Комментари хушас

12 Авăн, 2019

«Çамрăксен хаçачĕ» 36 (6282) № 12.09.2019

*45-мĕш Тĕнче чемпионачĕн волонтерĕсем иртнĕ эрнере Шупашкарти Çамрăксен пуçарăвĕсен центрĕнче ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн заместителĕпе Алексей Гурьевпа тата журналистсемпе тĕл пулчĕç. Хастарлăха мала хураканскерсен каласа кăтартмалли сахал марри калаçу пуçламăшĕнчех сисĕнчĕ. Çамрăк профессионалсен ăмăртăвĕ валли волонтерсене 2017 çултах суйлама тытăннă. Сумлă мероприятин пĕр пайĕ пулса тăмашкăн 1500 çын кăмăл тунă, 25-ĕшĕ çеç вара унта хутшăнма тивĕç пулнă. Кама епле ăнăçнă ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри пресс-атташе пек ĕçленĕ, 63 çĕршывран килсе çитнĕ хăнасене кĕтсе илнĕ, кирлĕ тĕле çитме пулăшнă, теприсем тупăшакансемпе пĕрлех вăй хунă. Волонтерсен делегацийĕн ертÿçи Арина Максимова ăнлантарнă тăрăх, чемпионат волонтерĕсене чи малтан акăлчан чĕлхи пĕлĕвĕн шайне кура илнĕ. Командăпа ĕçлеме пĕлни те пĕлтерĕшлĕ вырăнта. 18 çултан аслăраххисене çеç йышăннă. Чăваш хастарĕсен ушкăнне тутарсен тĕп хулинче кăмăллăн кĕтсе илсе «Универсиада ялĕнчи» общежитисенчи пÿлĕмсене вырнаçтарнă. «Волонтер» тесе çырнă хĕрлĕ-сăрă тĕслĕ, WorldSkills паллиллĕ толстовка валеçнĕ. Волонтерсене аякранах палланă ăмăрту хăнисем.

Çавăн пекех çумăрпа йĕпенесрен пĕркенмелли хатĕр те панă, анчах çумăрлă кун унран усси сахал пулнă-мĕн. «Çавах йĕпентĕмĕр, — терĕ чемпионата хутшăнмашкăн заявка чи малтан çырнисенчен пĕри Савва Савинов. — 2017 çулта тĕнче шайĕнчи мероприяти пирки пĕлсенех унта ĕçлемешкĕн кăмăл çуралчĕ. Çамрăксен пуçарăвĕсен центрне чĕнсе илчĕç — эпĕ ют чĕлхесен факультетĕнче вĕренни вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Мана ытти волонтера суйлама пулăшма шанчĕç. Кăрлач уйăхĕнче чемпионата хатĕрленмешкĕн Хусана тухса кайма тиврĕ. Ăмăртăва хутшăнакан кашни çĕршывран икшер делегат килнĕччĕ, ĕç лапамĕсем ăçтарах вырнаçнине, апатлану йĕрки еплерех пулассине, об±екта тĕрĕслерĕç. Эпĕ пресс-атташе тивĕçĕсене пурнăçларăм. Çак çын мероприятие йĕркелекенсемпе делегацисен çыхăнăвне йĕркелет. Хусанти волонтер юхăмĕпе паллашма май пулчĕ, ку енĕпе унта питĕ тимлеççĕ. Пулăшма, ăнлантарма хатĕр çынсене курма питĕ хавасчĕ. Пуш уйăхĕнче Арина Максимовăпа ятарлă тренинга хутшăнтăмăр. Чемпионатра «Строительство» лапамĕнче ĕçлерĕм. «Унта кичем пулатех», — шухăшларăм тÿрех. Йăнăшрăм иккен. Çак компетенцире çамрăк бразилец та ăмăртрĕ. Вăл акăлчанла пĕлменни ура хучĕ, эксперт пулăшнипе кăна хутшăнайрăм. Ĕçлемешкĕн питĕ хăтлă, кăмăллă. Пĕрремĕш кун асра юлчĕ. Ют çĕршыв çамрăкĕсене тавралăхпа паллаштартăм. Ирландецсемпе лавккана кайрăмăр. Хайхискер шăккалат туянасшăнччĕ, хакне курчĕ те тĕлĕнчĕ — 75 тенкĕ! «Ку питĕ хаклă-çке! Мана Раççейре 1 евро 7 тенкĕпе танлашать тенĕччĕ...» — терĕ. Çавах виçĕ шăккалат туянчĕ», — каласа кăтартрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 3-мĕш курс студенчĕ. Паллах, ăмăртăва хутшăнакансемпе волонтерсене тÿлевсĕр пурăнтарнă, апатлантарнă. Чаплă ресторан пĕр ангара йышăннине куç умне кăларма та ансат мар.

(Пĕлтерĕшлĕ çын пек туйнă. Нина ЦАРЫГИНА)

* Хваттерти мĕн пур япала Максима аса илтерет. Амăшĕ теттесене, ача-пăча япалисене пуçтарса хума вăй çитереймест. Аса илÿсем ăна пĕлтĕрхи кĕркуннене илсе çитереççĕ. Юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче амăшĕ ывăлĕн сасси хăрăлтатма тытăннине асăрханă. Ача садĕнчен таврăннă Максимăн пырĕ шыçнă, ыратнă. Ашшĕпе амăшĕ ывăлне тÿрех больницăна илсе çитернĕ. Тухтăрсем диагноза çийĕнчех палăртнă — ларинготрахеит. Шупашкарти ача-пăча инфекци больницинче пилĕк кун сипленсен Максим сывалнă, киле таврăннă. Анчах тепĕр куннех унăн ÿт температури хăпарнă. Таня хăех иртсе кайĕ-ха тесе ларман, тухтăр патне васканă. Ачана тĕплĕ тĕрĕсленĕ хыççăн Максим больницăра тепĕр чир çаклатнине палăртнă. Анализсем те çакнах çирĕплетнĕ — юнри тромбоцитсен виçи ытла пĕчĕк пулнă. Сиплев курсне тăхтамасăр пуçланă. Кашни эрнере икĕ хут анализ илнĕ, юнри кăтартусене тĕрĕсленĕ. Максима сиплев пулăшман. Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче тухтăр сĕннипех Таня тĕп хуламăрти ача пăча медицина центрне çитнĕ. Унта та анализ панă. «Больницăран тухсан ĕçе кайрăм. Смена вĕçленсен çеç телефона çутрăм. Пăхатăп та — 13 шăнкăрав. Пурте — тухтăртан. «Халех ывăлăрпа больницăна килĕр. Максимăн — лейкоз», — терĕ. Эпĕ ку чир пирки пуçласа илтрĕм. Юн ракĕ пирки калаçу пынине пĕлсен хама алăра тытаймарăм. Аран-аран лăплансан киле васкарăм. Максим ним пулман пекех хаваслă чупса çÿрерĕ. Васкавлă медицина пулăшăвĕ чĕнтĕмĕр, республикăри ача-пăча клиника больницине çитрĕмĕр. Пĕр эрне выртсан: «Сирĕн лейкоз мар, тромбоцит сахаллипе çыхăннă чир», — терĕç. Савăннипе Максима ыталаса чуптурăм. Унăн лейкоз мар, эппин, хăвăртах сывалăпăр! Çав-çавах больницăран тухас умĕн пункци илчĕç», — аса илчĕ Татьяна. Раштав уйăхĕнче амăшĕ Максимпа иммунолог патне çитнĕ. Тухтăр сывлăха çирĕплетмешкĕн укол тума сĕннĕ. Татьяна сиплеве вăхăта тăсмасăр пуçланă. Ача организмĕ эмеле йышăнасшăн пулман — пуç çине çăпансем сиксе тухнă.

(Максима панă сăмаха тытаймарăм. Ольга КАЛИТОВА)

* Шкул ачисен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. 3 уйăх каннă хыççăн пĕлÿ гранитне «кăшлама» вăй пухăннă ахăртнех. Пĕрисем шкул пурнăçне хăнăхма пуçлаççĕ кăна-ха. Вĕсен йышĕнче Иван Архипов юрăçăн хĕрĕ Амелия. Хĕрача авăнăн 1-мĕшĕнче пуçласа пĕлÿ çурчĕн алăкне уçнă. Хĕрачана шкула ăсатма çемйипех кайнă. «Паянтан туслă çемьепе пĕрле вĕренме тытăнăпăр», — çырнă юрăç мăшăрĕпе, икĕ ачипе тунă сăн ÿкерчĕк айне. Сăмах май, Архиповсен аслă ывăлĕ Аристарх кăçал 2-мĕш класа куçнă. Амелийăна пĕлтерĕшлĕ кунпа ашшĕн соцсетьри страницинче саламлакансем йышлă пулнă. Вĕренÿре «5»-пе вĕренме ăнăçу сунаççĕ. «Тăван радиона» итлекенсем Алена Арсентьевăна çухатрĕç пуль. Ара, радио ярсан унăн сасси илтĕнмест. Тинех хаш! сывларĕç ахăртнех. Алена тупăннă! Вăл ăçта пулнă тетĕр-и? Краснодар крайĕнче хĕвел айĕнче хĕртĕннĕ. Пĕччен мар, ĕçтешĕсемпе Ольга Элимепе, унăн мăшăрĕпе Евгений Кузнецовпа, Снежанна Тимофеевăпа. «Канасси — ĕçлесси мар», — çапла çырнă «Туссем вăййа тухаççĕ», «Юрату çамрăка пăхмасть» тата ытти юрăпа итлекен юратăвне çĕнсе илнĕскер. Унпа килĕшекенсем те тупăннă, «Вăй пу-хăр нумайрах», — сĕннĕ илемлĕ шĕлепкепе, кĕпепе тинĕс хĕрринче хĕвел пек çиçсе тăракан Аленăна. Радио итлекенсемпе куракансене пултарулăхĕпе савăнтармашкăн кирлех вăл! Пĕрисем тинĕс хĕрринчен таврăннă пулсан теприсем унта çитнĕ çеç. Акă Андрей Думилин Турцире пулнă. Патăрьел районĕн каччи унта мăшăрĕпе Аленăпа вĕçнĕ. Вĕсенчен Ольга Семенова юрăçпа мăшăрĕ Сергей те юлман. «Канасси, чăн та, ĕçлесси мар. Кунта шăрăх, 38 градус ăшă. Хĕвеллĕ Чăваш Ене «вĕри» Турцирен салам яратăп. Эпир канма пуçларăмăр кăна-ха», — çырнă нумаях пулмасть ЮТВ телеканалăн премийĕнче «Çулталăк юрăçи» ята тивĕçнĕ артист. Думилинсемпе Семеновсем Аланийăри пĕр курорта суйланă. Ăшă бассейнра, тинĕсре чăмпăлтатаççĕ, пальмăсен айĕнче уçăлса çÿреççĕ. Сăн ÿкерчĕксемпе видеосене пăхсан унта питĕ шăрăххине ăнланатăн. Пирĕн валли те ăшă илсе килĕр-ха! Çумăрлă çуллапа йĕркеллĕ киленеймерĕм вĕт…

(Ермолаев чаплă машинипе пахча сÿреленĕ, Петрова хĕрне качча панă. Ириан КОШКИНА)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.