Комментари хушас

2 Утă, 2014

Пуçлăхсен аллинче çава вылярĕ

Муниципалитет пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕн кунĕ кăçал республикăра çиччĕмĕш хут иртнĕ. Уяв хăнисем Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнчи Чавал уçланкăра пуçтарăннă. Яланхиллех спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ, юрланă, ташланă, ĕçри пултарулăха кăтартнă.

Ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакан вăхăта пÿлĕмре çеç ларса ирттермест. Халăха çывăх пулас, ăна ăнланас тесен унпа пĕрле тан ĕçлемелле. Алла çава тытса утă çулнă чухне каярах юл-ха – тÿрех тăрăхланине илтĕн. Намăс курас мар тесе хăйсен уявĕнче пуçлăхсемпе специалистсем тĕрлĕ ăмăрту йĕркеленĕ. Йăлана кĕнĕ спортпа çыхăннисем çеç мар, утă çулассипе те, чи вăйлă пуçлăха тупса палăртассипе те. Шăпах çак енсем кăсăклă иртнĕ те.

Утă çулакансен конкурсĕнче Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхне Сергей Артамонова çитекенни пулман. Шупашкар район администрацине ертсе пыракан Георгий Егоров унран кăшт кăна юлнă. Николай Глухов (Патăрьел район администрацийĕ) хăйне уйăрса панă лаптăка виççĕмĕш çулса пĕтернĕ.

"Пăхаттир пуçлăх" ята Кăшавăш ял тăрăхне (Шупашкар районĕ) ертсе пыракан Сергей Мульдияров çĕнсе илнĕ. Патăрьел районĕнчи Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Самарин иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Етĕрне районĕнчи Иван Лапташкин та вăйлă пуçлăхсен шутне лекнĕ.

ГТО тытăмĕнчи спорт енĕсене ăнăçлă парăнтарса Хĕрлĕ Чутай команди пĕрремĕш вырăна тухнă. Элĕксемпе Етĕрнесем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă.

Темиçе сыпăклă эстафетăра (чупасси, сикесси, турник çинче туртăнасси тата ытти те) Вăрнарсем чи маттуррисем пулнă. Комсомольскисемпе Улатăрсем те хисеп картлашкине лекнĕ.

Мĕн пур çĕнтерÿçĕне медальпе, Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн грамотипе чысланă. Халăх тата политика пурнăçне хастар хутшăннисене – Елчĕк районĕнчи Светлана Ермаковăна, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Александр Кузнецова, Комсомольскинчи Юрий Лукиянова – "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Енри уйрăмĕн тав çырăвĕсемпе хавхалантарнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.