Ачасене халалланă çул çÿрев
Çуллахи каникул вĕçлениччен кун чылай-ха. Кану тапхăрĕнче ачасем вăхăта мĕнле ирттернипе республикăри влаç органĕсем кăсăкланнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар эппин. 2012-2017 çулсенче Ачасен интересĕсемпе пулса пыракан наци стратегине пурнăçа кĕртессипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче ĕçлекен координаци канашĕшĕн ку пушшех çивĕч те яланхи ыйту. Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче Канаш хула администрацийĕн çуртĕнче асăннă организацин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче палăртнă ыйтусене сÿтсе явма пуçăниччен Михаил Игнатьевпа Координаци канашĕн ытти представителĕ ачасен сывлăха çирĕплетмелли «Космонавт» лагерĕнче, Канашри ачасен тата çул çитмен çамрăксен социаллă приютĕнче пулчĕ, унти лару-тăрупа тĕплĕн паллашрĕ.
Сывлăх - пурнăç никĕсĕ
Иккĕленместĕп: 1962 çултах хута кайнă «Космонавтăн» тĕп тĕллевĕ çак каларăшпа килĕшсе тăрать. Ахальтен мар лагерĕн паянхи ертÿçи Вячеслав Никитин та территорире физкультурăпа спорта анлă çул памашкăн тăрăшать. Волейбол, теннис, футбол, баскетбол лапамĕсем пур кунта. Биатлон, бильярд беседкисенчен те кун каçипе ача татăлмасть. Лагерĕн кашни кĕтесĕнчех ăмăрту шăв-шавĕ хуçаланать. Паллах, республика ертÿлĕхĕн пысăк ушкăнĕ хăйсен кунти пурнăçĕпе кăсăкланса килсе çитни ачасен кăмăлне тата та çĕклерĕ.
Çакă шăпăрлансем Михаил Васильевич ыйтăвĕсене хавхаланса хуравланинчен те сисĕнчĕ. Пĕри - футболла выляма, тепри дискотекăра ташлама кăмăлланине каларĕ. Килшĕн тунсăхлама пуçланине никам та палăртмарĕ.
Чăн та, çакăн валли сăлтав та пулмалла мар-ха: иккĕмĕш смена 4 кун каялла кăна уçăлнă. Пурĕ 300 ача, вĕсем республикăн тĕрлĕ хутлăхĕнчен: Канаш хулипе районĕсĕр пуçне Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Çĕрпÿ, Тăвай, Шăмăршă тăрăхĕнчен, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен.
Сывлăха çирĕплетмелли учреждени тĕк унти апатлану та çитĕнекен организмшăн юрăхлă, çителĕклĕ пулма тивĕç. «Космонавтра» канакансем кунне 5 хутчен апатланаççĕ. Поварсем каланă тăрăх - кăмăл тăвакансене хушса та параççĕ.
Тĕслĕх шайнех лартма васкамарĕ пулин те Канаш районĕн территорийĕнче вырнаçнă ачасен сывлăха çирĕплетмелли учрежденийĕн ĕç-хĕлĕпе республика ертÿçи кăмăллă пулчĕ. «Пирĕн тĕллев - ачасен канăвне май пур таран усăллă йĕркелесси - кунта чăннипех пурнăçланать», - терĕ вăл педагогсен ушкăнĕпе тата ачасемпе сыв пуллашнă май.
Канашри социаллă приютăн тĕллевĕ те пархатарлă - пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ çул çитмен ачасене васкавлă социаллă пулăшу парасси, çакнашкаллисен хушшинче правăна пăсаслăх аталанасран сыхласси. Учреждение ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисем, сахал тупăшлă, тулли мар, йĕркеллĕ мар, нумай ачаллă çемьесенче çитĕнекенсем вăхăтлăх вырнаçма пултараççĕ. Кама йышăнассине вырăнти хăй тытăмлăх, опекăпа попечительство органĕсем çирĕплетеççĕ. Пĕр вăхăтра ку çуртра 15 арçын ачапа 15 хĕр ача кĕтес тупма пултарать. Кăçал учрежденире пурĕ 240 ачана социаллă пулăшу кÿнĕ. Шута илнĕ «йывăр» çемьесен шучĕ 162-пе танлашать.
- Урамра сап-сарă хĕвел ялкăшать. Ачасене уçă сывлăша мĕншĕн илсе тухмастăр? - çуртри пăчăлăха тÿсме йывăртан кăмăлсăрланчĕ Михаил Игнатьев. Картишĕнчи хăйăр купи çывăхĕнче, баскетбол лапамĕн таврашĕнче курăк та таптанманни приютра сывă пурнăç йĕркине хальлĕхе тивĕçлĕ шая çĕклеменнине систерчĕ.
