Çĕр улми анисем пушанман-ха
Паянхи канашлăвăн тĕп ыйтăвĕ — ĕççи.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, уй-хирти ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ пулин те — тар тăкмалăх пур-ха. Çанталăк вара пăсăлчĕ — тăм ÿкесси пирки те калаççĕ. Тунтикун тĕлне вырмалли 268 пин гектартан 262 пин гектар /98%/ çинчи тырра пухса кĕртнĕ. Пÿлмесене 692 пин тонна тĕш тырă кĕнĕ. Ку планпа палăртнинчен /616 пин тонна/ чылай ытларах. Кашни гектартан вăтамран 26,5 центнер тырă çапса илнĕ /пĕлтĕрхи кăтарту — 23,5 центнер/. Тĕш тыррăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче Елчĕксен /67 пин тонна/, Вăрнарсен /47,7 пин/, Канашсен, Çĕрпÿсен тата Патăрьелсен тÿпи уйрăмах курăмлă. Вăрнар, Елчĕк тата Йĕпреç районĕсенчи хуçалăхсенче тухăç та пысăк — кашни гектартан вăтамаран 30 центнер ытла тырă пухса кĕртнĕ.
Чăвашхлебопродукт тата Апат-çимĕç фончĕ 64 пин тонна тĕш тырă туяннă. Çак виçен 40% — хамăрăн, республикăра çитĕнтерни. Министр Чăваш Енре туса илекен продукци пахалăхĕ çуллен лайăхланса пынине кăмăллăн палăртрĕ. Çапах Михаил Игнатьев «кăмăлсăрри» тавра та сăмах пуçарчĕ. Асăннă тытăмсем республика тулашĕнчен кÿрекен тырăшăн аванс шучĕпе те тÿлеççĕ, хамăрăн хуçалăхсемпе вара кайран тин татăлаççĕ текен сас-хура пур. Регион ертÿçи çакна тĕрĕслеме хушрĕ, ку тÿрре тухрĕ тĕк айăплă çынсене явап тыттармалли пирки асăрхаттарчĕ.
Çĕр улми тухăçĕ те лайăх, хальлĕхе ăна 64 пин тонна пухса кĕртнĕ /план — 170 пин тонна/ — кăлармалли тата нумай-ха. Кĕрхи культурăсене 105 пин гектар акса хăварма палăртнă — 92 пин гектар акнă. Выльăх апатне кашни условнăй выльăх пуçне 22,3 центнер хатĕрленĕ.
Михаил Игнатьев хаксен ыйтăвне те çĕклерĕ — аграрисем çĕр улми хакĕпе кăмăлсăр. Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, тырă хакĕ лайăх — 3-мĕш класлă тулăшăн килограмшăн 10 тенкĕ тÿлеççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» тĕлĕшпе вара, чăнах та, хресченĕн тарăхма сăлтав пур. Халăхран килограмне 3-4 тенкĕпе кăна пухаççĕ. Мĕн тума пулать? ЧР Пуçлăхĕн çак ыйтăвне хуравланă май Сергей Геннадьевич пĕртен-пĕр меслет кăна курнине палăртрĕ: çĕр улми çитĕнтерекенсен кооперациленмелле. Ку енĕпе пĕр кооператив йĕркелеме пуçланă — вăл хамăрăн çĕр улмине федераци шайĕнчи сут-илÿ сечĕсене кăларас енĕпе ĕçлеме пуçламалла.