Хыпар 85-86 (27518-27519) № 02.08.2019
* Çĕр-çĕр çухрăмра вырнаçнă çĕршывра паллă композиторăн Анисим Асламасăн ачисемпе мăнукĕсем пурăнаççĕ. Вĕсем Чăваш Ене пĕрмай килсе çÿреççĕ, концертсемпе пултарулăх каçĕсем йĕркелеççĕ. Аслашшĕ-ашшĕн ĕçне тăсакансем кăçал та инçе çула кĕскетсе Шупашкара çитнĕ. Сăлтавĕ те пур: Анисим Васильевич çуралнăранпа утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче 95 çул çитрĕ.
Анисим Асламасăн ывăлĕ Алексей /1959-2017/ Ленинградри консерватори хыççăн 1993 çулта Чехие ĕçлеме кайнă. Тепĕр çултан унта çемйипех пурăнма куçнă. Алексей Анисимович Брно хулинчи наци театрĕнче, консерваторире тата музыка академийĕнче вăй хунă. Унăн мăшăрĕ Инна Игоревна каланă тăрăх, Чехире Анисим Асламасăн музыки янăрать. Концертсенче вырăс тата чăваш кĕвви-çеммипе паллаштараççĕ. Куракансене композитор çинчен кăна мар, Чăваш Ен пирки те каласа кăтартаççĕ.
— Анисим Асламасăн музыки хăйне евĕрлĕхпе уйрăлса тăрать. Халăх ăна лайăх йышăнать. Композитор халăх юррисене нумай пухнă. Юрăсем хайланă чухне вĕсемпе усă курнă. Асламас хайлавĕсем халăхăнни манерлĕ. Унăн кашни произведенийĕнче фольклор сĕмĕ пур. «Пашнар кĕввисене» уйрăмах кăмăллаççĕ. Анисим Васильевичăн мăнукĕсем Антонпа Алексей «Мăн асат-тесен юррисене» çĕнетсе шăрантарнă. Вăл гобойпа фортепиано валли чылай произведени çырнă. «Тăван ялта» /ача-пăча валли çырнă/, «Чăваш маршĕ» хайлавсене репертуара кĕртрĕмĕр, — терĕ композиторăн кинĕ.
Чехире çу уйăхĕнче Алексей Асламас- аслине асăнса концерт иртнĕ. Пултаруллă пианист çуралнăранпа кăçал 60 çул çитнĕ. Унта Анисимпа Антон Асламассен произведенийĕсем те янăранă. Европа кураканĕсем композитор 1959 çулта çырнă «Чăваш квартетне» те пĕрремĕш хут итленĕ. «Çав тери илĕртÿллĕ те илемлĕ музыка, вăл пурне те тыткăнлать. 60 çул каялла çырнă пулин те паянхи кун та çĕнĕ пек илтĕнет. Ăна тĕнчери чи паллă композиторсен хайлавĕсемпе пĕр шая лартма пулать», — терĕ Инна Игоревна. Чăваш композиторĕн кĕввине Прагăри П.Божковец ячĕллĕ квартет шăрантарнă. Алексей Асламас-кĕçĕнни шăпах çав коллективра ĕçлет. Квартета Чăваш Ене илсе килме ĕмĕтленеççĕ Асламассем. Вĕсем тăрăшнипех Брно хулинчи Раççей консульствинче концертсем час-час йĕркелеççĕ. Вĕсенче студентсемпе вĕрентекенсем чăваш, тутар, вырăс музыкине шăрантараççĕ. Консерваторире пĕлÿ илекен яшсемпе хĕрсем занятисенче чăваш композиторĕн произведенийĕсене кăсăкланса вĕренеççĕ.
Театра каймалли билет – чи сумлă парне
— Чехире музыкăна питĕ юратаççĕ. «Кашни иккĕмĕш чех музыкант» каларăш та пур. Ачаран юрлама, музыка инструменчĕсем калама вĕренеççĕ. Садикрех халăх юрри-кĕввине ăша хываççĕ. Унта ÿнер шкулĕ питĕ нумай. Профессионалсемсĕр пуçне музыкăна кăмăллакан коллективсемпе ушкăнсем те пур. Концерт залĕ те йышлă. Кашни хуларах темиçе театр ĕçлет. Чехи халăхĕ театрсене пĕрмай çÿрет. Театр юлташсемпе, тăвансемпе, çывăх çынсемпе тĕл пулмалли вырăн пулса тăнă. Чехире чи сумлă парне — театра е концерта каймалли билет.
