Комментари хушас

2 Утă, 2014

Çыхăну çирĕпленет

Сĕнтĕрвăррисем часах Китай çыннисемпе çывăх туслашĕç. Çĕр ĕçченĕсем – пушшех те. Иртнĕ эрне вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Китай Халăх Республикин Сычуань провинцийĕн делегацийĕпе тĕл пулнă. Халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси çинчен калаçу пынă. Чăваш Республикине аталантаракан корпораци Китайри "Силин" импортпа экспорт корпорацийĕпе тунă килĕшÿ – туслăха çирĕплетекен тĕслĕхсенчен пĕри. Инвестици проекчĕпе республикăра агропромышленноç паркĕ йĕркеленет. Унпа килĕшÿллĕнех Сĕнтĕрвăрри районĕнче мăйракаллă шултра выльăха самăртакан ферма тата çĕнĕ йышши теплицăсем хута каймалла.

Çак проект Сĕнтĕрвăрри районĕнчи усă курман çĕр лаптăкĕсене тухăçлă "ĕçлеттерме" май парĕ. Кунти çĕр пулăхлăхĕ япăхраххине шута илсен выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарни те вырăнлă.

Китай Халăх Республикин делегацийĕпе иртнĕ тĕл пулăва çавăн пекех Чăваш правительствин ертÿçи Иван Моторин, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин хутшăннă. Республика ертÿçи ял хуçалăх çĕрĕсене 49 çула арендăна пама май килни çинчен пĕлтернипе пĕрле Китайри строительство компанийĕсене те патшалăх программисене хутшăнма чĕннĕ. Вĕсене коммерциллĕ çурт-йĕр тăвас ĕçе хутшăнтарма та хирĕç мар.

Сычуань провинцирен çитнĕ хăнасем суту-илÿпе экономикăра та, строительствăпа туризмра та Китай бизнесменĕсем чăвашсемпе пĕрле ĕçлеме хатĕррине палăртнă. Çывăх вăхăтра Китайран республикăна тепĕр ĕçлĕ ушкăн килсе çитесси çакна аван ĕнентерет.

Сĕнтĕрвăррисемпе килĕшÿ тунисĕр пуçне икĕ ен малашнехи тĕллевсене сÿтсе явнă. Тĕслĕхрен, малтанласа палăртнă инвестици проекчĕсемпе килĕшÿллĕн – Çĕрпÿ районĕнче пăрăхсем тăвакан завод çĕкленме, Кире лесничествинчи вăрман комбинатĕнче йывăçа пахалăхлă тирпейлекен цех уçăлма пултарать.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.