Комментари хушас

30 Çурла, 2019

«Хыпар» 97-98 (27530-27531) № 30.08.2019

«Макăрса ларнипе усал шыçăран сывалма çук». Çапла шухăшланă та Ирина вите стенине штукатурка тунă
«Сирĕн диагноз çирĕпленчĕ», — тенĕ ăна Республикăри онкологи диспансерĕн врачĕ. Йĕпреç районĕнче пурăнакан Ирина тухтăр мĕнле диагноз иккенне каламасан та ăнланнă: усал шыçă. Çак чир мĕншĕн тата ăçтан тупăннине ăнланмасăр пĕр эрне йĕнĕ 44 çулти хĕрарăм, унтан хăйне алла илнĕ. Хими, пайăрка (вырăсла: лучевая) терапийĕсен сакăр курсĕ витĕр тухнă, операци тÿссе ирттернĕ…
— Ку ĕç-пуç виçĕ çул каялла пулчĕ. 2016 çулхи çурла уйăхĕнче кăкăрта мăкăль асăрхарăм. Ыратмасан та, пачах канăçсăрлантармасан та специалистсемпе канашлама шут тытрăм. Çийĕнчех районти тухтăр патне кайрăм. Хаçат вулатпăр, телевизор куратпăр, радио итлетпĕр — чир-чĕр пирки тĕрлĕ хыпар илтетпĕр. Çавăнпах тем курасси пур тесе вырăнти тухтăртан тÿрех Шупашкарти онкологи диспансерне ямашкăн ыйтрăм. Анчах врач малтан анализсем памаллине, УЗИ тухмаллине пĕлтерчĕ. Йĕрки çапла. Çаксене туса вăхăта ирттериччен, иккĕленÿллĕ шухăшсемпе асапланиччен тепĕр кунхинех Канаша УЗИ тухма вĕçтертĕм. «Мана сирĕн шыçă килĕшмест. Онколог патне кайса пăхăр-ха», — сехĕрлентерчĕ узист. Ун чухне эрнекунччĕ. Тепĕр кунхине шăматкун иккенне пăхмасăр тĕп хулана ларса кайрăм.
Унта пункци, анализсем илчĕç. Тепĕр эрне пуçламăшĕнче пыма ыйтрĕç. Кăкăрăмра ахаль шыçă ÿсмен çав. «Сирĕн усал шыçă хăрушă йышши. Вăл виççĕмĕш тапхăра куçнă. Операцичченех хими терапине тăвăпăр», — лăпкăн кăна ăнлантарчĕ тухтăр. Пăлханса ÿкрĕм, çапах вилĕм пирки шухăшламарăм. 26 çулта чухне юн пăсăлнăччĕ, вăрах вăхăт сипленсен те унран сывалтăм. Çав тапхăра куç умне кăлартăм. Ку хутĕнче те йăлтах йĕркеллĕ пуласса шантăм. Йĕрсен-йĕрсен лăплантăм, тухтăрсен сĕнĕвĕсене пĕтĕмпех пурнăçласа пытăм. Диспансер психологĕсем — лайăх специалистсем, мана та нумай пулăшрĕç. Вĕсемпе тата пĕр шăпаллисемпе калаçсан-хутшăнсан чун уçăлать.
Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче хими терапийĕ витĕр тухрăм. Паллах, ку процедура хыççăн вăй çук, кăмăл пусăрăнчăк. Ăна-кăна пăхса тăмарăм — яла таврăнтăм та ĕне витин стенине штукатурка турăм. Ун хыççăн тепĕр çичĕ курс хими тата пайăрка терапийĕсем витĕр тухрăм. 2017 çулхи нарăс уйăхĕнче Шупашкарти диспансертах операци турĕç. Çичĕ сехете тăсăлнă вăл. Ун хыççăн та ĕçе тÿрех тухрăм.
Амăшне те лăплантарнă
Атте пырăн усал шыççине пула пурнăçран уйрăлчĕ. Амака вăхăтра асăрхайман çав эпир — чир шала кайнă. Аттене упраса хăвараймарăмăр. Çавăнпах манăн та усал шыçă иккенне пĕлсен аннене уйрăмах йывăр килчĕ. Пĕрмай пăшăрханатчĕ. Ăна та лăплантараттăм, йăлтах йĕркеллĕ пулассине калаттăм. «Çынсем те чирлеççĕ, сывалаççĕ вĕт», — теттĕм. Тĕслĕхсем илсе кăтартаттăм. Тăвансен хушшинчех пур ун пекки. Самарта пурăнакан виçĕ сыпăкри аппа виççĕмĕш тапхăрти пыр ракне парăнтарчĕ. 39 килограмм кăна юлнăччĕ хăй. Пĕрех чире çĕнтерчĕ. Унăн амăшĕ варăн усал шыççине /вырăсла: рак желудка/ пула вилнĕччĕ. Аппана тĕлĕк те тĕлленнĕ-ха. «Калама çук хитре çĕр çине ура ярса пусмалла пек. Пĕр утăм тăватăп та çав улăха куçатăп. Ăнсăртран шап-шурă сухаллă мучи тухрĕ те: «Ăçта васкатăн? Эсĕ халь пурăнакан çĕр çинчи ĕçÿсене те туса пĕтермен», — терĕ. Вăранса кайрăм», — каласа тĕлĕнтернĕччĕ тăванăм. Анчах, шел те, пур чухне те апла мар çав. Пĕрле выртнă 40 çулти хĕрарăм сывалса тухаймарĕ, пурнăçран уйрăлчĕ. Шăпи çапла çырнă- ши? Питĕ чиперччĕ хăй, çамрăк курăнатчĕ. Пирĕн иксĕмĕрĕн те пĕрешкел диагнозчĕ, шыçă тапхăрĕ те пĕр пекехчĕ. Вăл пĕрмай йĕретчĕ, татти-сыпписĕр пăшăрханатчĕ, чунне ыраттарса аса-планатчĕ…
Чиртен сываласси мĕнрен килет — пĕлместĕп, анчах тухтăрсем чир пирки шухăшламалла марри, часрах ĕçе тухмалли пирки асăрхаттараççĕ. Ялта пурăнатпăр, мăшăрпа выльăх-чĕрлĕх нумай усратпăр, ферма тытатпăр, тĕш тырă, нумай çул ÿсекен курăк пысăк лаптăк акса ÿстеретпĕр, пахча çимĕç туса илетпĕр. Макăрса лармалла мар, хими терапийĕсен хушшинче те выртса тăмарăм. Япăх шухăшсем пуçа пач кĕмеççĕ теме çук, вĕсене часрах сирме тăрăшатăп. Ялан ĕçлетпĕр, выльăхсем патне тухса чуна уçни те лайăх пулăшать, кăмăл кун пек чухне çĕкленет. Халь мана упăшка хĕрхенет-ха, хăй иртерех тăрать, мана улттăччен çывăратать…
«Макăрса ларнипе усал шыçăран сывалма çук»

