пурăнакан кашни çынна пырса тивет…» — çывăх кунсенче «пиçсе çитмелли» документăн пысăк пĕлтерĕшне палăртса каларĕ Михаил Васильевич.

Паянхи кун тĕлне сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен 60% юсаса çĕнетнĕ, анчах 40% - юхăннă. Вĕсене тĕпрен юсама, çĕнетме 1 миллиард тенкĕ кирлĕ. Çак укçана тупса кивелнĕ сиплев учрежденийĕсене пилĕк çулта çĕнетмелле, юсамалла. Тата тепĕр миллиард — шкулсем валли. Республикăра вĕсен çурри — кивĕ. Çавăн пекех шкулсене çĕнĕ сĕтел-пуканпа, оборудованипе тивĕçтерме — тата 200 миллион тенкĕ.

Культура сфери çине те алă сулман. Юлашки çулсенче ку енĕпе чылай ĕç тунă пулин те нумай культура учрежденийĕ юхăннă, вĕсен тивĕçлĕ оборудовани те çук. Вĕсене çĕнĕ шая çĕклеме — 500 миллион тенкĕ. Çавăн пекех спорт площадкисене тирпейлемелле, реконстукцилесе хăтлăлатмалла — çитес çулсенче 30-тан кая мар площадка-стадион çĕнелсе улшăнĕ.

Пиллĕкмĕш пункт — халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси. Республикăра ĕçмелли шыв çăл куçĕсен шучĕ 1341-пе танлашать. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, вĕсенчен 700-ĕшне юсав кирлĕ. Çуллахи шăрăхра ялсем шывсăр ларнă тĕслĕхсем те пулман мар — шыв башнисен пĕр пайне улăштамалла. Çакăн валли 200 миллион тенкĕ кирлĕ. Муниципалитетсен хăйсен укçи çук. Республика бюджетĕнчен уйăрма тивет.

Çакă пĕтĕмпех указ проектĕнче сăнланнă. ЧР Пуçлăхĕ документа хатĕрлеме хутшăнакан министерствăсене пĕтĕмпех «çиччĕ виçмелли» пирки асăрхаттарчĕ, указа çывăх вăхăтрах алă пусассине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ. Progorodch/album сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: