Çĕнĕ ача сачĕ уçăлчĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ.
Урмаел — районта социаллă пурнăçпа экономика тĕлĕшĕнчен çирĕп аталанакан пысăк ялсенчен пĕри. Демографи лару-тăрăвĕ çулсерен лайăхланать. Çакна «Лейсан» /«çуллахи тÿлек ăшă çумăр» тенине пĕлтерет/ ача сачĕ уçăлнă çĕре йышлă ачаллă çемьесем чылаййăн пыни те лайăх çирĕплетрĕ. Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин тытса пыракан политикăпа килĕшÿллĕн хулара, çавăн пекех ялта та хăтлă хутлăх туса хумаллине палăртрĕ. 2012 çултанпа Комсомольски районĕнче 3 ача сачĕ хута кайнă, республикăра — 44. «Лейсан» 110 вырăнлă, 6 ушкăна пĕрлештерет.
Республика Пуçлăхĕ район центрĕнче çĕкленнĕ çĕнĕ урампа, инженери инфратытăмĕ епле аталаннипе кăсăкланчĕ. «Урожай» колхозра уй-хир ĕçĕсем епле пынипе паллашрĕ. Шурут ялĕнче çĕкленекен /ăна кăçал хута яма палăртнă/ Культура çуртне çитсе курчĕ.
Елчĕк районĕнче «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăн «Елчĕк» филиалĕн теплицисенче çĕр улми вăрлăхне çĕнĕ технологипе туса илнипе паллашрĕ.