"Хыпар" 99 (27532)№ 03.09.2019
* Çанталăк та Шупашкарсемпе пĕрле савăннине пытармарĕ. Хĕвел йăл-йăл кулчĕ, çуллахи пек ăшă тăчĕ. Сăмах май, кăçал Пĕлÿ кунĕ вырсарникуна лекрĕ. Апла пулин те хăш-пĕр районсенчи шкулсенче уява çак кунах уявларĕç. Хăшĕсем вара çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнине ĕнер, авăнăн 2-мĕшĕнче, палăртрĕç. Республикăри шкулсенче пĕтĕмпе 138700 ача вĕренме пуçларĕ. Пĕлтĕр 137858 шăпăрлан пулнă. Çав шутран 15992 ача 1-мĕш класа çÿреме тытăннă. Пĕлтĕр пĕрремĕшсен йышĕнче 15695 ача пулнă. Техникумсемпе колледжсенче 26903 студент, аслă шкулсенче вара 32568 студент вĕренĕве пуçланă. Çакна та палăртмалла: 2019 çулта Чăваш Енре çавăн пекех Етĕрне хулинче, Патăрьел районĕнче, Шупашкарта 61-мĕш шкулăн 2-мĕш корпусĕ уçăлнă. Чăваш Республикинче 2020-2025 çулсенче 19 шкула юсаса çĕнетме палăртнă. Çавăн пекех 50 процент ытла юхăннă пĕлÿ çурчĕсене çĕнетес ĕç малалла пырать. 5 мĕш гимназин çĕнĕ çуртĕнче 1100 ача пĕлÿ илĕ. 300 ача парта хушшине пуçласа ларчĕ. Çĕнĕ шкул уçăлнă тата çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă линейкăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин пуçлăхĕ Евгений Кадышев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕ.
(Çĕнĕ шкул алăкне яриех уçрĕ. Роза ВЛАСОВА)
* Галина Иванова /хĕр чухнехи хушамачĕ Киселева/ Вăрнар районĕнчи Уравăшра çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкрен юрлама-ташлама ухатаскер ялти клуб сцени çинчен анман та тейĕн. Шкул пĕтерсен çавăнпа ăçта вĕренме каясси пирки пуçа ватма тивмен — Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă. Театр уйрăмне кĕрес тенĕ, анчах шăпах çав çул ăна хупнă-мĕн, хĕр вара хорпа дири жер уйрăмне суйласа илнĕ. Училищĕре диплом илнĕ хыççăн пикене Волгограда направлени панă, анчах Галина тăван районне таврăннă, Мăн Явăш клубне илемлĕх ертÿçине вырнаçнă. Мĕн тетĕр: икĕ çул ĕçленĕ хыççăн Волгоград облаçĕнчен çамрăк специалиста шыракан çыру илнĕ. Чăваш хĕрĕн палăртнă вырăна кайма тивнĕ. Хулапа юнашарти Орловка ялĕнче вырнаçнă алюмини заводĕнче ĕçлекен каччăсен вокалпа инструмент ансамбльне, вырăс фольклор коллективне йĕркелесе янă. Икĕ çула яхăн вăй хунă унта. Ашшĕ чирлесе ÿксен тăван хутлăха таврăннă, районти культура çуртĕнче çамрăксемпе ĕçлекен пайра инструктора вырнаçнă. Галина Васильевна хăйĕн пурнăçĕнчи пĕр тапхăрне — пилĕк çул — йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмра ирттернĕ, ытти пĕтĕмпех культурăпа çыхăннă. Пăртас каччипе Николай Ивановпа çемье çавăрнă. Халь çав саманта аса илсе çапла каларĕ: «Пăртас ялне яланах çаврăнса иртеттĕмĕр. Унти халăх усал тетчĕç. Халĕ маншăн унта пурăнакансем шутсăр лайăх, ырă туйăнаççĕ». Пăрттас кинĕ 1992 çулта ялти культура çуртне вырнаçнă, «Шур акăш» фольклор ушкăнĕ йĕркелесе янă. Коллектив темиçе çултан халăх ятне тивĕçнĕ. Ăçта кăна çитсе курман-ши коллектив? Вырăнти юрăсемпе республикăри кашни фестивале, конкурса хутшăннă.
(Чикансене чăвашла ташлаттарнă. Надежда СМИРНОВА)
* Куракансем ăна илĕртÿллĕ артист тата пултаруллă режиссер пек пĕлеççĕ. Шуршăл каччи 1972 çулта Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтĕнчи тĕнчипе паллă сцена ăстин Георгий Товстоногов кафедринчи питĕ пултаруллă Аркадий Кацман педагог патĕнче пĕлÿ илнĕ. Шупашкара таврăнсанах Валерий Яковлев ăна «Телейсĕрскерти» Гнат рольне шанса панă. Çапла пĕрремĕш спектакльтех унăн чаплă артистсемпе Вера Кузьминапа, Ефим Никитинпа, Николай Григорьевпа юнашар выляма тивнĕ. Çакăн хыççăн хĕрсем автограф илме пуçланă.
(Пĕрремĕш спектакльтех хĕрсене тыткăнланă. Надежда СМИРНОВА)