Комментари хушас

19 Çурла, 2019

Тăван Атăл 8 (730) № 2019

Кашни халăхăн чылай вăхăт хушши кĕтнĕ паллă ывăл-хĕрĕ пур. Ыттисене кирлĕрен килеççĕ ĕнтĕ вĕсем. Паллах, И. Яковлев та, К. Иванов та халăх кĕтнĕ çынсем. Çеçпĕл Мишши те çавах, ун пек çын чăвашсене питĕ кирлĕ пулнă. Вăхăчĕ те çапла ыйтнă.
Мĕнле тапхăрта аталанса пынă-ха ун пурнăçĕпе ĕçĕсем? Тÿрех каламалла: питĕ хирĕçÿллĕ те хăрушă вăхăтра, «революци» тени хăех тарăн шухăша ярать, пуçа çавăрттарать. Нумайăшне «коммунизм» сăмах та хавхалантарать, вăл мĕнне никам та лайăххăн пĕлмен пулсан та. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна Маркс хăй те «мĕлке» ªпризракº сăмахпа палăртнă. Çапах та коммунизм программинчи пĕртанлăх, ирĕклĕх ыйтăвĕсем çынсене хаваслану панах ĕнтĕ.
Раççее большевиксем алла илнине Çеçпĕл ырă кăмăлпа йышăнать, тăван халăх валли çул уçăлнине курать, чуралăхран, нишлĕхрен тухма май пуррине шанать. «Çĕнĕ кун акине» ним шикленмесĕр тухать, хастар коммунист пулса тăрать, чухăнсене, ĕç çыннисене, çарăçсене хÿтĕлес ĕçе малти вырăна хурать. Ун чунĕ тăван чĕлхешĕн, халăх шăпишĕн ыратни кашни сăввинче сисĕнет. Пултаруллă сăвăçăн ăс-тăнĕ, шухăшлавĕ наци юхăмĕнчи тĕп тĕллевсене палăртас шая çĕкленет. Çак ĕç йăнăш çулпа каясран асăрхаттарать, шикленÿ пуррине те пытармасть.
Сăлтавĕсем пулнах çав. Малтанхи хавхалану такăнма пуçлать. Влаçа алла илнĕ пуçлăхсем, паллах, коммунистсем, хăйсен ырлăх-пурлăхĕшĕн тăрăшнине, çынсемпе улпутла тыткаланине, капăр тум тăхăнса чаплă лашасемпе ярăнса çÿренине Çеçпĕл сивлет. Ун пеккисене айăплă çынсен шутне кĕртет. «Йывăр шухăшсем» ахальтен çуралмаççĕ пуль çав.
Шупашкартан тухрăм, тÿрех утрăм,
Атăл тăвайккийĕ çине ухрăм.
Акă куçăм умĕнче чăваш çĕрĕ...
Тăван çĕршыв тавра чунăм вĕçрĕ.
Атăл шавланине итлерĕм,
Чуна лăплантарса пули терĕм.
Анчах канăçсăр чунăм лăпланмарĕ,
Пуçран йывăр шухăш каймарĕ.
Тăван çĕршыв, е сан та вăю пĕтрĕ?
Е чăваш чĕлхин хăват çĕтрĕ.
Е ют чĕлхесем ÿснĕ майĕ
Чăваш чĕлхи çĕтсе, пĕтсе кайĕ?
Е чăваш çынни, чăваш ялĕ
Сарлака çĕр çинчен çухалĕ?..
Çапла ан пултăр тесен, Çеçпĕл шучĕпе, пурин те пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле, чăмăртанмалла, шанчăка çухатмалла мар. Çĕнни пĕрех çĕнтерет. Хамăр ĕçе хăюллăн туса пымалла.
Кунта çакна калани вырăнлă. Çеçпĕл хăйĕн кĕрешÿ программине 1920 çулта Юстици пайĕн пуçлăхне лариччен самай маларах палăртнă. 1918 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче «Хыпар» хаçатра унăн «Пирĕн вăй» статйи тухать. Ăна, пĕртте пысăклатса каламасăр, Кĕрешÿ манифесчĕ теме пулать.
Мĕн сĕнет-ха автор чăвашсене?
Чи малтан — хамăртан кулма памалла мар. Шел пулин те, тахçантан пыракан киревсĕр йăла паян та сисĕнет тет. Хирĕçле ĕçсем тăваççĕ, «Хыпар» хаçата та
Çеçпĕл Мишшине малтан
пытарнă вырăнта. 2013 ç.

