Комментари хушас

12 Раштав, 2013

Ачасен чун-чĕринче - вăрман

Муркаш районĕнчи Юнкăри вăтам шкулта вĕренекен ачасене экологи пĕлĕвĕ парассине шкул вăрманлăхĕн ĕçĕпе çыхăнтаратпăр.

Вĕсене тăван тавралăха хÿтĕлеме яланах хутшăнтаратпăр. Ачасем шкул таврашĕпе картишне тирпейленĕ, хунав лартнă, эмел курăкĕ, çырла, вăрă пуçтарнă, хĕлле вĕçен кайăксене апатлантарнă, çут çанталăка упрассишĕн ытти ĕç пурнăçланă. Совет тапхăрĕнче пионер дружинипе комсомол организацийĕ 7-9 классенче пĕлÿ илекенсене "Симĕс патруль" ушкăна пĕрлештернĕ. 2003 çулхи кăрлач уйăхĕнче шкул çумĕнче С.М.Михайлов ячĕллĕ вăрманлăх йĕркелерĕмĕр. Етĕрне вăрманлăхĕн специалисчĕ 5-10 классенче пуху ирттерчĕ, сăмах каларĕ. Пире Янăм вăрманлăхĕн лаптăкĕнче Юнкă шкулĕн вăрманлăхне йĕркелеме ирĕк пачĕç. Ăна 22-мĕш квартала çирĕплетрĕç. Çуллен унăн ертсе пыракан органне çĕнететпĕр. Пĕлтĕр Сăнав вăрманлăхĕ шкул вăрманлăхне хăйĕн "çуначĕ" айне илчĕ.

Ачасене тĕпчев йĕркелеме Ильинка вăрманлăхĕн Шупуç картунĕн 51-мĕш кварталне уйăрчĕç. Унта кайса çÿренĕ чухне вĕренекенсене Анатолий Касьянов вăрманçă пулăшсах тăчĕ. Ĕçе 5-11 классене явăçтаратпăр. Чи хастаррисен йышĕнче 15-ĕн. Хальхи вăхăтра вĕсене Марина Хошкина ертсе пырать. Д.Шурнеев, Н.Селюшкин, К.Тепеев, К.Яндараева, С.Яргунькин, Л.Чернова, А.Краснов, Л.Романов, Л.Игнатьева, Д.Никитин, И.Шандимирова, В.Ястребов, В.Якимова, И.Романов мастерсем шутланаççĕ. Вĕренÿ çулĕнче вăрман хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусемпе пĕлÿ пухаççĕ. Çулла пире çирĕплетнĕ квартала çитсе ботаникăна, зоологие, гидробиологие, вăрман ĕçне, йывăç лартассине тишкереççĕ. Район тата Чăваш Ен шайĕнчи конкурссенче çĕнтереççĕ. Сăмахран, Юнкăсем шкул вăрманлăхĕсен республика слетĕнче ăмăртса пĕрремĕш вырăна пиллĕкмĕш хут тухрĕç. Унăн çĕнтерÿçи Мария Сытина 2010 çулта Раççей Президенчĕн 30 пин тенкĕлĕх стипендине тивĕçрĕ. Екатерина Федоровăна та, кăçал республикăн вăрман олимпиадинче чи малти вырăна тухнăскере, Раççей Президенчĕн стипендийĕпе чысларĕç. Шкул команди 2012 çулта çамрăк экологсен пĕтĕм Раççейри слетне хутшăнчĕ. Е.Федорова каллех ăнăçлă ăмăртрĕ: зоологипе 22 ушкăнри конкурсантсемпе тупăшса тăваттăмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Виççĕмĕшне тухма ăна пĕр балл çеç çитмерĕ. Çапах тĕпчев ĕçĕ çырса çĕнтерчĕ. Çакна шута илсе ăна Раççей командине илчĕç. Çурла уйăхĕнче Катя Карелире пулчĕ. Раççей тата Беларуç командисем ăмăртрĕç. "Вĕçĕ-хĕррисĕр экологи" слетра хĕр ача виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Кăçал М.Сытина районта йĕркеленĕ "Ексельшор-2013" ăслăлăх фестивалĕнче, пĕтĕм Раççейри XIX Атăлçи экологи конференцийĕнче, "Симĕс Çĕр чăмăрĕ-2013" экологи форумĕн республикăри конкурсĕнче малти вырăнсене йышăнчĕ.

Шкул ачисем çуллен "Йывăç ларт та пăхса çитĕнтер", "Вăрман аптеки", "Шкул клумби" акцисене хастар хутшăнаççĕ. Шкул питомникĕ хыврăмăр. Çуркунне Юнкă юхан шывĕн сулахай çыранне хăлтă-халтăран тасатрăмăр. Юпа уйăхĕнче Шупашкар-Кăпас автоçул хĕррине 196 хурăнпа çăка хунавĕ лартрăмăр. Кăçал вĕренекенсем шăнкăрчсем валли 25 вĕлле турĕç, шкул таврашĕнчи йывăçсем çине вырнаçтарчĕç.

Утă уйăхĕнче "Заповеднике илсе çитерекен çул" экспедици йĕркелерĕмĕр. Унта шкул вăрманлăхĕн тата экологсен республикăри слечĕн çĕнтерÿçисене явăçтартăмăр. Вĕсем "Сăрçи" заповедникăн Елчĕкпе Патăрьел уйрăмĕсенче пулса курчĕç, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан республика шайĕнчи 8 палăкĕпе кăсăкланчĕç. Сăмахран, Кукша сăрт карьерĕнче 350 миллион çулти шапа хуранне тупрăмăр. Патăрьел районĕнче сăвăрсен пурнăçне сăнарăмăр. Республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ курăксене тĕпчесе пĕлтĕмĕр. Заповедникăн сыхлав ункинче шыв мăйăрĕ /ишекен рогульник/ е чилим тĕлне пултăмăр. Ăна Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Ачасемшĕн экспедици усăллă иртрĕ. Çĕннине нумай пĕлчĕç. Вĕсене тĕпчеве, çут çанталăка хÿтĕлеме, шкул вăрманлăхĕн ĕçне явăçтарни каярахпа професси суйласа илме пулăшать. Пирĕн вĕренекенсенчен 10-шĕ иртнĕ 5 çулта экологипе, биологипе, химипе тачă çыхăннă специальноçсене вĕрентекен факультетсене кĕчĕ. М.Сытина кăçал Атăлçи патшалăх техника университечĕн студентки пулса тăчĕ, вăрман хуçалăхĕ, экологи енĕпе пĕлÿ илет.

 

Татьяна ЕРМАКОВА,

Юнкă шкулĕн биологипе

технологи вĕрентекенĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.