Комментари хушас

31 Утă, 2019

Хресчен сасси 28 (2767) № 31.07.2019

* Пĕрремĕш хут эпĕ Патраклăсене 2008 çулта Нурлатри Уявра курнăччĕ, фото ÿкернĕччĕ, ячĕсене те çырса илнĕччĕ, тĕлĕннĕччĕ: ăçтан-ха капла чăваш ячĕсемпех тесе. Унтанпа 11 çул иртсе кайрĕ. Халь тин вĕсем патне кайса куртăм.

Патраклăри Учук
Тутарстанри Эльмет районĕнчи Патраклă ялĕ /вырăсла — Старое Суркино, ĕлĕкхи хăш-пĕр документсенче Суркино Батрак тенĕ – Патраклă сăмаха вырăсла Батрак тенĕ/ 1670-1680 çулсенче пуçланса кайнă. Ватăсем каласа панă тăрăх, Сĕрке ятлă çын кунта куçса килнĕ хăйĕн кил-йышĕпе: тăхăр ывăлĕ пулнă унăн тата пĕр хĕрĕ — Матрÿне. Çавсем ял пуçласа янă. Вĕсем кунта тĕне кĕртесрен тарса килнĕ. Чăваш пулса юлас, чăваш тĕнĕпе пурăнас тесе.
Патраклă Кама леш енче /Закамье/ Пĕкĕлмепе Пелепей сăрчĕ /Бугульминско- Белебеевская возвышенность/ çинче, Кăвак çырмин /река Кувак/ бассейнĕнче, Эльмет /Альметьевск/ хулинчен çирĕм сакăр çухрăм кăнтăр-хĕвел анăç еннелле вырнаçнă.
Тутарстанри Эльмет районĕнчи Патраклă ялĕнчи чăвашсем халĕ те учук ирттереççĕ. Учук /уйÇчукĕ – «полевое моление»/ – чăвашсен ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕрке. Ăна тыр-пул ăнса пултăр тесе ирттереççĕ. Çÿлти Турăран – Патраклăсем ăна Турпапай теççĕ – çитес çулчченхи тыр-пулччен пурăнма, кив тырăпа çĕнĕ тырра сыпăнтарма, тыр-пул çитĕнтерме пар тесе кĕлĕ туса чÿклесе ыйтаççĕ. Авалтан килекен йала-йĕркене кунти чăвашсем çирĕп тытса пыраççĕ: хисеплĕ ватăсенчен ăша хывса вĕренсе пырса хăйсенчен çамрăккисене вĕрентсе пыраççĕ. Çак йăла-йĕркене тытса пыма, фестивале йĕркелеме, халĕ Тутарстан Республикин Чăваш наципе культурин автономийĕн Эльмет районĕн ертÿçи Инна Ивановна Альмукова-Лисина питĕ тăрăшать, нумай вăй хурать. Вăл хăйĕн районĕнчи чăвашлăха, чăваш пурăнакан хуçалăха лайăх енĕпе кăна кăтартса 2007 çулта Пĕтĕм Раççейри «Муниципалитетăн чи лайăх служащийĕ» конкурсăн лауреачĕ пулнă.
Кăçал та Патраклăра Кама леш енчи /Закамье/ Тутарстан Республикин чăвашĕсен XIII-мĕш «УЧУК» уçă фестивалĕ иртрĕ /XIII Открытый фестиваль чувашей Закамья Республики Татарстан «УЧУК»/. Унпа пĕрлех унта июнь уйăхĕн 28-30-мĕшĕсенче Тутарстанри чăваш ачисен форумĕ иртрĕ. Шăпах çамрăксене чăвашсен авалхи йăли- йĕркисене вĕренсе пыма йĕркеленĕ ăна. Çамрăксем вун икĕ ху-ранпа учук пăтти пĕçернĕ çĕре те хастар хутшăнчĕç.
Учук пуçламăшнех курма ирхине ултă сехетех çитмеллеччĕ. Ялăн хĕвел тухăç енче, сăрт çинче, пысăк йывăç патĕнче учук вырăнĕ. Эпир çитнĕ çĕре кунта учук пăтти пĕçерме вун икĕ хуран хатĕрлесе хунăччĕ ĕнтĕ. Кăшт аяккарах кăкарса хунă ула вăкăр тăратчĕ. Ăна чÿк тума илсе килнĕ кунта. Кĕлĕ туса, шыв сапса силлентерсе пусрĕç ăна. Çав ашпа вун икĕ хуран пăтă пĕçерчĕç. Пу-хăннă пĕтĕм халăха çитерчĕç пăттине. Вăхăтлăх çăл куç та кунĕпех ĕçлерĕ учук кунĕ – выльăх пусса апат пĕçерме шыв нумай кирлĕ. Çăл куçĕн ячĕ те пур – Учук. Выльăх /вăкăр/ пусакансем те, пăтă пĕçерекенсем те, кĕлĕ тăвакансем те /кĕлĕ тăваканни тата ăна пулăшаканни/ пурте чăвашла тумланнă. Пурте чăвашсем. Ялĕпех чăвашла калаçаççĕ.
Кăçал кĕлĕ тăваканни ялти хисеплĕ çын Галина Тимирбаевна /Тимофеевна/ Биквова. Унччен маларах ялти чи ватă çынсенчен пĕри – тăхăр вун пилĕк çулти Унеслу акка – Сатыбалова /Шангареева/ Унеслу Сидуловна /1924 çулхи/ – кĕлĕ тунă. Унеслу акка патне ыран учук тенĕ чух кайса килтĕм, унăн амăшĕ Чияслу ятлă пулнă, Чияслу Чердыковна /хут çинче Чиаслу Уттаховна/ Утнюхина /эп кусене тĕрĕс çырма пĕлетĕп-ши? – тесе ыйтрăм та: «Эй, пырĕ-ха», — терĕ Унеслу акка/, ашшĕ – Сидул Питтулович /хут çинче – Сидулла Пидуллович/ Тимофеев /урăхларах пулнă пуль ĕнтĕ, çырма йывăррипе Тимофеев тенĕ пуль/. Тепĕр кунне, учук хыççăн, Корюшова Вартюк Степановна, Елинова Кспикке /Кăспикке/ Степановна, Лисина /Альмукова/ Эльбикке Измайловна патĕнче пултăм. Ватăсем мана ĕлĕкхи пурнăç çинчен каласа пачĕç. Чухларăр пулĕ: вĕсен ячĕсем, ашшĕ ячĕсем, хушамачĕсем – чăвашла. Итлеме, çырма, вулама кăмăллă. Ытти çĕрте ун пеккисем çук ĕнтĕ… Патраклăра кăна юлнă. Хăçан, кам çавсене ыйтса пĕлсе, пĕр çĕре пухса çырĕ-ши?
(Чăваш пулса юлас, чăваш тĕнĕпе пурăнас. Елена ФЕДОТОВА, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ)

* Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ, Анатолий Скворцов хурт-хăмăрçă нумаях пулмасть асăннă çĕршывра, тĕрĕсрех, Душанбере пулса курнă. Эпир ăна хурт-хăмăр ĕçĕ епле аталанни пирки тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.
«Аякри çĕршыва Пушкăрт профессорĕ, манăн юлташ Венер Саттаревер ыйтнипе кандидат диссертацийĕ хÿтĕлекенĕн официаллă оппоненчĕ пулса кайрăм. Таджикистанри /вăл Душанбере вырнаçнă/ аграри университетĕнче технологи тата ял хуçалăх продукцисене тирпейлекен кафе-дрăра преподавательте вăй хуракан Сайвали Бахтиери ял хуçалăх наукисен кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕлерĕ. Хурт-хăмăр отраслĕ Таджикистанра Кăркăсстанрипе, Узбекистанрипе тата Туркменирипе танлаштарсан лайăхрах аталаннă. Субтропик климачĕ, хĕл ăшă пулни /январьте кăна сивĕрех, ытти вăхăтра, çулталăкĕпе тенĕ пекех вĕçеççĕ вĕлле хурчĕсем/ 4000 ытла пыл паракан курăкпа ÿсен-тăран, йывăç-тĕм ÿсни пыл хурчĕсене усрама паха условисем туса параççĕ. Унта паян пурĕ 220000 хурт çемйи /Чăваш Енре 52000/ шутланать. Таджикистанра ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ пĕчĕк пулнăран çум курăкне пĕтерекен химикатсемпе сайра усă кураççĕ, çавăнпа та унта Чăваш Енри пек çивĕч ыйту çук. Унта ылтăн хуртсен тĕп тăшманĕ — ылтăн кайăк /щурка/. Хушăран вĕсем утара иленеççĕ, вĕллерен пĕчченшерĕн вĕçсе тухакан хуртсене тапăнаççĕ. Таджиксем питĕ сиплĕ ту пылĕ туса илеççĕ. Малтан аялта /ăшăрах çĕрте/ çурнă чечексенчен пылак сĕткен пуçтараççĕ. Каярах çÿллĕрех вырăнта çурнă çеçкесенчен пыл пухаççĕ. Сăртлă-туллă вырăнта заводсем те сахал. Гиссар айлăмĕнче пыл паракан темĕн тĕрлĕ курăк та ÿсет. Шурă акаци нумай. Хуртсем миндальтен, абрикосран, персикрен, черешньăран, алычаран, синякран, чапăр курăкĕнчен, ятарласа лартмасăрах ÿсекен иçĕм çырлинчен, кашкăр çырлинчен /жимолость/, тутар вĕренинчен, тĕве юратакан йĕплĕ курăкран тата ыттинчен пыл пухаççĕ. Август-сентябрь уйăхĕсенче вара çĕр мамăкĕ çине вĕçеççĕ. Анчах ку пылак çимĕçĕн пахалăхĕ пĕчĕкрех шутланать. Пирĕн патри хĕвел çаврăнăш пылĕ пекрех вăл. Таджиксем сăрт-ту пылне питĕ сиплĕ тесе шутлаççĕ. Пылак сĕткене нумайрах пухас тесе хуртсене вырăнтан вырăна куçарса çÿреççĕ. Эпĕ хамăр патра чи чаплисен йышĕнче шутланакан çăка пылне кучченеçлĕх илсе кайрăм. Ăна шутсăр килĕштерчĕç вĕсем», — çапла пуçларĕ калаçăва Анатолий Иванович.
Анатолий Скворцов каласа панă тăрăх, таджиксем пыл хурчĕсен вырăнти, карпат тата бакфаст ăрачĕсене усраççĕ
(Ылтăн кайăк та тăшман пулма пултарать)

