Комментари хушас

2 Утă, 2014

Сăвăра йытă та тытаять

Федерацин çут çанталăка уйрăмах сыхлакан «Сăрçи» учрежденийĕн директорĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ, биологи наукисен кандидачĕ Александр Димитриев çу уйăхĕнче заповедникăн Патăрьел районĕнчи сăвăрсен 24 гектар лаптăкĕнче пулнă. Вĕсем мĕнле пурăннине «Хыпар» тусĕсене паллаштарма кăмăл турĕ.

- Унта Туçа шкулĕн вĕренекенĕсем тата географипе экономика учителĕ Леонид Карягин та пулчĕç, - терĕ Александр Вениаминович. - Сăвăрсем ĕрчекен вырăн Тутар Тимешĕпе юнашар, ялран тухсанах пуçланать. Вĕсене учрежденин çав лаптăкри инспекторĕ М.М.Рахматуллин сыхлать. Ял-йыша саккун хÿттинчи чĕр чун патне техника хатĕрĕпе, çуран кĕме, çĕре сухалама юраманнине ăнлантарать.

- Кĕçĕн Шăнкăртам, Тутар Тимешĕн таврашне сăвăрсем ăçтан килсе тĕпленнĕ?

- Ыйтăва хуравлама йывăр. Вĕсем кунта пурăннине пуçласа хут çине 1642 çултах çырса хăварнă. Ку хутлăхран ытти тăрăха, вăл шутра Елчĕк ене куçнă.

- Сирĕнпе тĕл пуличчен ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин пĕтĕмлетĕвĕпе паллашрăм: Чăваш Енре 1995 çулта - 900, 2013 çулта - 796, кăçал 750 сăвăра шута илнĕ. Мĕн шухăшлатăр?

- Çакăн чухлĕ юлман, 500-тен сахалрах та. Вăл лайăх хунанă çулсенче Патăрьелсен 18 çемьеччĕ, халĕ - 7. Раççейре кăна мар, Беларуçра та хухать. Сăлтавĕ мĕнре-ха? Совет тапхăрĕнче Тутар Тимешĕсем, çывăхри ытти ял çыннисем тата хуçалăхсем выльăх хальхинчен темиçе хут нумайрах усранă. Сăвăр апатланакан çарана кĕрсе курăка иртсех тăнă, аялтан ешĕлли çитĕннĕ. Сăвăр ăна кăмăллать. Апат пурне те çитнĕ. Çирĕм çулта кунти килти хуçалăхсен, колхозсен выльăхĕ нумай катăлнă. Вăл сăвăр йăх тăсакан хÿтлĕхе нумай сахалрах кĕрет. Курăка иртсе ĕлкĕреймест, вăл метра яхăн çĕкленет. Сăвăр хытă туналлине кăмăлламасть. Халĕ Тутар Тимешĕсем килти выльăха кĕтĕве ямаççĕ, ĕнене ялтан çывăхра вĕренлеççĕ. Сурăхсем ял таврашĕнчехчĕ. Çÿллĕ курăк сăвăрсемшĕн усса кайманнине, сăмахран, çут çанталăкăн Байкал биотытăм заповедникĕнче иртнĕ ăслăлăх конференцийĕнче сăмах каланă тĕпчевçĕсем те çирĕплетрĕç.

- Çÿллĕ курăк сăвăра хăш енĕпе сиенлет?

- Çак чĕр чун тăршшĕ 60 сантимер таран кăна. Çĕр айĕнчи йăвинчен тухса, хыçалти икĕ ури çине тăрса тинкерет те хăйĕн патне тилĕ е çапкаланчăк йытă çывхарнине курмасть, тăшман йăпшăнса пынине шăхăрса систереймест. Çав самантра чĕнмен «хăна» ялт! сикет те çу уйăхĕнче çут тĕнчене килнĕ çăвăра шĕвĕр шăлĕсемпе каплаттарать. Кĕскен: курăк çÿллĕрен Çĕрпÿ, Красноармейски, Етĕрне районĕсенчи сăвăрсене ĕрчеме памаççĕ. Пĕлтĕр хÿтлĕхри тĕп йăваран - 10, кăçал 20 метр таврари курăка çултартăмăр. Улшăну - куç умĕнче. Иртнĕ çул кашни çемьере 3 çураран ытла марччĕ, кăçал 5 таран.

Юр айĕнчен тухакан пĕлтĕрхи курăк нÿрĕк лайăх тытать. Ăна пула çуркунне йăвасем шалтан маларах кушăхаймаççĕ. Сăвăрсем шăтăк пуçне тăмпа питĕрсе тĕлĕреççĕ. Кĕркуннепе хĕллехи çумăр вĕсемшĕн хăрушă мар. Çуркунне йăвана уçсан пуçĕнче капланнă юр шывĕ шала юхса кĕрет. Çÿллĕ курăк хушшинче апатланнă чух сывлăмпа йĕпенет. Нÿрĕке пула çемье чирлеме пултарать.

- Тата камсем çапла шухăшлаççĕ?

- Сăмахран, Чĕмпĕр облаçĕнчи ăсчахсем. Унта сăвăр Чăваш Енринчен чылай нумайрах пулин те Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Пирĕн сахалрах - Хĕрлĕ кĕнекере мар.

- Чăваш Енре йыш пĕчĕкреххине тилĕ, килсĕр йытă пĕтернипе кăна ăнлантармалла-ши?

- Сунарçăсем, браконьерсем çуллен пăшалтан персе тытаççĕ. Суранланни йăвана кĕрсе вилет. Унтан кăларассишĕн çĕре чавса шăтăка çĕмĕреççĕ - çемье йăвасăр юлать.

- Патăрьелтен мĕнле шухăшпа таврăнтăр?

- Йăва таврашĕнчи курăка вăхăтра çулмалла. Сăвăрсене браконьерсенчен, сĕтĕрĕнчĕк йытăсенчен, тилĕсенчен хÿтĕлемелле.

 

Калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.