(Авторĕ Татьяна ВАШУРКИНА, пурнăçлаканĕ Дмитрий МОИСЕЕВ)

* Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче çак пăтăрмах Шупашкар хулин Çĕнĕ кăнтăр районĕнчи пĕтĕм микрорайона шуйхатнăччĕ. Нумай хутлă çуртра пурăнакан çынсене те эвакуацилеме тивнĕ вĕт. Айăпли вара —
ĕçкĕпе минренĕ пĕр тăмсай.
Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн пресс- служби пĕлтернĕ тăрăх, 29 çулти арçын тĕлĕшпе УК 167 статйин 2-мĕш пайĕпе /ют пурлăха ятарласа чĕртсе ярса тĕп туни/ пуçарнă уголовлă ĕçе çак кунсенче тĕпчесе пĕтернĕ. Çав кун çамрăк çын ÿсĕр пулнă. «Шурă горячка» пулмаллах ĕçсе лартнă та — аташма пуçланă: хваттер алăкне сăрнă синтепона зажигалкăпа чĕртсе янă, чÿрече кантăкне çапса ватнă. Çакăн хыççăн хăй унтан тухса тарнă.
Кăтартăвĕ хурлăхлă: пушарта арçыннăн амăшĕн тата унпа пурăннă хĕрарăмăн пĕтĕм пурлăхĕ çунса кĕлленнĕ. Юрать-ха, çынсем сиенленмен, анчах çуртра пурăнакансене сых ятне эвакуаци-леме тивнĕ.
Экспертиза арçын хваттере чĕртсе янă чух хăй мĕн хăтланнине ăнланманнине çирĕплетнĕ — ĕçке пула психики пăсăлнă. Çавна май ăна психиатр патĕнче сипленме сĕннĕ.

(Ÿсĕр те питĕ хăрушă)

* Чăваш çамрăкĕсен «Сувар» пĕрлешĕвĕн элтеперĕ Олег Цыпленков ертсе пынă ушкăн 31-мĕш чун çÿреве кайса килчĕ.
Чи малтанах чун çÿревçĕсем Тикеш хулашне çитрĕç. Кунта Х ĕмĕрте пурăннă авалхи несĕлсен хули пулнă. Унтан ушкăнпа Патăрьел районĕнчи Çĕньяла çитсе Геннадий Айхин вил тăприйĕ çинче поэта асăнчĕç. Хыççăн чун çÿревçĕсем Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри Чăваш наци культура паркне çитсе курчĕç.
Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче каçхине Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчи чăвашсем пурăнакан Илем-Ту ялне çитрĕç. Вĕсене Çăрттанлă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Адякин, Пензăри Чăвашсен культура автономийĕн ертÿçи Денис Щербаков кĕтсе илчĕç. Ялта 539 çын пурăнать. Тĕлпулу культура çуртĕнче иртрĕ. Чи малтанах Олег Цыпленков çул çÿрев çинчен каласа кăтартрĕ, унтан 2017 çулта ÿкернĕ чăвашла фильма кăтартрĕ. Етĕрне районĕнчи Исампай культура çурчĕ çумĕнчи Альбина Краснова ертсе пыракан «Пилеш», Çĕнĕ Шупашкарти Николай Еривановăн «Сăрнай» тата «Шуракăш» пултарулăх ушкăнĕсем, Светлана Иванова, Роза Кольцова, Дима Куруленко флейтист хăйсен юрри-ташшипе пухăннисен кăмăлне çĕклерĕç. Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Юрий Чутай тата Светлана Березкина сăвăсем вуларĕç. Концерт хыççăн ял çыннисем хăнасене сĕтел хушшине лартрĕç.
Малалла такăр çул Ханакур хули еннелле выртрĕ. Олег Цыпленков тата «чунташсем» унта çурлан 2-мĕшĕнче çитрĕç. Эпир 2016 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче лартса хăварнă палăк халĕ те вырăнтах. Ун умне Тикешрен илсе килнĕ тăпрана хучĕç, йывăç çине парне ал шăлли çыхрĕç. Палăк умĕнче кăçал та сăвă, юрă янăрарĕ.
Асăну хăми çине: «Ку тăрăхра 7-мĕш ĕмĕрте Атăлçи пăлхар-чăвашĕсемпе Дунай пăлхарĕсен Аслă Пăлхар патшалăхĕн тĕп хули Фанагори пулнă», — тесе çырнине вуласан мăнаçлăх çуралать. Авалхи йăлапа чăваш тумĕ тăхăннă яшсемпе хĕрсем карталанса вăйă пуçларĕç. 9 çамрăк сăваплă вырăнта авалхи ята илме тивĕçлĕ пулчĕ.

(Фанагори хулинче: чуллă палăк умĕнче)

* Кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнира кăçал юпа уйăхĕн 18-20-мĕшĕсенче ирттерме йышăннă.
Çак ăмăртăва хатĕрленес ыйтупа Шупашкар хула администрацийĕнче канашлу иртрĕ. Ăна хула пуçлăхĕ, турнирăн йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Евгений Кадышев ертсе пычĕ. «Хула юбилейĕ аван пулчĕ. Уява хулари тĕрлĕ вырăнта йĕркелерĕмĕр. Программа вĕçленмен-ха, мероприятисем хĕллечченех иртĕç. Пĕтĕм Раççейри турнира Чăваш Ен тĕп хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине халаллани те савăнтарать. Вăл «Амазони» паркра вырнаçнă маунтинбайк центрĕнче иртĕ», — терĕ Евгений Николаевич.
Ăмăртăвăн тĕп судйи пулма кăçал та Куславкка хулин хисеплĕ гражданинне, РФ тава тивĕçлĕ тренерне Сергей Кириллова шаннă. «Бронислав Черновпа Иван Краснов тренерсем пулăшнипе тимĕр вăййипе туслашман пулсан эпĕ спортра пысăк çитĕнÿсем тăваймăттăм. «Хыпар» хаçат редакцийĕ кире пуканĕн спортне аталантарас енĕпе ырă ĕç тăвать. Турнир нумай регион пăхаттирĕсене пĕрлештерет, унта çĕршыври паллă спортсменсем вăй виçеççĕ. Пĕлтĕр те эпир Питĕртен пысăк йышпа килнĕччĕ. Кăçал 10 ытла çын помост çине тухĕ», — терĕ Сергей Александрович.
Йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕнче çавăн пекех «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Дмитрий Моисеев, кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Юрий Карпов, пĕрлештернĕ командăн тĕп тренерĕ Борис Глинкин, спорт ветеранĕсем Анатолий Алексеевпа Петр Сидоров сăмах каларĕç.

(Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хатĕрленеççĕ)

* «Цифра экономики» нацпроектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри вун-вун яла кĕçех пысăк хăвăртлăхлă интернет çитĕ, шкул ачисем, социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисенче унпа пĕр тапхăр тÿлевсĕр усă курма пултарĕç.
…2021 çул вĕçлениччен Чăваш Енри 238 ялти 35 фельдшерпа акушер пунктне, 300 ытла вĕрентÿ организацине, патшалăх влаçĕн органĕсене, ял администрацийĕсене, пушар хуралĕн деповĕсене, ытти объекта оптика илсе çитермелле — пĕтĕмпе 365 километра яхăн çĕнĕ лини тăсмалла. Ыттисем вара? — унашкал объектсем республикăра 1 пин патнеллех вĕт… Вĕсен кăштах кĕтме тивĕ. Хальлĕхе проектăн пĕрремĕш тапхăрне пурнăçлаççĕ. 90 учреждение кăтартусене памалли сетьпе оператор кăçалах çыхăнтарĕ.
Паллах, интернет вĕсенче маларах та пулнă. ВОЛС çитнĕ май вара çыхăну пахалăхĕ çĕнĕ шая çĕкленĕ. Çĕнĕ нормăсемпе килĕшÿллĕн хула шкулĕсенче интернет хăвăртлăхĕ 100 мегабитран кая мар пулмалла, ял шкулĕсенче — 50-ран кая мар.
Михаил АНИСИМОВ, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:
— Паянхи пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсен шутĕнче — çыхăнăвăн çĕнĕ йышши информаци инфратытăмне аталантарасси. Пысăк хăвăртлăхлă интернет социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене çитнине кура электрон сервиссемпе усă курмалли майсем анлăланаççĕ. Ялсенче пурăнакансем патшалăхăн хăйсене кирлĕ пулăшу ĕçĕсемпе онлайн мелпе усă курма пултарĕç. Çав шутра — врач патне йышăнăва çырăнасси, ЗАГСа заявлени парасси, ачана садике ямашкăн черете тăрасси, тивĕçлĕ справкăсем илме саккас парасси тата ытти те.