Чехире музыка инструменчĕсем калама юратаççĕ. Калăпăр, цымбал — хĕлĕхлĕ инструмент — ăруран ăрăва куçса пырать. Кашни килте тенĕ пекех фортепиано пур. Концертсенче инструмент каласа музыка янăраттараççĕ. Ĕçкĕ-çикĕре е уявра кăна мар, пушă вăхăтра та алла илеççĕ вĕсене. Оркестр чылай. Çакнашкал ушкăнсем кашни клуб çумĕнче пур. Халăх юрри-кĕввине те юратаççĕ чехсем.
Антон Асламас каланă тăрăх, Чехи çамрăкĕсем рэпа уйрăмах кăмăллаççĕ. Ялсенче халăх юррисем анлă сарăлнă, кашни уявра юрлаççĕ-ташлаççĕ. Халăх юррисенчен ытларахăшĕ савăнăçлă. Ĕлĕк, 18-19-мĕш ĕмĕрсенче, хурлăхли чылай пулнă. Çамрăксем те театра юратаççĕ, ушкăн-ушкăнĕпе çÿреççĕ. Ача-пăча театрĕсем те пур. Театра кайни вĕсемшĕн уявпа танах — хитре тумланаççĕ. Унта вĕсем чунпа канаççĕ, юлташсемпе курнăçаççĕ. Театрсене арçынсем ытларах çÿреççĕ.
Чехире те халăха хумхантаракан ыйту нумай. Ачасене ÿстерессипе, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă ыйтусем малти вырăна тухса тăраççĕ. Чылайăшне шалу тивĕçтермест, пенсионерсем те лайăх пурнăç кĕтеççĕ. Чехи пĕчĕк юхан шывсемпе пуян, çавăнпа вăйлă çумăр çусан шывсем çырантан тухаççĕ. Уйрăм çынсемпе политиксене шута илмесен, чехсемпе вырăссен çыхăнăвĕ аванах. Раççей культурин кунĕсене час-час ирттерме тытăнчĕç.
— Чехире вырăс чĕлхи патшалăх чĕлхи шутланнă. Шкулта вырăс чĕлхи иккĕмĕш экзамен пулнă. Анчах каярахпа самана улшăнчĕ, кĕнекесене çÿп-çап куписене пăрахатчĕç. Библиотекăсем пушаннăччĕ. Телее, юлашки çулсенче лару-тăру лайăхланчĕ. Кĕнекесем кăларма тытăнчĕç. Вырăсла ирĕклĕнех калаçатпăр. Чехире словаксем, венгрсем, украинсем, чикансем, вьетнамсем пурăнаççĕ. Вырăс студенчĕсем Чехие вĕренме пыраççĕ. Чехире «Вилĕмсĕр полк» виççĕмĕш хут иртрĕ. Анисим Асламас сăн ÿкерчĕкне йăтса урама тухатпăр. Вăл вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă. Кунта та Çĕнтерÿ кунне паллă тăваççĕ. Асăну каçĕсем ирттереççĕ. Пирĕн хулара Совет салтакĕн палăкĕ те пур. Ун умĕнче митинг иртет, чечек хураççĕ, — пĕлтерчĕ Инна Асламас (Аякри Чехире Асламас хайлавĕсем янăраççĕ. Андрей МИХАЙЛОВ)
* Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн самана улшăнчĕ. Вырăнти влаç социаллă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлессе кĕтнĕччĕ. Анчах яланах эпир шухăшланă пек пулса пымасть.
Икĕ çул каяллах ялти клуб çи виттине çĕнетесси пирки ыйту хускатнăччĕ. ЧР Культура министерствипе район администрацийĕ 2017-2018 çулсенче клуба юсама палăртнă тесе пĕлтернĕччĕ. Шантарнă кайăк йăвара пулмарĕ — лав çаплах вырăнтан хускалмасть. Ирĕксĕрех çапла шухăшлатăп: пирĕн тăрăхри çынсене те манăçа тухакан ялсем пекех шутран кăлараççĕ-ши?