* Темшĕн хисеплемеççĕ пире. Пирĕн тăрăхра 9 çул каялла халăхран сĕт пуçтарма тытăннă. Унтанпа пĕр литр сĕт хакĕ мĕн пурĕ те 4 тенке яхăн кăна хушăннă. Ялта ĕç çук та, выльăх усраса та пулин йÿнеçтеркелесе пурăнасшăн- çке. Анчах ĕне тытни ĕç çукран ĕçлĕ пулса пурăнни кăна. Артезиан çăлĕнчен тултарнă шыв та сĕтрен хаклăрах. Унăн хакĕ пĕр шайра тăрать. Сĕтĕн вара çĕр тĕрлĕ улшăнать. Мăшкăл мар-и?
Уйрăмах усламçăсем иртĕхсе кайрĕç. Пуçтарнă сĕте йÿçĕтсе ярса каялла килсе панă тĕслĕхсем те пулнă. Выльăхсене апатпа пĕрле хушса патăмăр. Вырнаçтармалли вырăнĕ тупăнчĕ те шарламарăмăр вара. Чылайăшĕ пире тупăш илсе пуяççĕ тет пулас. Пĕррехинче район администрацийĕн специалисчĕпе калаçма тÿр килчĕ. «Халĕ ялта пурăнма çăмăл, пĕр ĕнерен уйăх-ра вунă пин тенкĕ тупăш илме пулать. Камăн иккĕ — 20 пин. Пирĕн ĕçтешсем вунă пинпех çырлахаççĕ», — тет мана сăмахпа тĕксе. Темшĕн ĕçĕсене пăрахса килĕсенче ĕне усрамаççĕ. Тĕрĕссипе, уйăхра ун чухлех пулмасть-ха. Пĕр ĕнерен çулталăкра аллă пин тенкĕ пухăнать. Анчах тăкакĕсене кăларсан мĕн юлать?
Юриех алла хутпа кăранташ тытса шутласа пăхрăм. Çу каçипех утă хатĕрлемелле. Курăка çулса типĕтмелле, шыв анман çĕре хăпартмалла. Пĕччен- иккĕн тумалли ĕç мар ку. Теприсем ăна туянаççĕ. Хĕлĕпе мĕн чухлĕ утă, тырă, тымар çимĕç, витамин, çулламалли тăвар кирлĕ. Темиçе хутчен ветеринара сывлăхне тĕрĕслеттермелле, укол тутармалла, пĕтĕлентермелле, ытти те. Пурне те ăçтан асăнса пĕтерĕн? Пурте укçа-тенкĕпе çыхăннă. Вăл алла кĕменпе пĕрех
(Сĕтрен тупăш кĕрет-ши?)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.