Комментари хушас

19 Авăн, 2019

Калуга облаçĕнче шÿрпе пĕçерĕç

Чăваш Республикин делегацийĕ Калуга облаçĕнчи «Çăкăр, эсĕ — тĕнче» форума хутшăнать.

Унта çăкăр завочĕсемпе общество апатланăвĕн предприятийĕсем харпăр производствипе паллашатараççĕ. Экспозицие пахча çимĕçпе улма-çырла композицийĕсем илемлетеççĕ. Чăваш наци музейĕ «Аваллăх страницисем» сăн ÿкерчĕксен куравĕ йĕркеленĕ. Ретро сăн ÿкерчĕксенче — наци тумĕсемпе, кашни кун усă куракан хатĕрсем, йывăç калак… Çавăн пекех ăсталăх класĕсем ирттерме палăртнă: кăвайт çинче шÿрпе пĕçерĕç.

Мероприятие хутшăнакансене Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» ушкăн хавхалантарать. Вăтам, пĕчĕк тата пысăк бизнесăн форумне çĕршывăмăр 70 субъектĕнчен, 50 ытла ют çĕршывран хутшăнаççĕ. Форумпа килĕшÿллĕн пекарьсмепе кондитерсен Пĕтĕм тĕнчери пĕрлешĕвĕн конгресĕ иртĕ.

Рубрика: 
Теги: