Комментари хушас

17 Авăн, 2019

Пичет çуртĕнче — пулас журналистсем

Паян «Хыпар» Издательство çуртĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультечĕн 1-мĕш курс студенчĕсем пулчĕç.

Журналистика кафедрин ертÿçи Анатолий Данилов çамрăксене Пичет çурчĕпе, «Хыпар» ИÇ кăларăмĕсемпе, ĕçченĕсемпе паллаштарчĕ. Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов çамрăксене журналист специальноçне суйланăшăн саламларĕ, вĕсен статйисене хаçатра курас шанчăка палăртрĕ. Ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Елена Атаманова «Самант» журнал çинче чарăнса тăчĕ. Студентсем ку кăларăмпа кăсăкланмаллах. «Çулçÿрев» рубрикăна кашниех çырма пултарать.

«Çамрăксен хаçачĕн» ĕçченĕсем Ольга Калитовăпа Нина Царыгина яшсемпе хĕрсене кăларăмăн рубрикисемпе паллаштарчĕç. Кĕçнерникунсерен университета «Çамрăксен хаçачĕн» 300 экземплярне илсе çитереççĕ. Анатолий Порфирьевич каланă тăрăх, хаçат вĕри кукăль пекех хăвăрт саланать. Корреспондентсем кăларăма электрон мелпе те çырăнса илме май пуррине пĕлтерчĕç. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат коррепонденчĕ Ирина Иванова Анатолий Порфирьевич патĕнче вĕреннине аса илчĕ. Вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер журналистикăра çулне тупнă.

Нина Царыгина калашле, алăкран кĕртмесен журналистăн чÿречерен кĕмелле. Пухăннă яшсемпе хĕрсем шăп лармарĕç. «Роман çырма е ытти писательсен хайлавĕсене вулама кăсăклăрах?» «Професси улăштарас шухăш çуралман-и?» — янăрарĕç ыйтусем.

Унтан студентсене зачет кĕнекисем валеçрĕç. Яшсемпе хĕрсене вĕренÿре ăнăçу сунатпăр, редакцире ялан кĕтетпĕр.

Рубрика: