Тантăш № 35 (4653) 05.09.2019
(Летающие люди. Ирина ЧЕРНОВА)
* Карина нумай ачаллă çемьере ÿсет. Çиччĕн пĕртăван çитĕнеççĕ Евстафьевсем: 6 ывăл тата пĕр хĕр. Карина — çемьере 4-мĕш, аслăрах пиччĕшĕсемпе те, кĕçĕн шăллĕсемпе те туслă. Аслăраххисем йăмăкне вĕренÿре пулăшаççĕ. Кам та пулин кÿрентерме пăхтăр-ха — пиччĕшĕсем ăна хÿтĕлеççех. Çемьери пĕртен-пĕр хĕр — амăшĕшĕн пулăшакан та. Урай шăлмалла-и, тусан тасатмалла-и, чашăк-тирĕк çумалла-и — Карина турткаланса тăмасть. Маттур хĕрача выльăхсене пахчаран купăста çулçи тата выльăх кăшманĕ илсе кĕрсе пама та ÿркенмест. Шăллĕсене те асăрхасах тăрать. 6-ри Глеб, 4-ри Егор тата 9 уйăхри Захар аппăшне çав тери юратаççĕ. Амăшĕ кĕçĕннисене юмах вуласа пама ыйтсан Карина хирĕçлемест. Пĕчĕккисем пуринчен ытла «Çарăк», «Теремок» ятлисене кăмăллаççĕ, пĕрре вуланăскерсемпе татах паллаштарма ыйтаççĕ. Уйрăмах çитес çул шкула кайма хатĕрленекен Глеб кĕнекесемшĕн хавас. Карина уншăн чăн-чăн учитель вырăнне: пĕрле сас паллисем вĕренеççĕ, илемлĕ çырма хăнăхаççĕ.
(Шăллĕсене юмах вуласа çывăрттарать. Вера ШУМИЛОВА)