Прогноз хут çинче кăна ан юлтăр
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе паянхи ларура экономика аталанăвĕн министрĕ Павел Иванов республикăн 2035 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн вăрахлăх прогнозĕпе паллаштарчĕ.
Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçлас умĕн Михаил Игнатьев Федерацин монополипе кĕрешекен служби хатĕрленĕ пĕтĕмлетÿ пирки сăмах пуçарчĕ. Игорь Артемьев ертсе пыракан ведомство регионсенчи конкуренци политикине хаклакан шурă тата хура кĕнекесене тытса пыни паллă. Пысăк производствăсенчен тытăнса çын вилсен пытарассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем таранах — пĕтĕмпех конкурентлăха тивĕçтернин никĕсĕ çинче хаклаççĕ.
Михаил Васильевич 2016-2018 çулсенчи ĕç кăтартăвĕсемпе Чăваш Республики шурă кĕнекене кĕнине çирĕплетрĕ — кăмăллă хыпар. Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те пур — муниципалитетсен конкуренципе çыхăннă икĕ практики хура кĕнекене лекнĕ-мĕн. Пĕри нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсен капиталлă юсавĕпе çыхăннă, тепри — муниицпалитетсен харпăрлăхĕни çĕр лаптăкĕсемпе усă курассипе. Республика Пуçлăхĕ конкурентлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе регионта ăнăçлă ĕçленине палăртнипе пĕрлех хура кĕнекере шута илмелли самантсенчен сыхланмалли пирки асăрхаттарчĕ.