Çеçпĕл Мишшине унччен пытарнă вырăнта. 2019 ç. сивлеççĕ. Пирĕн, чăвашсен, «чĕлпĕрсене хамăр алла» илмелле, хамăра килĕшекен йĕркепе пурăнасчĕ, «хамăр юратнă пуçлăхсенчен чăваш тÿри-шари тусан питĕ аван пулĕччĕ» тет паттăр та мал шухăшлă сăвăç.
Çеçпĕл шучĕпе, хальхи саманара пĕтĕм вăй укçара. Укçа пур - вăй пур, укçа çук - вăй та çук. Çавăнпа та вăй пултăр тесен пирĕн Чăваш Тĕп Хыснине уçмалла. Куланай укçине вырăс аллине ăсатас марччĕ, хамăр пĕлнĕ пек усăллă çĕре ярасчĕ. Тĕп Хыснана тунă çĕре Хусан, Самар, Чĕмпĕр, Ĕпхÿ чăвашĕсене те явăçтарасчĕ. Чăвашра ырă çын сахал мар.
Ирĕклĕх енĕпе пăхсан, Чăваш тÿре-шарисĕр пуçне тата Чăваш çарĕ пулни питĕ вырăнлă. «Чăваш пулкки» тăвасчĕ тет Çеçпĕл
(Çеçпĕл Мишши — наци юхăмĕн символĕ)

 

* Самана таппи паян урăхла литература та пуррине уççăнах çирĕплетет. Чăваш литературинче те мал курăмлă, çĕнĕ шухăшлавлă авторсем «пиçсе» пыраççĕ. Чăнах та, вăхăт иртрĕ, çĕнĕ ĕмĕр пуçланчĕ, анчах мĕнлерех кăтартĕç-ши ыранхи куна паянхи çыравçăсем? Мĕнлерех пулĕ тата ыранхи «паян»? Мĕнле ÿкерĕнсе юлĕ вăл вулакансен асĕнче? Çак ыйтусем чылай вулакана тата çыракана шухăша ямасăр хăварма пултараймаççех пулĕ тесе шухăшлать çак йĕркесен авторĕ те.
Кулленхи пурнăçри пекех, литературăра та пурне те тивĕçтерме çăмăл мар, çапла вĕт- ха? Хăшĕ-пĕри çыравçăсене тиркенине, хăйне хăй вĕчĕхсе-тăвăлса çÿренине те курма- илтме тивет. «Тăванăм, тарăхса сывлăхна ан пĕтер, лар та çырса кăтарт эппин мĕн çинчен мĕнле çырмаллине…» — тесе лăплантарма тивни те пулкалать.
«Пирĕн вăхăтраччĕ... Ун чух çаплаччĕ...» — теççĕ тата. Ĕçтешĕмсем, урамра 21- мĕш ĕмĕр кĕрлеттерсе пырать. Урамра — пач урăхла самана. Рынок, интернет, компьютер, роботсен ĕмĕрĕ. Инстаграм, вайбер, вацап, фейсбук... ĕмĕрĕ. Глобализаци тени «ĕлĕкхилле» ĕçлекенсене, вĕсем тем пек тарăхсан-вĕчĕрхенсен те, хĕрхенсе- ачашласа тăмасть: е çĕнĕлĕхсене алла илетĕн, е, ытарлă каласан, «çухалатăн». Çĕнĕ информаци технологине алла илеймерĕн, вĕсемпе усă курма вĕренеймерĕн — эппин, пурнăçран тăрса юлтăн. Тата... Паянхи рынок условийĕсенче, чăвашлăх тени вăй илес вырăнне вăйсăрланса пынă тапхăрта пушшех те «ĕлĕкхине» пăхса ларсан малалла каяймăпăр, тăван литературăна та аталантараймăпăр. (Эх, Çеçпĕл Мишши чăваш патшалăхлăхĕшĕн, тăван чĕлхешĕн çунни-асапланни паян куншăн та ытлашшипех çивĕч тăрать вĕт-ха тесе шухăшлатăн вара хушăран чуна ыраттарса).
Шел те, Литература çулталăкĕнче çыравçăсемшĕн усăллă утăмсем (тĕслĕхрен, писательсен статусне тивĕçлĕ шая лартса профессисен классификаторне «писатель» тенине те кĕртесси) пулса пĕтмерĕ. Çавна пула та хальхи вăхăтри чăваш литературине аталантарас тĕллевпе çине тăрса ĕçлеме (эппин, илемлĕ литература произведенийĕсем çырма) пултаракансен мĕнле те пулсан çемьене тăрантарас- тумлантарас тесе пуç ватма тивнине те ăнланма пулать ĕнтĕ. Укçа-тенкĕ çитменнине пулах вăй питти çыравçăсем те çĕршывăн тĕп хулине тухса кайнă тĕслĕхсем сахал мар паян. Юрать-ха, çырма пăрахмаççĕ тата. Хăйсен укçисемпех кĕнекесем кун çути кăтартма та ăсталанса çитрĕ ун пеккисенчен хăшĕ-пĕри
(Литературăра ыранхи «паян» еплерех пулĕ-ши?)

* Эпĕ поэтăн биографĕ пулнă май иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенченех Валентин Урташ пирки халăхра мĕн каланине пухма пуçланă. Хăшĕсене çыра-çыра хунă, теприсене асра хăварнă. Çак кăсăклану мĕнрен пуçланчĕ-ха? Питĕ лайăх астăватăп: Элшел шкулĕнче /Тутарстан, Пăва районĕ/ 1971 çулхи вĕренÿ тапхăрĕ. Пире вырăс литературипе вĕрентекен Михаил Григорьевич Порфирьев /хальхи вăхăтри паллă сăвăçăн Галина Кĕмĕлĕн ашшĕ/ урока поэт-юрăç, Раккасси чăвашĕ Валентин Урташ килессине пĕлтерчĕ. Эпир, 5-мĕш класри шăпăрлансем, шăнкăрав пуласса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, ара, халиччен писатель текен çынсене курман вĕт-ха! Акă урок пуçланннине систерсе шăнкăр-шăнкăр янăрани илтĕнчĕ. Класа учительпе пĕрле пысăках мар кĕлеткеллĕ, хура тĕслĕ костюм тăхăннă арçын тата яштака кăна çамрăк хĕрарăм кĕрсе тăчĕç. Эпир шăкăрин ура çине тăрса «Здравствуйте!» терĕмĕр.
— Аван-и, çамрăк туссем! — терĕ эпир халиччен курман-пĕлмен çын. Унăн сасси янăравлăн илтĕнчĕ. Михаил Григорьевич килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Валентин Андреевич Урташпа пĕрле Чăвашрадио корреспонденчĕ çитнĕ иккен, вăл поэт калаçăвне магнитофон çине /эпир, паллах, ун чухне çак аппаратурăна пуçласа куратпăр/ çырса илме хатĕрленчĕ.
Эпир Валентин Урташ çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр вăтанса пăхатпăр. Унăн пиншакĕн сулахай çанни пушши курăнать, ури уксахлать пулас — утти тикĕс мар. Акă вăл хăй пирки темиçе сăмах каларĕ, хăй те Элшелĕнчи шкулта вĕреннине палăртса хăварчĕ, вăрçăра Тăван çĕршыва хÿтĕлесе йывăр аманса пĕтнине пĕлтерчĕ, пире тăван чĕлхене юратса вĕренме чĕнчĕ, унтан «Раккасси» ятлă сăввине янăраттарчĕ. Çапла сăвă хыççăн сăвă каларĕ вăл. Кашнинчех: «Килĕшрĕ-и?» — тесе ыйтрĕ. Паллах, эпир хамăра кăмăла кайнине алă çупса пĕлтертĕмĕр. «Хамăн сăвăпа кĕвĕленĕ юррăма та юрласа парам-ха, çамрăк тусăмсене», — тесе юррине пуçларĕ. Хăй пĕр вырăнта тăраймасть, малалла пĕр утăм тăвать е каялла чакать, суранланнă пĕртен-пĕр аллине çÿлелле çĕклесе кĕвĕ майĕпе суллать. Акă темле майпа хăйĕн питне лектерчĕ, сасартăк сылтăм куçĕ сĕтел çине шаплатса ÿкрĕ. Эпир хăрасах кайрăмăр — сăвăç хăрах куçлă тăрса юлчĕ! Урташшăн ним те мар иккен, вăл кĕленче куçне виç пÿрнипе хĕстерсе вырăннех кĕртсе лартрĕ. Юрри вара пĕрре те татăлмарĕ. Пирĕн тĕлпулу çапла иртнĕччĕ. Урташа курни, сăвви-юррисене итлени ачасене тăван сăмаха юратса вĕренме хавхалантарчех пулĕ тетĕп. Чылайăшĕ çыркалама пуçларĕ, хăшĕ-пĕри район хаçатне тата «Пионер сассине» заметкисене янине астăватăп. Эпĕ хам та Пăва хулинче пичетленекен «Ялавпа» тата «Пионер сассипе» çыхăну тытма пуçларăм, çав кăсăклану халичченех пырать. Эппин, Урташ хавхалантарни ахалех пулмарĕ.
Мĕншĕн çакна аса илтĕм-ха? «Тăван Атăлăн» 2018 çулхи раштав уйăхĕнче пичетленнĕ номерĕнче «Урташ мыскарисем» ятлă кулăшсем пур. Авторĕ 2019 çулта В.Урташ çуралнăранпа 95 çул çитессине пĕлтерсе вулакансене поэтпа çыхăннă путишле самантсемпе паллашма сĕнет.
Урташран кулма хăтланакансене поэта хăй те лайăх пĕлекен Роман Чепунов сăмахĕсене ăша хывма сĕнетĕп: «Урташăн та çын çинче çын пек курăнас килмен-им-ха? Çакна вара пиртен чылайăшĕ ăнланасшăн пулман. Унсăр вăл «Чăлах çынна кирлех-ши хурлама, чăлах çынсем пулаççĕ çепĕç чунлă. Пĕр сăмахран пуçлаççĕ хурланма — сăмахĕсем суран пек юнлă», — тесе кулянса çырман пулĕччĕ
(Урташран кулмалла мар)