Ял çыннисене кирлĕ таварсемпе куллен тивĕçтерекен лавкка, фельдшерпа акушер пункчĕ, клуб, пушанса юлнă шкул çурчĕ, таса шыв сечĕ, выльăх ĕрчетнĕ 5 вите, çул-йĕр — пĕтĕмпех эпир вăй питти чухне тунăскерсем. Депутатсене панă наказсене пурнăçласа лартнă вĕсене. Унтанпа вара килсене «кăвак çулăм» кĕртнисĕр, ялăн тĕп урамне 400 метра майлă вак чул сарнисĕр пуçне çĕнни нимĕн те çук.
Стенисем ишĕлсе аннă пĕлÿ çурчĕ умĕпе кунсерен чуна ыраттарса иртетĕп. Тимлĕх уйăрмасан юнашарах вырнаçнă культура вучахне те çакнашкал шăпа кĕтет-тĕр. Кăçал ял тăрăхĕн отчет пухăвĕнче клуба юсас ĕçе çитес çула хăварнине пĕлтĕмĕр. Ыйтăва пухусенче 6-мĕш çул çĕклетпĕр. Вырăнти администраци пуçлăхĕ çулленех: «Çитес çулта пулать», — тесе сăмахпа тăрантарать.
Уй-хир е ферма ĕçченĕ-и вăл — ĕç хыççăн тантăшĕсемпе тĕл пулма клуба васкать. Çамрăксем дискотекăра канса тепĕр кун каллех производствăра тăрăшма вăй пухаççĕ. Хăшĕсем кунтах паллашса çывăхланаççĕ, туслăх хĕрÿ юратăва куçсан мăшăрланаççĕ. Сахал-и ырă тĕслĕх? Клуб пулман çулсене лайăх астăватăп. Пурнăç чĕрĕлĕхĕ, интересĕ çук пек туйăнатчĕ. Культура вучахĕ аякри ялсенче пурăнакансене те, ватти-вĕттине те пĕрлештерет. Савăнăç кÿрекен учреждени çурчĕ пулса тăнине ялта пурăнакансем пурте лайăх астăватпăр. Çавăнпа вăл пире питĕ кирлине лайăх пĕлетпĕр. Ăна арканса кайма парас марччĕ, васкасах юсасчĕ. Ял тĕрекĕ пулмалли çамрăксем юлманран шур сухалсемпе кинемейсем çеç тăрса юлтăмăр. «Ватăсем кама кирлĕ?» — теççĕ-ши вырăнти пуçлăхсем. Клуба çавăнпа юсасшăнах мар пулас. Ăна тытса тăма тăкакĕ пухăнатех ĕнтĕ. Çут çанталăк газĕшĕн, электроэнергишĕн, заведующипе тирпейлесе тăраканшăн. Çаксене те шута илнĕ пулĕ. Пирĕн, ватăсен, ялта çирĕп тĕпленнисен, ниçта тухса кайма та майсем çук. Тепĕр тесен, эпир хамăр вăхăтра патшалăхшăн нумай тăрăшнă. Канлĕ ватлăха тухăçлă ирттерме майсем туса памаллах ĕнтĕ. Культура çуртĕнче концертсем пăхма, пухусем ирттерме май пултăр. Тĕл пулса калаçса ларни те темрен паха. Юрлама, ташлама хевте пĕтмен-ха (Ялта клуб кирлех)
* Хăйне «рак» диагноз лартнине Шупашкарта пурăнакан Евгения 25 çулта пĕлнĕ. 25 çул… Пурăнма кăна пуçланă темелле. Ăçтан тупăннă çап-çамрăк организмра усал шыçă? Ураран ÿкерме пултаракан хыпара илтсен те Евгения çухалса кайман, алă усман — çирĕп тĕллев лартнă: «Хĕрĕме ура çине тăратмалла, чире парăнма юрамасть». Çапла тунă та.
— Янах айĕнчи тĕвĕллĕ шыççа /вырăсла: узловой зоб/ пула эндокринолог тухтăр патĕнче сипленеттĕм. Анчах Чăваш Енре йод çителĕксĕррипе аталанакан чир кĕçех иртсе каясса шанаттăм. Унран та хăрушă чир тупса палăртасси пирки эпĕ шухăшлама та пултарайман. Шупашкар хулин тĕп больницинче ĕçлекен Лариса Панкова эндокринолог пĕррехинче, 2011 çулхи юпа уйăхĕнче, анализсем иккĕлентернине пĕлтерчĕ, Республикăри онкологи диспансерне кайса врачпа канашлама направлени çырса пачĕ.
Онкологи… Хăй сăмахех питĕ шиклентерет. Ятарлă больницăна кайса сывлăха тĕрĕслеттерме те вăй самай кирлĕ. Хама алăра тытрăм. «Нимĕн те ыратмасть, ăçтан рак пулма пултартăр-ха?» — лăплантартăм хама. Диспансера çитрĕм. Унта мана лайăх йышăнчĕç, кирлĕ анализсем, пункци илчĕç. Анчах, шел те, диагноз çирĕпленчĕ: щит евĕрлĕ парăн /вырăсла: щитовидная железа/ усал шыççи. Кун пирки каласанах аптăраса ÿкрĕм: мĕнле-ха капла? Йăхра ку чирпе никам та нушаланса курман, вăйлă стресс та тÿссе ирттермен… Усал чир хăй пирки систермест иккен, ятарлă анализсем парса тĕрĕслеттермесен вăл аталаннине сиссе ĕлкĕрме те çук.
Унччен те пулмарĕ — куç умне çулталăк çурăри хĕрĕм тухса тăчĕ. Ăна çуратни, вăл пирвайхи хут йăл кулни, çаврăнса выртма, упаленме, утма хăнăхни… Амăшĕшĕн унран та ытларах савăнăç мĕн пур-ши? Шăла çыртса хама хам тупа турăм: ÿснĕ май ачана амăшĕ тата ытларах кирлĕ, хĕрĕме пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлармаллах. Эпĕ пуçа уссан ăна кам ÿстерĕ, амăшĕн ăшшине кам парĕ?..
Чир пирки никамах та пĕлмен
Юрать, халĕ медицина вăйлă аталанать. Тăван хуламăрти диспансерта сипленме вăхăта тăсмасăр илчĕç. Операцие тĕплĕн хатĕрлерĕç, анализсене черетлĕ хут илчĕç, система ярса организма вăй пачĕç. Онколог-хирургсен ушкăнĕ щит евĕрлĕ пара касса илчĕ. Операци хыççăн та мана тимлĕхсĕр хăвармарĕç: тухтăрсем, медсестрасем килсех тăчĕç. Сиплекен тухтăр лăплантарчĕ, чиртен тĕпĕ-йĕрĕпех хăтăлма май пуррине пĕлтерсе савăнтарчĕ: «Санăн усал шыççуна малтанхи тапхăрта асăрханă, сывалăн, йăлтах йĕркеллĕ пулĕ», — лăплантарчĕ вăл. Щит евĕрлĕ парăн усал шыççи те тĕрлĕрен пулать-мĕн, манăнни пекки чухне химиотерапи те, пайăрка терапи те палăртмаççĕ.
Çывăх çыннăмсенчен анне пырса хавхалантарчĕ. Аякри хулара пурăнакан хĕр тусăм эпĕ больницăра выртнине пĕлсен шăнкăравласах тăчĕ, кирлĕ пулсан укçа- тенкĕпе пулăшма хатĕррине систерчĕ. Хамăн чир пирки эпĕ урăх никама та каламан. Манăн шухăшпа, çывăх мар тăвансене, пĕлĕшсемпе ĕçтешсене кун çинчен пĕлтерме васкамалла мар. Хăлхине кĕрсен вĕсем пĕрех сан çине урăхларах — кам хĕрхенсе, кам шикленсе — пăхĕ. Тепĕр тесен, çынсен хăйсен те йывăрлăхĕ, татса памалли ыйтăвĕ темĕн чухлех. Аннене те эпĕ тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартман, пăшăрхантарасран, куççульлентересрен асăрханаттăм, пĕтĕмпех ăшра тытаттăм. Çакна кирек кам та тума пултарать — кăмăла çеç хытармалла («Манăн хĕрĕме ура çине тăратмалла». Усал шыççа пĕрех парăнтарнă çамрăк амăшĕ)
* Тарье аппа çав тери тирпейлĕ кинемей. Эпир пынă чухне вăл çемçе пукан çинче тап-таса çи-пуçпа, шупка тутăрпа, чăлт шурă çăм нускипе ларатчĕ. Чĕрçи çинче юратнă кушакĕ Мурзик мăрлататчĕ. Çав тери туслă вĕсем, пĕрлех çывăраççĕ. Хушăран кушакĕ ватă çын çинче меллешсе, тăсăлсах выртать… Халăхра: «Питри чипер пĕтет, чунри ĕмĕре юлать», — теççĕ пулин те Дария Михайловнăн сăн-пичĕ яках. Пĕркеленчĕк те сахал. 105 çулта тесе калаймăн. Çав вăхăтрах черченкĕ, тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, сăпайлă хĕрарăмăн шăпи пĕрре те çăмăл пулман.
Дария Михайловнăн хăлхи хытăрах пулнăран хăйĕн пирки питех каласа кăтартаймасть. Çавăнпа мана унăн хĕрĕпе Елена Арсентьевнăпа кĕрĕвĕ Николай Петрович, пĕртăванĕн Трофимăн ывăлĕсем, Комсомольски районĕнчи Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Анатолипе Василий Лисинсем нумай пулăшрĕç. «Тарье аппа Каçал тăрăхĕнчи Хирти Шăхасанта ултă ачаллă çемьере çитĕннĕ. 1921 çулта вĕсем çунса кайнă. Пÿртне Ыхраçырмисем туса кăна пĕтернĕ, ĕç хатерĕсене илсе кайма та ĕлкĕреймен. Ялта пушар тухнă та пĕр урам, 27 кил, кĕле çаврăннă. Асатте мунчаран çарамасах чупса тухнă, анчах хуçалăхне упраса хăварайман. Вĕсене, нимсĕр юлнăскерсене, пĕри Çĕпĕре чĕннĕ. Хайхи асаттепе асанне, вĕсен ачисем Георгий, Герасим, Трофим, Палюк, Тарье, Варкка Хусана çитнĕ. Анчах унта пурте ларса каяйман. Асатте пĕрех меслет тупса тавар турттаракан пуйăспа икĕ ачине Иркутска илсе çитернĕ. Асанне ытти ачипе яла таврăннă. Килнĕ те — кил вырăнĕ кăна, çурт çук. Выçлăх тата. Мĕн тумалла? Тарье аппа ун чухне çиччĕре кăна пулнă. Вĕсем çын патĕнче хÿтлĕх тупнă. Анчах çынна кансĕрлесе нумай пурăнайăн-и? Каярахпа вĕсем пĕчĕк пÿрт лартма вăй çитернĕ. Ăна хам та астăватăп. Асатте шкулта пĕр кун та вĕренмен, ачисене те яман. «Ĕçлемелле!» — тенĕ. Тарье аппа хутла вĕренеймен. Каярахпа, чылай çул иртсен, ялти учительница ăна киле пырсах сас паллисене паллаттарнă, алă пусма хăнăхтарнă», — каласа кăтартрĕ Анатолий Лисин.
Дария Лисинăна 1936 çулта Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи вĕреннĕ йĕкĕте Арсентий Калинникова тупса панă. Çирĕп, тăн-тăн пурăннă вĕсем. Çунса кайнă пулин те ура çине тăма пултарнă. Пуян пурăнаççĕ тесе çуртне сÿтсе кайни те пулнă. Пĕрех хуçăлман вĕсем. Ытларах ĕçлеме тăрăшнă. Тарьене туйлах, юлан утсемпе пырсах, качча илсе килнĕ. Туй халăхĕпех тăванĕсем патне кĕрсе савăнса тухнă. Шел те, Калинниковсен арлă- арăмлă пурнăçĕ нумая пыман, 1938 çулта Арсентий салтака кайнă. Ун чухне çамрăк арăмăн çие юлнă. 1938 çулта Вера çуралнă. Аслашшĕпе асламăшĕ уйрăмах хĕпĕртенĕ çĕнĕ кайăкшăн. Упăшки Совет-финн вăрçинче, унтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă.
Вăрçă кĕрлесе иртсен те мăшăрне кĕтсе илеймен шанчăкне çухатман хĕрарăм. Вăл чĕрех иккенне туйнă Тарье. Ир те каç кĕтнĕ ăна. Пилĕк çултан чиперех таврăннă мăшăрĕ. Анчах Чулхула облаçĕнче Арсентин тепĕр арăм пулнă. Çумăр çăвас умĕн хура пĕлĕт айĕнчен хĕвел самантлăх курăнса илнĕ пек кăна пулнă Тарье аппан савăнăçĕ. 12 çул кĕтсе пурăннă упăшка унпа пĕрле ялта юлман, аякра вырăс майри патнех тухса кайнă. Чăваш хĕрарăмĕ пек чăтăмли пур-ши çак çĕр çинче? Эрĕм тутиллĕ хыпара илтсенех чун тĕпĕнче кÿренсен те каçарать вăл. Вăрçăнмасть, макăрмасть. «Тепĕр тесен, чĕрĕ-сывах юлнă, пире те пăрахмĕ», — лăплантарнă хăйне. Тăхăр уйăхран çут тĕнчене Лена килнĕ. Юратнă кинне хуняшшĕпе хунямăшĕ пулăшса пынă. Малалла пурăнма хавхалантарса тăнă. Тăван ашшĕ- амăшĕ вырăнĕнчех пулнă. «Çак вырăнта яланах пÿрт тулли ача-пăча пултăр, вучах нихăçан та ан сÿнтĕр», — тесе пил парса хăварнă.
«Астăватăп-ха: пĕррехинче аттепе майри кунта килсе пĕр уйăх пурăнса кайрĕç. Анне ун чухне кăштах кăмăлсăртарах пулчĕ. «Ан шавла, хăв айăплă. Чĕннĕ чухне упăшкупа мĕншĕн кайман?» — терĕм ун чухне. Хăй вăхăтĕнче атте аннене Балахна хулине темиçе те чĕннĕ. Анчах анне пĕрре качча килнĕ çурта пăрахса каяс темен. Хăйне хисеплекен ял-йышран та уйрăлас килмен унăн. Те пылак, те йÿçĕ унти пурнăç? Хунямăшĕпе хуняшшĕне епле пăрахса хăварăн тата?» — калаçу çăмхине сÿтрĕ хĕрĕ Елена Куракова (Кĕтÿ хăвалама çветтуй шыв сапса кăларнă. Хуняшшĕпе хунямăшĕн пилĕ кинĕн ĕмĕрне вăрăмлатать)
* Лапсартан пуçласа Чулхула çул çаврăнăçне çитичченхи сыпăкĕнче кану кунĕсенче яланах «пăкă». Тĕп автоçулăн çак пайне темиçе çул каялла кăштах сарса çĕнĕрен асфальт сарнăччĕ. Анчах «кăш-тах» тенипех ыйтăва татса пама çук. Трасса сарлакăшĕ çав-çавах тивĕçтермест. «Проект экспертиза витĕр ăнăçлă тухасса, подряд организацийĕ ĕçе пуçăнасса кĕтетпĕр», — терĕ Владимир Павлович. Кун çинчен Мускав лайăх пĕлет. «Пăкă» ыйтăвĕ федераци пулăшăвĕпе 2024 çулччен татăлатех. Çав вăхăта кĕтсе илмелле.
Ишлейре спорт комплексĕ тумалли çинчен халăх пĕрремĕш çул анчах мар ыйту хускатать. Тĕрĕссипе, Кÿкеçре пур-ха вăл, анчах унта çитме чăрмавлă. Лапсар поселокĕ çывăхĕпе иртмелле. Тата Ишлей сали самаях пысăк. Хăй вăхăтĕнче район центрĕ шутланнă. Ыйту ăнсăртран мар çуралнине чылай сăлтавпа çирĕплетме пулать. «Ишлейре спорт комплексĕ кирлех, — килĕшрĕ Владимир Димитриев. — Проект хатĕр, экспертиза витĕр тухнă, анчах укçа-тенкĕ ыйтăвĕ татăлман. Çитес çулхи плана кĕртеççех пулĕ тетпĕр».
«Мăн Карачурара шкул тăвасси пирки çакна каламалла, — ăнлантарчĕ малалла район администра-цийĕн пуçлăхĕ. — Икĕ пинмĕш çулсенчех янă никĕс юрăхсăра тухнă, ăна пăсмалла кăна. Тепĕр тесен, вăл ку чухнехи пулас шкул çурчĕ валли мар. Ăна 180 ача вĕрентмелĕх тесе палăртнă. Паянхи кун вара вĕренекен çавăн çурри чухлĕ те çук. Çавăнпа проекта çĕнетмелле. Унпа килĕшÿллĕн пуçламăш шкул тăвас тетпĕр» («Ишлейре спорт комплексĕ кирлех»)