Комментари хушас

19 Çурла, 2019

Самбистсем медальсемпе таврăннă

Чăваш Ен спортсменĕсем Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнирта 3 медаль çĕнсе илнĕ.

Ăмăртăва Раççей регионĕсенчи спортсменсем кăна мар, Беларуç, Казахстан тата ытти çĕршыври çамрăксем те хутшăннă. 250 хĕрпе каччă медальсем çĕнсе илессишĕн кавир çине тухнă.

Чăваш самбо шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсене тивĕçлĕ кăтартнă. Максим Иванов /82 кг/ пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарнă, Вера Лотковăпа /52 кг/ Региона Миндубаева /72 кг/ 3-мĕш пулнă.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: