29 Çурла, 2019 Тетте № 8 (300), 2019 çул ÇĔНĔ НОМЕРТЕ: "Тетте" журналăн 8-мĕш (пĕтĕмĕшле - 300-мĕш) номерĕ ачасене мĕнпе илĕртет-ха?Кашкăрпа путек туслашнă иккен! Çакна журналăн хуплашкинчех асăрхама пулать."Манăн Тăван çĕршыв" рубрикăпа пĕрле хальхинче Чăваш юманĕсенчен чи ватти ăçта вырнаçнине пĕлĕпĕр."Хаваслă урокра "р" сас паллине илемлĕ çырма хăнăхăпăр.Кăсăклă калав вулас килет-и? Сирĕн валли Ирина Чернова çырнă "Смелый ежик" пур! Юмах кăмăллакансем валли вара мари халăхĕн "Айван ывăл" юмахне хатĕрлерĕмĕр.Виçĕ чĕлхене танлаштарса вĕренес урок малалла пырать. Хальхинче автоçул тата рельс тăрăх çÿрекен транспортсемпе паллашăпăр.Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ çеçпĕл чечекпе тундра кăйкăрĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Эпир сирĕн пĕлĕвĕре пуянлататпăрах!Электричествăпа яланах асăрхануллă пулмалла. Мĕн асра тытмаллине ятарлă плакат пек хатĕрлерĕмĕр.205-мĕш ача сачĕн логопечĕ Наталия Матвеева улма-çырла урокĕ ирттерет."Ăста алă" рубрикăра кама кăна тумлантармарăмăр-ши? Бурят хĕрачине те черет çитрĕ!Пирĕн яланхи рубрикăсем ("Пирĕн туслă класс + Пирĕн туслă ушкăн" тата "Яланах "Теттепе" пĕрле") сирĕн илемлĕ сăн ÿкерчĕксенчен пуян. "Хаваслă кăранташ" та пĕчĕк тусăмăрсен ĕçĕсемпе тулнă. Патшалăх заданийĕЖурнал «Тетте»Анонс