(Инçетри ялта та хăвăрт интернет пулĕ)

* Çак уйăхра вырма еплерех пынипе кăсăкланса мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен ертÿçисемпе ытларах хутшăнма тÿр килет. «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравланисенчен чылайăшĕ вĕсен тырра типĕтме сушилка çукки палăрчĕ ăна тухăçлăрах йĕркелеме, маларах вĕçлеме çумăр чăрмантарнине палăртрĕ. Çавнашкал хуçалăхсен вырма тăсăлса пырать. Мĕншĕн тесен вĕсен пĕр кун е икĕ-виçĕ кун урлă çуса йĕпетнĕ тырра хĕвел типĕтессе кĕтме тивет.
Елчĕк, Патăрьел, Çĕрпÿ районĕсенче, ытти тăрăхра сушилкăпа усă куракансем вырмана тăсса ямаççĕ, пысăк тăкак кăтартассине пăхмасăр тыр-пула сушилка витĕр кăлараççĕ. Унăн сутлăх хакĕ хăпарсан ăна та, ыттине те саплаштарĕ теççĕ.
Вырма-2019 нумай хуçалăха тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене типĕтмешкĕн комплекссем тума хистет. Вĕсене хута ярсан пысăк чăрмава сиресси куçкĕрет.
Вырмана «ытларах çумăр çуса чăрмантарни» патне таврăнар-ха. Республикăра нÿрĕк утă тата çурла уйăхĕсенче нумай çул хушшинче виçсе палăртнă вăтам нормăран нумайрах ÿкнĕ-и?
Чăвашгидрометеорологи службин пайĕн ертÿçи Марина КИТАРЬЕВА хуравлать:
— Кăçалхи утă уйăхĕнче нÿрĕк республикăн çурçĕр районĕсенче çеç нумайрах, ытти районпа хулара сахалрах, çав шутра Патăрьел районĕнче 35% чухлĕ кăна, ÿкнĕ. Çурлан пĕрремĕш вунă кунĕнче пĕтĕм районта, ку шутра республикăн кăнтăр районĕсенче нÿрĕк нормăран икĕ хут ытларах, Пăрачкав тăрăхĕнче нормăран сахалрах ÿкнĕ. Çурлан иккĕмĕш вунă кунĕнче Шупашкар хулипе Канаш районĕсенче кăна нÿрĕк нормăран нумайрах, ытти районта сахалрах. Сăмахран, Патăрьел районĕнче нормăн 25% чухлĕ çеç ÿкнĕ. Çумăр вăл е ку вырăнта кĕске хушăра тата сахал çунă, витререн тăкнă пек пĕр çĕрте те çуман. «Çак çу йĕпе-сапаллă», — текелеççĕ. Çапах та ăна çĕр питне ÿкнĕ нÿрĕк хисепĕ енĕпе вăйлă е вăтам çумăрлă çулсемпе танлаштарма май та çук. Калăпăр, республикăра нÿрĕк 2017 çулхи утă уйăхĕнче, 2012 тата 2014 çулсенчи çурла уйăхĕн 1-23-мĕшĕсенче кăçалхи çав тапхăртинчен ытларах ÿкнĕ. Çитес кунсенче çумăр вăл е ку вырăнта пĕрĕхтерсе кăна иртĕ, ытларах хĕвеллĕ янкăр кунсем тăрĕç. Пирĕн шухăшпа, аграрисене çанталăк тырра пухса кĕртме май парать-ха.

(Типĕтме çумăр-и е ытти чăрмантарать?)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.