Комментари хушас

Ҫакӑн пек ятпа иртрӗ паян Ҫӗрпӳри культура ҫуртӗнче йӑлана кӗнӗ форум. Ӑна Раҫҫейри урӑлăх куна халалланӑ.

Ӑна шӑпах паян уявлаҫҫӗ. Мероприятие Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен союзӗпе пӗрле Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ. Форума Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн председателӗ Алевтина Федорова, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗ ҫумӗнчи попечительсен канашӗн ертӳҫи Лариса Игнатьева, Ҫӗрпӳ район пуҫлӑхӗ Татьяна Баранова, республикӑри тӗп нарколог Ирина Булыгина тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Мероприятире нумай ачаллӑ ҫемьен удостоверенийӗсене пачӗҫ, эрех-сӑра ӗҫни ҫемьесене, пурнӑҫа аркатни ҫинчен сӑмах пуҫарчӗҫ. Профилактика ӗҫне вӑйлатмиллине палӑртрӗҫ. Тӗплӗнрех "Хыпар" хаҫатӑн черетлӗ кӑларӑмӗнче вуласа пӗлме пулӗ.

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Исключить из Яндекс-Новостей: