«Чăваш хĕрарăмĕ» 32 (1107) № 24.08.2019
* Шупашкарти пĕр хваттерте Филипп Киркоров, Алла Пугачева, Леонид Якубович, Андрей Малахов, Михаил Боярский… «пурăнаççĕ». Вĕсен хуçи, Наталья Селезнева, питĕ хăйне евĕрлĕ çын.
Наталья Ивановна налук органĕсенче ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Куна-çĕре цифрăсемпе ирттернĕ çын пултарулăха — вăл сăвă-юрă çырать, пуканесем ăсталать, тĕрлет — çывăх пулнинчен, чăннипех те, тĕлĕнмелле.
Сăвă йĕркисем унăн чун-чĕринче, тĕрĕссипе, çамрăк чухнех шăрçаланма пуçланă. Анчах кун пирки никама та пĕлтермен, вăрттăнлăхра усранă. Чылай çул иртсен тин, хăй каланă тăрăх, «çын умне тухма пиçсе çитнĕ». Каярахпа сăввисене пухса икĕ кĕнеке те кăларнă.
Халĕ акă вăл Шупашкарăн 550 çулхи юбилейĕн гимнне çыракансен конкурсне хутшăннă. Мала тухайман пулин те Наталья Ивановна пăшăрханмасть. «Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче ĕçе каятăп. Унта ăна ĕçтешĕмсене юрласа парăп», — терĕ. Тивĕçлĕ канăва тухса ĕçрен кайнăранпа чылай çул иртнĕ пулин те коллективпа час-часах тĕл пулать вăл, ăна яланах унта хапăл туса йышăнаççĕ. Уйрăмах вăл вырăнти профком уйрăмне ертсе пынă çулсене халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Ун чухне Наталья Ивановна пултаруллă ертÿçĕ пек те, артист пек те, юрăçă пек те палăрнă. Ыттисене те пушă вăхăта усăллă ирттерме хавхалантарнă, тĕрлĕ конкурс-тупăшăва, уява явăçтарнă.
2011 çулта, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн, унра ал ĕç ăсталăхĕ палăрнă: пуканесем ăсталама пуçланă.
— Çав вăхăтра питех те йывăрччĕ, чун-чĕрене тунсăх пусарса тăратчĕ. Пуканесем мана усал шухăшсенчен хăпма, кичемлĕхе сирме пулăшрĕç, — иртнине аса илнĕрен-тĕр Наталья Ивановнăн куçĕ те шывланчĕ. — Йăлтах хам тĕллĕн, интернетри ăсталăх класĕсене шĕкĕлче-шĕкĕлче вĕрентĕм.
Ку ăсталăха алла илме, ахăртнех, тĕнче тетелĕнче вĕрентни кăна çителĕксĕр. Чăтăмлăх та, çак ĕçе тĕшмĕртни те, Турă пани те кирлех. Çавăн пекех структура текстилĕн /Наталья Ивановна пуканесене çак меслетпе ăсталать/ тăкакĕсем те пĕчĕк мар. Капрон, синтепон, куç, чĕрне, çÿç, «шăм-шак» — пĕтĕмпех туянмалла-çке.
Ку таранччен миçе пуканене кун çути кăтартнине шутламан Наталья Ивановна. Чылайăшне вăл парнеленĕ, туянакан та йышлă пулнă. Саккаспа тунисем те пур. Килĕнче упранаканни вара улттă-çиччĕ кăна. Чи пĕрремĕшĕ — кил хуралçи Кузя.
— Ăна никама та памастăп. Тен, вăл хитрех те пулайман. Çапах та пĕрремĕшĕ-çке. Анчах та чун-чĕрене питĕ çывăх вăл, — тет Наталья Ивановна.
Çын сăнĕллĕ пуканесем тăвас шухăш вара ăнсăртран, Германие пĕлĕшĕсем патне хăнана кайма йыхрав килсен, пуçа пырса кĕнĕ.
— Хальхи вăхăтра çынсен мĕн кирли йăлтах пур. Вăл е ку япалапа никама та тĕлĕнтереймĕн. Манăн вара питĕ хăйне евĕрлĕ парнепе савăнтарас килчĕ. Çавăнпа ачалăхри юлташăмсен сăнĕллĕ пуканесем туса илсе кайрăм. Чăннипех те, вĕсемшĕн çакă питĕ пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Питĕ савăнчĕç, — каласа кăтартрĕ ăста.
Унтан Филипп Киркоров çут тĕнчене килнĕ. Çĕршыври паллă çынсенчен чи малтан «попса королĕ» Наталья Ивановна хваттерĕнче хăтлăх тупнă.
— Манăн хĕр унăн пултарулăхне питĕ кăмăллать. Хама та килĕшет. Çавăнпа унран пуçларăм. Киркоров пур, апла тăк Алла Пугачева та кирлĕ. Çапла шухăшласа Примадоннăпа ĕçлеме пуçларăм. Халĕ юлташсем Галкина ăсталамалла теççĕ. Çитес вăхăтра, тен, ун патне те алă çитĕ-ха. Питĕ интереслĕ персонаж, — малашнехи тĕллевсем пирки калаçнă май пĕлтерчĕ Наталья Ивановна.
Çитес вăхăтра Максим Галкин кăна мар, Владимир Путинпа Владимир Высоцкий сăнĕллĕ пуканесем те çуралĕç-ха Шупашкарта. Наталья Ивановна вĕсене те кун çути кăтартасшăн, анчах хальлĕхе унăн чун-чĕринче çав сăнарсем пиçсе çитеймен-ха. Е, чăвашсем калашле, мехелĕ çитмен. Çавăнпа ĕç чарăнса тăрать…
Наталья Ивановнăн тепĕр пукани — «Владимир Двоскин саксофонист» — Израиле кайнă. Унăн прототипĕ хăй вăхăтĕнче Шупашкарта Наталья Ивановнăпа пĕр урамра пурăннă. Ачалăхри юлташне Двоскин чылай çултан интернет урлă шыраса тупнă, хăй Чăваш Ене килесси çинчен пĕлтернĕ. Тĕл пулăва Наталья Ивановна пушă алăпа кайман…
— Халĕ манăн «Двоскин саксофонист» Израильте Владимирăн килĕнче питĕ хисеплĕ вырăнта упранать. Вăл мана сăн ÿкерчĕк туса ярса пачĕ, — терĕ Наталья Ивановна.
(Киркоровпа Пугачева — Шупашкарта. Валентина БАГАДЕРОВА)
* Çуркунне кайăк сассипе тулать тĕнче. Колхоз-совхоз вăхăтĕнче уй-хир трактор кĕрлевĕпе савăнатчĕ. Нумай пулмасть кăна-ха ял тăвайккинче, çырми-çатринче ача-пăча хĕвĕшетчĕ. Халĕ вара?
Нумаях пулмасть редакцие ял хĕрарăмĕсен пĕр ушкăнĕ кĕчĕ те, вĕсемпе калаçнă май çитсе тухрăмăр-ха çак шухăш патне… Халĕ ялта пĕр хушă шăплăх хуçаланать. Унтан арçын сасси илтĕнме пуçлать те килĕрен тенĕ пек кĕмсĕртетнипе вĕçленет. Каярах вара… хĕрарăм юрласа ярать. Капла та ăнлантăр пулĕ те, пур пĕр тĕплĕнрех палăртам- ха шухăшăма. Паянхи чăваш ялĕ вăрçă вăхăтĕнчине /Турă сыхлатăр инкекрен/ аса илтерет: хĕрарăмсемпе ватă-вĕтĕ кăна тăрса юлнă, арçынсем çемье валли укçа ĕçлесе илес тĕллевпе пысăк хуласене туха-туха кайнă. Мулĕпе чăнласах пурнăçа ăнтарма усă курсан лайăх-ха. Анчах та арçынсем нумай чухне килĕшÿ туса ĕçлемеççĕ, çавăнпа тÿлесе çитерменни тăтăшах тĕл пулать. Унсăр пуçне, республика хыснине вĕсен шалăвĕнчен налук кĕмест. Виççĕмĕшĕ, илсе килнĕ укçи-тенкине те пысăк сетьсен лавккисенче ĕçмелли туянса пĕтереççĕ те, укçа каллех республикăра юлмасть, пысăк хуласенех таврăнать... Ялти сасă та арçынсенченех пуçланать. Ара, хĕрнĕ хыççăн юрлас килет. Ял кĕрлесе кăна тăрать. Хĕрĕнкĕ арçын киле çитсе мĕн пуçланать? Тĕрĕс, кĕмсĕр-кемсĕр, хăнтăр- хантăр. Сăлтавне кам шыраса тăрать? Çапла темиçе кун савăннă- кĕмсĕртеттернĕ хыççăн… хĕрарăмсем юрлама пуçлаççĕ. Ара, лешсен укçи пĕтнĕ, татах пысăк хуласене тухса кайнă. Ирĕке юлнă хĕрарăмăн мĕн тумалла? Савăнса юрламалла. Текех хĕнекен çук.
Пĕлетĕп-пĕлетĕп, манпа пурте килĕшмĕç. Телее, пур çемьере те шăпах çапла шăвать пурнăç темелли çук. Анчах та çакăн пек тĕслĕхсем пирĕн хушăра çук тесе те кам çирĕплетĕ? Тата çак вăчăрана татма кам пулăшĕ?
Усăллă та...
«Хамăрсăр пуçне — никам та», — калама çук тĕрĕс шухăш патне пырса çитнĕ Вăрнар районĕнчи Пуканкасси ялĕн хастарĕсем. Тытнă та — пуху ирттернĕ. Унта вара общество канашне йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи пулма Виктор Анисимова шаннă, заместителĕ — Альбина Фомина. Вĕсене пулăшаканĕсем: Геннадий Герасимов, Лиана Григорьева, Николай Кротков. Канашăн тĕллевĕсене, ĕç планне палăртнă: ялта тирпей-илем кĕртмелле, кăткăс лару-тăруллă çемьесене шута илмелле, администраци курса-асăрхаса çитерейменнине пурнăçлама пулăшмалла. Пуканкассисем тĕнче тĕлĕнмелле ĕç туса ирттереççĕ тесе калаймăн, анчах та куллен тăрăшни хăйĕн çимĕçне кÿретех — ял палăрмаллах улшăннă. Малтанах урама тухма та хăрушă пулнă — çÿп-çаппа, çум курăкпа тулса ларнă вăл, çутă, çул çук, клуб алăкĕ, специалист штатне кĕскетнипе, уçăлмасть, участок уполномоченнăйĕ, нумай пулмасть кăна-ха Пуканкасси тĕлне те чухламанскер, ялтан тухма та пĕлмест… Халĕ çаксем пирки йăлтах иртнĕ вăхăтра çырма юрать. Çак тĕллеве пурнăçлама ял уявĕ ирттерни те пулăшнă-тăр. Ара, унта чи лайăх кил-çурта палăртнă. Сăмах май, ку чыса малтан Владиславпа Валентина Ильинсем, каярахпа Валентинпа Ираида Тимофеевсем тивĕçнĕ. Йĕркелÿçĕсем çула май чи тирпейсĕр çурта та палăртассине, унта шăпăр çакассине каланă. Çук, ун патнех çитмен. Общество канашĕ тимленипе урамсем тасалнă — унта текех çум курăк та ашкăрмасть, çÿп-çап та пăрахмаççĕ. Курăмлă улшăну пуррине кура ял çыннисем хăйсем те туртăнма пуçланă, субботниксем йĕркелеме тытăннă. Çапла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен ячĕпе лартнă палăка çĕнĕ сăн кĕртнĕ, ун таврашне тирпейленĕ. Районта Республика кунĕ иртнĕ тĕле ялта çул сарнă-мĕн — варрине çитиччен. Халĕ тепĕр çуррине те хытă сийлĕ çулпа çыхăнтарма май килнĕ.
...хаваслă та...
Тирпейлĕ пурăнни аван-ха, анчах пушă вăхăт ытла та кичем иртет-çке. Хастарсем каллех ял çыннисене явăçтарнă, спонсорсен пулăшăвĕпе усă курнă — клуба юсаса çĕнетнĕ, ăшăтмалла тунă. Халĕ ĕнтĕ унта мероприятисем ирттерме те май пур. Чăн та, çынсем çапла пĕр шухăшлă пулни такама килĕшмен, кĕçех пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслекенсем çăхав тĕрĕслеме персе çитнĕ. Анчах Пуканкассисен ку енĕпе те йăлтах йĕркеллĕ — вĕсем пурне те шута илнĕ. Халĕ кунта пурнăç вĕресе кăна тăрать темелле: пĕр уява та паллă тумасăр хăвармаççĕ. Çĕнĕ Çулта вĕсем хăйсемех — Хĕл Мучи те, Юр пике те. Спартакиада йĕркелесе вăй виçеççĕ. Хĕлле çунашкапа, йĕлтĕрпе ăмăртаççĕ. Юлашки çулсенче ырă йăлана çаврăннă Скандинави утти те питĕ килĕшет Пуканкассисене. Аппетит апат çинĕ май уçăлса пырать теççĕ те, çак ялта та çаплах пулса пырать ку. Халĕ сумлă ватăсене чысласси ырă йăлана çаврăнать. Николай Кротков акă, ялта ăна Çвет Коли теççĕ, 80 çул тултарнă. Арçынсен хушшинче вăрăм ĕмĕрли сахал — епле чысламăн? Галина Григорьева çичĕ теçетке çул ытла хыçа хăварнă. Çамрăксем те пур-ха ялта. Павлов фермерсен килĕнче çĕнĕ кайăк хушăннă. Ильинсен, Анисимовсен çамрăк ăрăвĕ те йăх тăсма тăрăшать. Вĕсене те хавхалантармалла — ялта ача сасси те илтĕнтĕр.
...хастарлă та...
Ĕнтĕ пур тĕллеве пурнăçа кĕртсе пыма ĕлкĕрейми те пулнă общество канашĕ. Çавăнпах хастар хĕрарăмсене явăçтарма тĕв тунă — Любовь Анисимова, Нина Терентьева, Нина Иванова йĕркелесе пыраççĕ унăн ĕçне. Вăй хушăнни сисĕнет — хальлĕхе участок уполномоченнăйĕ кăна хутшăннă пулсан тĕл пулусене, малашне сывлăх хуралçисене те явăçтарасшăн. Пултарулăх çыннисемпе те йĕркелеççĕ кунта тĕл пулусем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ халăх умĕнче явап тытасси, отчет тăвасси — Пуканкассинче хăнăхнă пулăм. Аслă ăрурисен кунне уявлани çынсен асĕнче ал ĕçĕн куравĕпе юлнă. Маçтăрсем хăйсем пĕçернĕ апат-çимĕçпе, вĕтĕ шăрçаран хатĕрленĕ япаласемпе тĕлĕнтернĕ. Пуканкассисем хăйсем темĕн те пĕр пĕлсен те малалла вĕренме те ÿркенмеççĕ. Халĕ кунта ăсталăх класĕсем хуларинчен кая мар иртеççĕ. Нумаях пулмасть Виктор Волков улмуççи сыпма вĕрентнĕ çынсене. Ĕнтĕ ял пахчисенче пĕр йывăç çинчех темĕн тĕрлĕ пан улми çитĕнесси нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест.
Ку та çитмен, Пуканкасси кăшт çеç Лас-Вегаса çаврăнман. Ара, юпасем çине лампочкăсем çакса тухнă. Халĕ ял космосранах курăнмасан та çул çинчен пăрăнсан Пуканкасси ăçта пуçланнипе ăçта вĕçленнине пĕлме пулатех.
(Яла кĕрсен мĕн сас лайăх?)
* Вăхăтпа пĕлсе усă курсан, куна тĕрĕс пайласан пур ĕçе те пурнăçлама, пур çĕре те ĕлкĕрме пулать. Чи кирли — ÿркенмелле мар кăна. Вара Боярскин пек капот айĕнчи çĕр-çĕр лаша мар, унăн мăн аслашшĕн пек пĕри те кирлĕ пулмĕ. Çак шухăша Элĕк районĕнчи Кармал Тени ялĕнче çуралнă Валентина Викторова та хĕр чухне Михайлова çирĕплетет.
Ачалăх
Тăватă ачаллă çемьере асли пулса çут тĕнчене килнĕ вăл. Ялта ÿсекенсем лайăх пĕлеççĕ: асли вăл — яваплăх, асли вăл — атте-анне вырăнĕнчех. Валентинăна та çакăн пек шăпах кĕтнĕ.
— Асанне-асатте, кукамай- кукаçи ăшшине курман эпир — пирĕн çемьере ваттисем пулман, — аса илет ачалăхне Валентина Аркадьевна. — Атте Аркадий Михайлович тăлăх ÿснĕ, анне Ольга Яковлевна те ашшĕне ас туман, амăшĕсĕр те ирех тăрса юлнă. Çапла вара кил тĕрĕшĕнчи ĕç пĕчĕккĕллех пире, ачасене, куçнă. Атте-аннен ĕçе каймалла пулнă-çке. Пÿрт-çурта та пуçтарнă эпир, выльăх патĕнче те аппаланнă, пахчана та тирпейленĕ, апат та пĕçернĕ. Краççын таврашне тытма хушман пире, çавăнпа лаçра вучахра аппаланаттăмăр. Паянхи пекех ас тăватăп: атте çекĕл туса панăччĕ. Унпа хурана çаклататтăмăр та вут çинчен айккинелле туртаттăмăр. Пĕри тытса тăратчĕ, тепри çак вăхăтра унта мĕн кирлине яратчĕ. Çапла хамăр та выçă ларман, атте-анне таврăннă çĕре апат та хатĕр. Хăйсем ĕçе кайнă чух ирхи виççĕре тăратса хăваратчĕç. Каярахпа аттене ферма заведующийĕ пулма шанчĕç, анне дояркăна вырнаçрĕ. Ĕнтĕ пире, кăштах ÿсме ĕлкĕрнĕскерсене, анне «графикпа» килĕшÿллĕн илсе каятчĕ хăйне пулăшма: паян иккĕшĕ, ыран — тепĕр иккĕшĕ. Унтан, паллах, ывăнса таврăннă. «Шкултан киле панă ĕçсене халь ан тăвăр, ирхине тăрса пурнăçлăр», — тетчĕ анне. Шелленĕ ĕнтĕ вăл пире. Çав вăхăтрах ăнланнă та — ирхи ăс каçхинчен лайăхрах. Чăнах та, сăвăсене пăхмасăр питĕ хăвăрт вĕренеттĕмĕр. Шкулта та аван ĕлкĕрсе пынă.
Ĕçе кура нумай çынпа калаçма тÿр килет. Чылай чухне çакна асăрхатăн — ачалăха пурте тенĕ пекех хаваспах таврăнаççĕ. Ахальтен мар-тăр чи савăк, чи шухăшсăр вăхăтпа танлаштараççĕ ăна. Валентина Аркадьевна та, ытти шăпăрланпа пĕрле урамра йытă хăваласа чупма тÿр килмен пулин те, ачалăх ытамĕнчен нумайччен вĕçерĕнеймерĕ.
— Ачасемпе пĕрле выляма пачах тухман тесе каламастăп, пур пĕр сахалрах чупнă ĕнтĕ. Пĕр-пĕринпе тытăçса, çапăçса курман эпир. Çапла вĕрентнĕ атте-анне. Урамра кам та пулин кÿрентерсен вĕсене каласа кăтартма та юраман. Хамăр хушăра шăв-шав кăларсан: «Эс тата элеклесе ларатăн-и-ха?» — тесе вăрçатчĕç. Пĕри алă çĕклесен пурне те лекетчĕ… Атте пирĕншĕн тĕлĕнмелле авторитет пулнă. Ирхине пурте пĕрле тăрса зарядка тума хăнăхнă эпир. Атте тăрăшни-пех пирĕн пахча питĕ пуян пулнă, пан улмисĕр, çырласăр пурăнса курман. Çут çанталăка юратаканскер çывăхри çырмара мĕн тĕрлĕ йывăç лартмарĕ пулĕ! Аслисем хушнине пурнăçлама ачаранах хăнăхнă эпир. Мана вара тепĕр чухне кĕçĕннисем итлесех каясшăн марччĕ. Паллах, тарăхаттăм. Коля шăллăм, вăл ун чухнех питĕ тĕреклĕччĕ, хыçалтан пырса ярса илетчĕ те лăпланмасăр та ямастчĕ. Вĕçерĕнсе пăх-ха унăн аллинчен! «Лăплантăм-лăплантăм», — тесе вăрçăнма пăрахмасăр та аллине пушатмастчĕ. Ĕçне вара пур пĕр пурнăçлаттăмăр. Атте-аннене куçран пăхсах ăнланаттăмăр. Вĕсене итлеме хăнăхнипех кăткăслăхсем сиксе тухман-тăр. Ас тăватăп, пирĕнтен урам урлă икĕ вăрçа хутшăннă старик Павел Маркелович пурăнатчĕ. Ăна пире, пĕчĕк чухне, асăрхама ыйтатчĕç. Вăл вара «çĕр виçсе» паратчĕ — çакăнта выльăр, унтан айккинел-ле ан кайăр.
Яшлăх
Ачалăх тем пек лайăх, ырă, савăк пулсан та вăхăта чарма çук. Ялти, аслă классенче юнашарти Кĕçĕн Тăван — амăшĕ çав тăрăхран пулнипе унта çÿреме кăмăлланă хĕрача — шкулĕсенче вĕреннĕ хыççăн пулас профессие суйлама та вăхăт çитнĕ. /Сăмах май, çак класра пĕрле ăс пухнă 12 ачаран пурте аслă пĕлÿ илнĕ/. Çĕр ĕçĕпе, выльăхпа аппаланакан çемье ачисене те çăкăр çите-рекен специальноçпа туслаштарасшăн пулнă. Анчах та юна хирĕç каяймăн… Ашшĕ купăс ăста ка-ланă, хăех юсанă, амăшĕ юрланă. Валентина культура ĕçченĕн çулне суйланăшăн тĕлĕнме кирлех-ши? Çакна пĕлсен аслисем мăкăртатнă-ха, анчах хĕрне вĕренме пăрахмашкăн ытла çине тăман. Çапла Çĕрпÿри культурăпа çут училищинче ăсталăхне малалла аталантарнă Валентина. Çапах та пĕрремĕш курс хыççăн каникула яла килсен ашшĕ хытах мăкăртатнă: «Мĕн культура ĕçченĕ эсĕ? Купăс калама та пĕлместĕн! Мĕнле ĕçлесшĕн клубра?!» Çак сăмахсемпе ачин малашлăхне палăртнине ун чухне чухланă пулсан-и?! Ахăртнех, пĕр сăмах та чĕнмĕччĕ. Анчах та сăмах вĕçсе тухнă, хĕрĕ вара ашшĕ-амăшĕ каланине хăлхине та-а-арăн чикме хăнăхнă. Ашшĕн купăсне алла илнĕ те верандăна кĕре-кĕре ларнă. Нăрт-нарт! нăйлать купăс, пĕр тÿме çинчен теприн çине куçать пÿрне… Икĕ енĕпе те харăсах выляма хăй тĕллĕнех хăвăртах хăнăхнă хĕр. Хăйсен ялĕнчен Элĕк урлă тепĕр енче вырнаçнă Асамата тантăшĕн туйне кайсан та алла ирĕксĕрех купăс тытма тивнĕ унăн — урăх калакан пулман, туй арăмĕсене вара ташлаттармалла-çке. Шăпах çак пултарулăхне кура суйланă та пулас кинне пулас хунямăшĕ. «Çав купăс калаканнине» куç хывнăскерсем ял ачисем пулăшнипе кĕçех вăрласа та кĕнĕ. Шел, çемье пурнăçĕ ăнăçман. Икĕ ачине пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ хĕрарăмăн.
— Иккĕмĕшĕ тĕвĕленнĕ вăхăтра аннене ĕмĕрлĕхех çухатнăччĕ ĕнтĕ. Малтанах иккĕленнĕччĕ те — иккĕпе йывăр пулмĕ-и? Унтан шухăш пырса кĕчĕ — тен, çак ачара аннен чунĕ? Пушшех те, асли çут тĕнчере пĕчченех юлма пултарать вĕт. Çуратмашкăн çирĕп шухăш тытрăм. Турăран хĕрача ыйтса пĕр вĕçĕм кĕлĕ турăм. Пĕлместĕп, темĕн пулăшрĕ — çут тĕнчене хĕрача килчĕ, — аса илет йывăр вăхăта хĕрарăм.
Ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстернĕ Валентина Аркадьевна. Амăшĕ ĕçрен килсе апат пĕçерессе кĕтсе ларман шăпăрлансем. Унтан та ытла, асли Максим, хăй те пиллĕкмĕш класра кăна вĕренекенскер, амăшĕ ĕçе чупса кайса килнĕ хушăра икĕ уйăхри йăмăкне асăрханă. Ывăлĕ те, хĕрĕ те, амăшне хисепленĕренех-тĕр, çывăх çыннин чĕлхипех калаçаççĕ. Максим чăваш радиовĕнче тăван чĕлхепе тухакан кăларăмсене хутшăннă. Виктория «Эревет» ансамбльте пултарулăхне туптать.
Амăшĕ çинчен вара уйрăммăн каламалла-тăр. Сăмахăма пире нихăçан та вăхăт çитменни çинчен пуçланăччĕ те… Валентина Аркадьевна паян ял хуçалăх академийĕн библиотекарĕнче вăй хурать. Икĕ ачана бюджет тымĕнче тăрăшнипе кăна ура çине тăратаймăн — тĕп ĕçĕсĕр пуçне тата темиçе çĕре çитет хĕрарăм. Каç пуласпа вара ăна чун киленĕçĕ кĕтет — Валентина Аркадьевна «Уяв» ушкăна юрлама çÿрет. Малтанах вăл Зинаида Козлова ял хуçалăх академийĕнче йĕркеленĕ «Ентеш» ушкăнра юрланă-ха. Унтан та маларах вара çакăнтах хорта вырăн тупнă. Малтан хор са-ланнă, унтан — «Ентеш». Зинаида Козлова пултаруллă хĕрарăма манăçа кăларман, хистесех «Уява» чĕннĕ.
— Юрласа яратăн та — пĕтĕм чун уçăлса каять, — тет Валентина Аркадьевна. — Пушшех те, чăваш халăх юрри мĕн тери хăватлă вĕт. Репетици хыççăн татах та вăй-хал хушăннине туятăп. Юрламан тăк тата мĕн тăвăттăм-ши эпĕ, вăй çăл куçне урăх ăçта тупăттăм-ши?
Тăванлăх
Ÿссе çитсе ашшĕ-амăшĕн килĕнчен инçе саланнă пулин те пĕртăвансем çыхăну тытсах тăраççĕ, пĕрне пулăшу кирлĕ чухне тепри туххăмрах вĕçтерсе çитет. Асли пулнипе кăна мар, кăмăлĕпе те тăванĕсене хăй тавра чăмăртаса-пуçтарса тăрать, ахăртнех, ăш пиллĕ çак хĕрарăм. Тĕлĕнмелле сăпайлăскер, ÿркенменскер, нимĕнле ĕçрен те хăраманскер, ларма-тăма пĕлменскер. Культура çулне суйласа илнĕ пулсан та çĕре юратасси, ĕçлесен кăна пурнăçа йĕркелеме май килесси унăн пуçĕнче мĕн ачаран çирĕп çырăнса юлнă. Ял хуçалăх академийĕнче /ун чухне институт/ ĕçленĕ чухне 20 /!/ çулти хĕр хăйне дача валли лаптăк уйăрса пама ыйтнă. «Мĕн тума кирлĕ сана вăл? — тĕлĕннĕ профсоюз комитетĕнче. — Эсĕ качча та тухман вĕт?» Анчах Валентина шухăшланинчен каялла чакма хăнăхман. Çакна кура хĕр ыйтнине тивĕçтернĕ. Шупашкар районĕнче вырнаçнă лаптăка курсан тепри пулсан çухалса кайĕччĕ, аптранипе аллине усса, тен, ларса йĕрĕччĕ. Анчах, каларăм ĕнтĕ, Валентина мар. Трактор плугĕпе çавăра-çавăра кăна пăрахнă çĕре майламашкăн вăл ĕç хыççăн эрнере темиçе хутчен те çитнĕ унта. Майĕпенех çĕре сăн кĕме пуçланă. Кĕçех ĕçтешĕсем çак вырăна паллами те пулнă — унта йăлт ешернĕ, пахча çимĕç йăтăннă. Черетлĕ хут акма-лартма вăхăт çитнĕ тĕле хĕр çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Паллах, йыш та хушăннă. Çамрăк арăмăн дачăна çÿремешкĕн вăхăт çитми пулнă. Вăл мăшăрне — ун чухне пĕрлех пурăннă-ха вĕсем — хăть йăрансене çумран тасатса тăма ыйтнă. Арçын шантарнă. Хĕрарăм шаннă. Пĕр вăхăтран дачине çитнĕ те… пĕтрĕ пуç! пахчипе çын кĕлеткинчен те çÿллĕрех мăян кăна кашласа кĕтсе илнĕ кил хуçи арăмне.
(Çемçе чунлăскер, çирĕп кăмăллăскер)