Аслисен яваплăхĕ çитмесен...
Ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕп пулăмĕнче - çÿлерех асăннă координаци канашĕн ларăвĕнче - калаçу ача-пăча таврах йĕркеленчĕ. Вĕсене шкул ÿсĕмне çитиччен, шкулта, хушма вĕренÿ учрежденийĕсенче пахалăхлă пĕлÿ парас енĕпе пурне те уçă çулпа тивĕçтересси çинчен ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕ докладпа паллаштарчĕ. 2014 çулта, министр сăмахĕпе, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсене çав ÿсĕмри ачасен 75,2 проценчĕ çÿрет. Çул-йĕр карттине туллин хута ямашкăн май килсен 2015 çул вĕçленнĕ тĕле Чăваш Енре çулталăк çурăран иртнĕ ачасем садик черетĕнче юлмалла мар. Шел, республикăра хевтесĕр ачасен тĕлĕшпе татса паман çивĕч ыйтусем чылай-ха. Вĕсенчен пĕри - кунашкал хăш-пĕр ача çÿрекен ахаль садиксенче пепкене кирлĕ условисемпе тивĕçтерменни. Оперативлă информаци тăрăх, паянхи кун специалистсен пулăшăвĕ асăннă категорири 1300 ачана çитмест.
Вячеслав Рафинов, Чăваш Енри Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй, ларура хевтесĕрскерсене операци тунă хыççăн /сăмахран, япăх илтекен пепкесене/ сывă ачасемпе явăçтармалли, çакăн валли специалистсем çирĕплетнĕ хутăш ушкăнсем кирли çинчен каларĕ. Телее, кун пек практика Шупашкарти 182-мĕш ача садĕнче пурнăçланма тытăнать иккен.
Алла Самойлова, Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министрĕ, республикăри пĕчĕк ачасен вилеслĕхĕ енĕпе лару-тăрăва уçăмлатрĕ. Лăплантаракан хыпар - кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен кăтарту 30 процент ытла чакни. Тĕлĕнмелле пек: тулаш сăлтавпа çулталăка çитиччен вилнĕ ачасен социаллă паспортне тĕпчесен вĕсем йĕркеллĕ çемьесенченех пулни палăрать. Эппин, опытлă ашшĕ-амăшĕн те /çемьере иккĕмĕш, виççĕмĕш ача çуралсан/ пĕчĕкскерсене тимлĕхсĕр пачах хăвармалла мар. Аслисен инкек патне илсе çитерекен йăнăшĕсенчен пĕри - пепкепе çуммăн çывăрни.
Сывлăх сыхлавĕнчи сисчĕвлентерекен тепĕр ыйту - ача-пăча аманассин кăтартăвĕ ÿссе пыни. Çул çитменнисем велосипедпа, ролик конькипе, скейтбордпа ярăннă май ÿксе аманни час-час тĕл пулать. «Спортпа туслă пулни аван-ха, анчах ачасене инкекрен сыхланма та вĕрентмелле», - терĕ Алла Владимировна социаллă рекламăна вăйлатмаллине палăртса.
Наци стратегийĕ Канаш хулинче, Шăмăршă, Вăрнар районĕсенче мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе муниципалитет органĕсен ертÿçисем паллаштарчĕç. Канашсем шкулсенче çамрăк вĕрентекенсем сахаллипе аптăраççĕ. Педагогсен вăтам ÿсĕмĕ 45 çул патнех кармашать-мĕн. Çакă республика ертÿçишĕн - кĕтменлĕх: хулара педагогсен лаççи вырнаçнă-çке! /Канашри педагогика колледжĕ пирки пырать сăмах/.
- Ертÿçĕсен йăрăрах пулмалла. Хула администрацийĕн çамрăксене илĕртмелли социаллă программăсем çинчен шухăшламалла, - палăртрĕ çирĕппĕн Михаил Васильевич.
Вăрнарсене йĕркесĕр çемьесен шучĕ пысăкки пăшăрхантарать. Район администрацийĕн ертÿçи Леонид Николаев çакăн тĕп сăлтавĕ алкоголь витĕмĕ пулнине пĕлсе «фанфуриксене» хирĕç хăй те тÿрремĕн кĕрешме тытăннă-мĕн.
Шăмăршă тăрăхĕнче демографи хальлĕхе малтанхиллех «уксахлать» пулин те ырă улшăнусем çук тееймĕн. Районта тăлăхсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлакан ачасене çемьене вырнаçтарассипе тимлĕ ĕçлеççĕ.
Ларура сĕнÿсем чылай пулчĕç. Координаци канашĕ вĕсене шута илсе тивĕçлĕ резолюцисем йышăнĕ.