Комментари хушас

2 Çурла, 2019

Шӑмӑршӑсем кайӑк-кӗшӗк какайне ытларах туса илесшӗн

Паян Шӑмӑршӑра районӑн 2019 ҫулти 6 уйӑхри социаллӑ экономика аталанӑвне тишкерчӗҫ. Ҫур ҫулта чылай ӗҫ тунине палӑртрӗ Шӑмӑршӑ районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов.

Владимир Васильевич пӗлтернӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑхӗ экономика аталанăвӗн тӗп секторӗ шутланать. Ҫуракине кӑҫал аван ирттернӗ, вырма ӗҫӗсене те кӗске вӑхӑтра, ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Районта иртнӗ ҫур ҫулта аш-какай туса илесси ӳснӗ, анчах сӗт сӑвасси чакнӑ. Ҫак ыйтӑва татса парас тӗллевпе фермерсем сӑвакан ӗне шутне ӳстерсех пыраҫҫӗ. Геннадий Макаров 130 пуҫ ӗне вырнаҫакан ферма туса пӗтерет. Александр Сатеев фермер вара кайӑк-кӗшӗкпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. 30 пин хур чӗппи илсе килнӗ кӑҫал вӑл. "Ку ӗҫе пуҫарни ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тума май парать. Эпир кайӑк-кӗшӗк какайне туса илессине ӳстересшӗн",- терӗ Владимир Васильевич.

Шӑмӑршӑ салине хӑтлӑхпа илем кӗртессипе те ӗҫлеҫҫӗ, урамсенчи ҫулсене ҫӗнетеҫҫӗ. 2019 ҫулта кунта 141 контейнер туяннӑ. Тата 314 илме палӑртаҫҫӗ. 11 ача-пӑча площадки тунӑ. Районта паян ҫамрӑк врачсем, юристсем, ҫӗнӗ йышши тракторпа ӗҫлеме пултаракан трактористсем кирлӗ. "Район малалла ҫирӗп утӑмсемпе утать. Ку пур сферӑра та палӑрать. Наци проекчӗсем те пурнӑҫланаҫҫӗ. Куна эпир Владимир Денисовăн докладӗнчен те туйрӑмӑр. Эпир наци проечӗсем епле вӑй илсе пынине хаҫатра куллен ҫутататпӑр. Район ертӳлӗхне те, кунта пурӑнакансене те пысӑк ӑнӑçусем, ҫитӗнӳсем сунатӑп",- терӗ ларӑва хутшӑннӑ "Хыпар" Издательство ҫурчӗн директорӗ Татьяна Вашуркина. Тӗплӗнрех "Хыпар" хаҫатӑн ҫитес кӑларӑмӗнче вуласа пӗлме май пулӗ.

www.hypar.ru