 

* Аякри-инçетри çулсемпе çĕрсене тухса çÿремен çыншăн Мускав хули пит аякра пек туйăнать. Анчах харсăр чăвашсем ăна тахçанах çывăхлатнă. Кутамккаллă çынсен халĕ çухрăм хыççăн çухрăм утăмламалла та мар. Çĕршывăн тĕп хулине «тÿрĕ тикĕс çулпала» Чăваш Енрен «пĕр автобус вĕçтерет» çеç мар, пуйăсĕсем те хутлаççĕ, самолечĕсем те вĕçеççĕ. Çапла, Мускав пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, тахçанах тĕнче хĕрри пулма пăрахнă. Çак йĕркесен авторĕ унта çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче пулчĕ. Хăй тĕллĕн мар-ха, Чăваш Республикинчи Профессионал писательсен союзĕн хастар йышĕн пĕр ушкăнĕпе.
Сăмах ăстисемпе – инçе çула
Инçе çула тухнă йышпа ятарласа тĕплĕн паллаштарма кирлех те мар. Хальхи вăхăтри авторсен прозипе тата поэзийĕпе кăсăкланакансем вĕсене аван пĕлеççĕ çеç мар, паллаççĕ те. Мĕнех, сумлă йыша ятран кăна асăнам: Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кибеч, Лидия Сарине, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Владислав Николаев, Светлана Асамат, Светлана Гордеева, Раиса Васильева, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Чĕмпĕрти Николай Ларионов. Чăваш халăх артистки Людмила Семенова, Чăваш наци конгресĕн хастарĕ Роза Степанова юрăç, ЧНК пресс-секретарĕ Зоя Яковлева телеоператор та çак ушкăнраччĕ. Йыша аякри çула илсе каяканĕ вара «Тăван Атăл» журнал редакторĕ, ЧР Профессионал писательсен союзĕн правленийĕн председателĕ Лидия Филиппова пулчĕ
(Чăваш çыравçисен хастарлăхĕнчен Мускав та тĕлĕнчĕ)

* Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательстинче Василий Эктелĕн «Хурăн çырли уçланки» кĕнеки кун çути курчĕ. «Тăван А т ă л » в у л а к а н ĕ с е н е кĕнекене пухса хатĕрленĕ тата редакциленĕ Борис Чиндыков çыравçăн Эктел пултарулăхĕнчи туйăмлă юрату çинчен каласа паракан статйине тата Василий Эктелĕн 1991 çулта «Аван-и» хаçата панă «Эротика этемлĕхĕн пĕтĕм пурнăçне çутатса тăрать » и н т е р в ь ю н е сĕнетпĕр.
Василий Эктел чăваш литературинче нумай та тĕрлĕ енлĕн ĕçлерĕ. Пурнăçĕ вăрăмах пулмарĕ пулин те, пурăннă чухне унăн вун виçĕ кĕнеки кун çути курчĕ, çав шутра икĕ пысăк роман, ача-пăча сăввисем, критикăпа публицистика, поэзи, калав- повесть кĕнекисем.
Василий Петрович Эктел /Сидоров/ Елчĕк районĕнчи Лащ-Таяпа ятлă паллă ялта учитель çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Сăввисем пуçласа 1965 çулта район хаçатĕнче, тепĕр çулхине вара — тин çеç çĕнĕрен тухма пуçланă «Пионер сассинче» кун çути кураççĕ. Çав çулах 10-мĕш класра вĕренекен Василин ÿкерчĕкне «Капкăн» журнал та пичетлесе кăларать: вăл чăнах та ăста ÿкернĕ, шкулти стена хаçачĕн художникĕ пулнă. Сăвă çырнипе пĕрлех ÿкерме те юратаканскер шкул хыççăн Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтне ÿнерпе графика факультетне вĕренме кĕрет. Институтра вĕреннĕ вăхăтра кашни эрнерех И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕн ĕçне-хĕлне хутшăнать. 1971 çулта сăввисене пуçласа Эктел псевдонимпа çырса пичетлеме тытăнать, юлташĕсене ку сăмах авалхи тĕрĕксемшĕн «ылтăн ту» пĕлтерешлĕ пулнине ăнлантарать. 1972 çулта, институт пĕтернĕ чухне, патшалăх экзамен комиссийĕ унăн «Пусă умĕнче» картинине «пиллĕк» паллăпа хаклать.
Алла диплом илнĕ хыççăн Узбекистанра, Наманган хулинче, интернат-шкулта ачасене черченипе рисовани вĕрентме пуçăнать: тепĕр çулхине çавăнтах политехникумра ĕçлет. Часах ăна салтака илеççĕ, хĕсметне вăл отделени командирĕ пулса ирттерет. Çартан таврăннă хыççăн темиçе çул хушши тăван районĕнче тĕп архитектор пулса тăрăшать, куçăн мар /заочно/ майпа СССР Писательсен союзĕн Мускаври А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтне поэзи уйрăмне вĕренме кĕрет, пултарулăхне паллă вырăс поэчĕн Владимир Цыбинăн семинарĕнче туптать. Çав вăхăталлах Шупашкара пурăнма куçать, малтан икĕ-виçĕ çул хушши Чăваш телевиденийĕнче корреспондент пулса ĕçлет, тăтăшах республикăри ял-хулана тухса çÿрет: каярахпа Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче — тĕп художник, 1988 çултанпа — «Ялав» журналăн илемлĕх /художественнăй/ редакторĕ, 1990 çултанпа вара — «Пике» журналăн тĕп редакторăн çумĕ /заместителĕ/ пулса ĕçлет.
1988 çулта Василий Эктеле СССР Писательсен союзне йышăнаççĕ. Ку çамрăк çыравçăшăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă, мĕншĕн тесен ун чухне Писательсен союзне кĕресси калама çук йывăр пулнă, нумай-нумай ала витĕр тухма тивнĕ. Союза илме ыйтса заявлени памашкăн та сахалтан та икĕ-виçĕ сумлă кĕнеке кирлĕ пулнă. Кĕнекине вара ун чухне патшалăх издательствинче кăна кăларма май пулнă, хальхи пек харпăр издательствăсемпе типографисем пулман. 1992 çултан пуçласа, чи-чи пăтравлă вăхăтра, «писатель» тенин сумĕпе пĕлтерĕшĕ курăнмаллах йăшма, литература ĕçĕн тÿлевĕ хăй хакне сисĕнмеллех çухатма пуçланă саманара, Эктел тĕппипех литература ĕçĕпе пурăнма тытăнать.
Ку вăхăталла вăл художниксен пултарулăхĕ пирки те хаçат-журналта нумай-нумай статья çырса пичетлет. Литературăна илсен, 1990-мĕш çулсенче, вăл ытларах та ытларах прозăпа эссеистика енне сулăнать. Нихăçан та лăпкă пурăнайманскер 1999 çулта «Калем» издательство йĕркелесе ярать, чăваш çыравçисен 100 ытла кĕнекине кун çути кăтартать, вырăсла «Литературная Чувашия» журнал кăларса тăрать. Раççейри литература фончĕ ăна хăйĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн директорне лартать. Çав çулах ăна Чăваш художникĕсен союзне йышăнаççĕ, 2001 çулта вара правлени председательне суйлаççĕ. Çыравçăн пиччĕшĕ Петĕр Лаштай журналист асаилĕвĕсенчен Эктел ку вăхăтра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ырми-канми ĕçлени курăнать.
2004 çулхи хура кĕркунне, хăйĕн çăмăл машинипе Нурлат тата Тольятти тăрăхĕнче пурăнакан çыравçăсем патне вĕсен Шупашкарта пичетленнĕ кĕнекисене леçме кайсан, каялла таврăннă чух пăрлă çумăр çăвакан çул çинче Эктел тытса пынă «Жигули» çул хĕрринчи пысăк канава çаврăнса ÿкет. Аманнă водитель ура çине тăраймасăр çавăнтах çĕр каçать. Çакăн хыççăн çыравçă чире каять, темиçе хутчен те больницăра сипленет, анчах сывалса çитеймест, 2005 çулхи çурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Хăйĕн кăмăлне кура ăна тăван ял масарне пытараççĕ.

* * * 

Литература тата общество пурнăçне хăть те хăçан та хастар хутшăннăскер, Эктел пурнăçра та, хаçат-журнал страницисенче те чĕрре кĕрсе тавлашма юрататчĕ, хăйĕн шухăш-кăмăлне яланах уççăн та çивĕч калатчĕ. Акă мĕнлерех хаклать Эктелĕн çак енне Атнер Хусанкай литература критикĕ «Сидоров-Эктел Василий Петрович» буклетра: «Хăй вăхăтĕнче унпа тавлашаттăмăрччĕ. Ÿнерпе сăмахлăх тивĕçĕсем пирки пирĕн шухăшсем расна пулнă тен. Анчах çав расналăх чĕрĕ, аталанакан культурăра кирлĕ те. Вăл пулмасан кичемлĕх пусать пирĕн ăс-хакăла. Енчен те Эктел Ваçлейĕ хăйне евĕр чăвашла архаист пулнă пулсан, эпĕ хама хальхи модернист е постмодернист тесе шутлатăп. Хирĕçÿлĕхсем час-часах çывăхарах тăраççĕ пĕр-пĕрин патне. Вĕсем аталанмашкăн кирлĕ. Аваллăх ахрăмĕ те, çĕнетÿ те кирлĕ пире. Чăвашлăх пурне те йышăнать. Ăс-хакăл культуринче Эктелĕн ячĕ нихăçан та манăçмасть».
Чăн та, чăваш литературинче Эктел ячĕ манăçманни курăнсах тăрать. Акă, сăмахран, унăн «Лили» кĕнеки Чăваш наци библиотеки 2015 çулта хатĕрленĕ «Чăваш Ен литература уçлăхĕ: вуласа тухмалли 100 кĕнеке» электронлă коллекцие кĕме тивĕç пулчĕ. Чĕмпĕр хулинчи «Содружество» библиотека вара çак кĕнекене «20 чи лайăх чăваш кĕнеки» списока кĕртрĕ. Чăваш Республикин Л.Н. Толстой ячĕллĕ ятарлă библиотеки вара 2017 çулта Эктелĕн «Юрату урокĕсем» повеçне куç курманнисем валли, сасăпа вуласа «Калаçакан кĕнеке» ярăмра кăларчĕ. Çамрăк çыравçăсен Чăваш наци библиотеки çумĕнче пуçтарăнакан «Варкăш» клубĕ хăйĕн 2018 çулхи пĕрремĕш ларăвĕнче «Лили» повеçе сÿтсе яврĕ.
Куратпăр ĕнтĕ, Василий Эктелĕн пĕтĕм пултарулăхĕнчен паянхи вулакансене чăн малтанах унăн «Лили» повеçĕ тата çав ятлă кĕнеки кăсăклантарать. Мĕншĕнни те паллă ĕнтĕ: «Лили» — чăваш прозин эротикăллă чи паллă хайлавĕ, хăй вăхăтĕнче ăна усал сăмах каласа вăрçакан та, хавхалануллă ырă сăмахпа хÿтĕлекен те сахал мар пулчĕ (Василий Эктелĕн юрату юррипе турри. Хаклав)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.