Хыпар 81 (27514) № 23.07.2019
* Пыл хурчĕсем йышпа вилни ытти çул та пулкаланă, анчах кăçал уйрăмах пысăк хăрушлăх сиксе тухнине çирĕплетеççĕ специалистсем. Чăваш Енре те лару-тăру çăмăл мар.
Республикăри утарçăсен обществин ертÿçи Геннадий Максимов та кун çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕ. «Юлашки вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем рапс, горчица йышши культурăсем ÿстерме тытăнчĕç. Вĕсене хурт-кăпшанкă тапăнать. Çавăнпа кĕрешмешкĕн тĕрлĕ им-çам сапма тивет. Саккунпа килĕшÿллĕн хуçалăхсен утарçăсене хăçан тата мĕнле им-çам сапнине пĕлтермелле. Пĕри килĕрен çÿрет пĕлтерсе, тепри пĕлтерÿ çырса çапать, сапмалли вырăнта табличка çакать, виççĕмĕшсем хаçатра пĕлтерÿ параççĕ. Калăпăр, Çĕрпÿ районĕнчи пĕр фермер çак ĕçе утă уйăхĕн 6-26-мĕшĕсенче пурнăçлассине пĕлтернĕ. Ку — ниме юрăхсăр пĕлтерÿ. 20 кун им-çам сапмасть ĕнтĕ вăл. Хăш кун сапассине уçăмлатмалла. Вĕлле хурчĕ ĕне мар, ăна эрни-эрнипе витере тытаймăн. Им-çамĕ те ахаль йышши мар, хăшĕ-пĕри иккĕленÿ çуратать. Калăпăр, «Барей» ятли. Вăл — питĕ вăйлă наркăмăш. Сиен кÿрекен хурт-кăпшанка кăна мар, вĕлле хурчĕсене, тĕкĕлтурасене, сăпсасене, усăллă ытти хурт- кăпшанка пĕтерет. Им-çамламалли тĕрлĕ препарат пур. Вĕсем чи хăватлине суйлаççĕ. Регламентпа килĕшÿллĕн — чечек çурнă вăхăтра нимĕнле им-çам та сапма юрамасть. Сапмалли вăхăт — ăмăр çанталăк. Ун чухне май килмест тĕк ирхине 8 сехетчен е каçхине 18 сехет хыççăн сапмалла. Анчах фермерсем çак йĕркене пачах пăхăнмаççĕ, хăçан меллĕ çавăн чухне сирпĕтеççĕ. Вĕллесем Çĕрпÿ, Куславкка, Вăрмар тата Елчĕк районĕсенче самай пĕтнĕ. Манăн шухăшпа, ку ĕçе ЧР Ял хуçалăх министерствин тĕрĕслесе тăмалла», — палăртрĕ Геннадий Антонович.
Владимир Сотнезев утарçă «Контактри» страницинче çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Минкĕшпе Пакăш ялĕсен çывăхĕнчи уйра вырăнти «Вега» хуçалăх горчица анине наркăмăшлă химикатсем сапма тытăннине, çав кунах вĕлле хурчĕсем вилме пуçланине пĕлтернĕ. Арçын Шупашкарта пурăнать пулин те ялта утар тытать. Владимир Сергеевич пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхăн киревсĕр хăтланăвне пула Минкĕш ялĕнче 4 утарçă шар курнă, Пакăшра — 1 çын.
«Эпир ун чухне ялтаччĕ. Кăнтăрла иртни 2 сехет хыççăн хуçалăх машинисем уя шыв турттарма тытăнчĕç. Пирĕн утар уй хĕрринче вырнаçнă. 10 яхăн вĕлле кăна. Вĕсенчен 3-шĕ вилчĕ, ыттисем вĕçейми пулчĕç, вĕллере те аран-аран çеç çÿреççĕ. Хуçалăх ертÿçи патне шăнкăравларăм, вăл: «Эпир хамăр ĕçе тăватпăр, сире кун çинчен маларах пĕлтернĕ», — терĕ. Карач ял тăрăхĕн администрацине шăнкăравларăмăр, вĕсем пĕлмĕше печĕç. Пĕрремĕш хут сапнă хыççăн нимĕнле инкек те пулманччĕ. 18 сехет хыççăн сапнăччĕ ун чухне. Çак тапхăрта пыл хурчĕсем вĕçме пăрахаççĕ. Наркăмăшлă япаласемпе усă курмалли регламентпа килĕшÿллĕн пестицидсене каçхине 20 сехет хыççăн сапмалла. Çиллĕ мар çанталăкра. Семенов фермер яланах инструкцие пăхăнать, 21 сехет хыççăн çеç наркăмăш сапать», — хумханса калаçрĕ утарçă. Çав вăхăтрах йĕркене пăхăнмасăр ĕçлекенсене те явап тыттарма май çуккине пĕлтерчĕ. Кашни вĕллен уйрăм паспорт пулмалла иккен, анчах кунашкал хут никамăн та çук (Вĕлле хурчĕсем мĕншĕн пĕтеççĕ? е Утарçăсемпе фермерсем пĕр чĕлхе тупайманни çинчен. Андрей МИХАЙЛОВ)
* Сăмах автомобилистсене явап тыттарасси пирки пырать: кĕскен калас тăк — вĕсене штрафламалли сăлтавсен списокĕ анлăланчĕ. Тĕп хулара кăна, ПАИ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, паян 350 пин автомобиль — çак кăтарту çуллен пысăкланса пырать, çавна май хайхи çĕнĕлĕх кашни çынна пырса тивет тени те ÿстерсе калани мар.
Ыйту историне пĕлни те пăсмасть. 2017 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчен тытăнса транспорт хатĕрĕсене симĕс территорисенче вырнаçтарни федерацин тавралăха хÿтĕлемелли саккунне мар, муниципалитетсен территорийĕсене хăтлăлатмалли правилăсене пăсни шутланать. Федерацин 463-мĕш саккунĕ вăя кĕнĕ май Раççей суб±екчĕсем хăйсен саккунĕсемпе хайхи хăтлăха тивĕçтерес тĕлĕшпе административлă яваплăх палăртма пултараççĕ. Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсем çак правăпа уса курас тенĕ те — административлă правăна пăсни çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртмелли пуçару тунă.
Сессире саккун проектне икĕ вулавпа йышăннине, вăл утă уйăхĕн 19-мĕшĕнчен вăя кĕнине кура паянхи сăмах пушар хыççăнхи насус евĕрех пулать пуль-ха та, çапах ыйту çивĕчлĕхне кура калаçу пĕртте ытлашши мар пек. Хăйсен пуçарăвне хула депутачĕсем Шупашкар çыннисем водительсем çăмăл машинăсене газонсем, клумбăсем çинче, ачасен спорт площадкисенче лартса хăварнăшăн кăмăлсăр пулнипе сăлтавланă — çакăншăн автомобилистсене явап тыттарса штрафламалла... Санкцисем самай çирĕп: транспорт хатĕрĕсене ял-хула территорийĕнчи «симĕслетнĕ» вырăнсенче лартнăшăн граждансене 1-2 пин тенкĕлĕх штрафлĕç, должноçри çынсене — 3-7 пин тенкĕлĕх, юридици тытăмĕсене — 20-50 пин тенкĕлĕх. Чăн та, çак санкцисене кăшт çемçетекен самант та пур: йĕркене пирвайхи хут пăссан асăрхаттарнипех çырлахĕç. Çулталăк хушшинче иккĕмĕш хут айăпа кĕрсен вара штрафран хăтăлаймăн.
Сессире «юлхав водительсене, машинăна айккинерех лартса подъезд патне çуран утма ÿркенекенскерсене, ăса кĕртмелле» тени те илтĕнчĕ. Вĕсем вĕт ирĕк парсан «крутой» автомобилĕсемпе — унашкал машинăсем хăш-пĕр депутатăн та пур — подъезд картлашкисем çине хăпарса кайма та хатĕр».
Çапла, пĕтĕмпех тĕрĕс: экологишĕн, çынсен хăтлăхĕшĕн тăрăшнине, паллах, ырламалла кăна. Анчах медалĕн тÿнтер енĕ те пуррине те йышăнмалла. Автомобилистсен ăçта кайса кĕмелле тет? Пурте сĕмсĕр тата кахал пулнипе йĕркене пăсмаççĕ-çке, машинисене лартмалли вырăн çитменнипе газон-курăк çине кĕреççĕ — çапла мар-им?
Хулара парковкăсем ытларах кирлĕ тесе хăçантанпа калаçатпăр, Шупашкар влаçĕсем те çакна питĕ лайăх пĕлеççĕ, анчах лару-тăру тĕпрен улшăннин паллисем сисĕнмеççĕ-ха. Машинăпа кирек ăçта пыр — «урхамаха» лартса хăварасси чăрмавлă. Хула варринелле мĕн чухлĕ çывăхрах — çавăн чухлĕ чăрмавлăрах. Ку суту-илÿ центрĕсене кăна мар, влаç органĕсен кантурĕсене те пырса тивет — пур пек парковкăсем лăк тулли.
Акă мĕншĕн штрафлама пуçличчен малтан автомобилистсем валли тивĕçлĕ условисем йĕркелени вырăнлă. Тепĕр енчен, машина газон çине кĕрсе кайни тенине те тĕрлĕрен хаклама пулать. Калăпăр, Шупашкарти сад юлташлăхĕсен территорийĕсенче çулсене асфальт сарса хытарман, унта автомобильпе пырсан ирĕксĕрех курăклă вырăнта чарăнма тивет. Куншăн та штрафлĕç-и? Олег Мешков депутат вара Шупашкарти газонсем пирки «хула ÿпки» тенипе те килĕшмест: «Çав шакла лаптăксем — тем тесен те ÿпке мар…» Ăна та хирĕçлеймĕн: газон теççĕ, курăкĕ вара çук, шăрăхра — тусан, çумăрта — пылчăк, анчах унта машина лартма ан хăйнă пултăр! Газон текеннисем, чăннипе, çулталăкра пĕр уйăх кăна газон тивĕçне пурнăçлаççĕ вĕт: хĕлле — юр айĕнче, çуркунне — хĕлле çулсем çине сапнă хăйăрпа, пылчăкпа витĕннĕ. Уйăхсем иртнĕ май вĕсене тирпейлесе çитереççĕ кăна — кĕркуннехи сивĕсем çитрĕç те (Машинăпа çÿрĕттĕм - лартма вырăн çук…)
* Тĕлпулăва пынисене Лапсар поселокĕ çывăхĕнчи трасса çинче час-часах «пăкă» пулни канăç памасть. «Вĕсене сирме май пулмĕ-ши?» — ыйтрĕç залран. М-7 трасса çак вырăнта транспорта çÿреме чылай чăрмав кÿрет, сарлакăшĕпе тивĕçтермест. Иван Борисович кун çинчен Раççей Транспорт ми-нистерствинче те пĕлнине палăртрĕ. Çул-йĕр ыйтăвне йăпăр-япăр татса пама май çук — проектсем хатĕрлеме, вĕсене пăхса тухса тĕрĕс йышăну тума кăна икĕ çул иртет. Апла пулин те ыйтăва 2024 çулччен татса пама май килессине пĕлтерчĕ Правительство ертÿçи.
Ишлейре спорт комплексĕ çукки, Мăн Карачурара никĕс янă шкул çурчĕ мĕншĕн «сухалланни», Ишлей ял тăрăхĕнче пурăнмалли çуртсен хакĕ мĕншĕн пысăкки шухăшлаттарать Шупашкар районĕнче пурăнакансене. Иван Борисович ыйтусене татса пама май пур таран пулăшассине пĕлтерчĕ (Лапсарсене «пăкă» канăç памасть)
* Вадим Вениаминович Çĕрпÿ районĕнчи тăватă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ — бригадирта, амăшĕ счетоводра ĕçленĕ. Çывăх çыннисем ăна мĕн пĕчĕкрен ĕçе, тăван тăрăха юратма вĕрентнĕ. «Аттен иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Григорий Тимофеевич пир-авăр комбинатĕнче терапевтра тăрăшатчĕ. Ăна курса аслă классенче вĕреннĕ чухне тухтăр пулма ĕмĕтленеттĕм. Вăл ял- йыша та нумай пулăшатчĕ. Хисеплĕ çынччĕ. 8 класс пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти медицина училищин фельдшер уйрăмне кĕтĕм. Диплом илсен тĕп хулари васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче вăй хутăм. Кĕçех салтак тумне тăхăнма вăхăт çитрĕ. Çартан таврăнсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм. Студент çулĕсенче медбратра та ĕçлерĕм. Аслă шкултан вĕренсе тухсан республика больницине реаниматолога- анестезиолога вырнаçрăм. Шăп çав вăхăтра Шупашкарта куç микрохирургийĕн клиника больници уçăлчĕ. «Эсĕ тăрăшуллă, ыйтса çыр. Тен, илĕç?» — сĕнчĕç пĕрле вĕреннисем. Чăн та, илчĕç. 1988 çулта Ашмарин урамĕнче вырнаçнă офтальмологи больницинче ача-пăча офтальмолог-хирургĕнче ĕçлеме тытăнтăм», — хăйĕн пирки каласа пама ыйтсан çапла пĕлтерчĕ ачасем юратакан тухтăр.
Пуçарулăхĕпе тăрăшулăхне кура 2008 çулта ăна ача-пăча хирургийĕн уйрăмĕн заведующине лартнă. Çав вăхăтрах вăл — Чăваш Республикин ача-пăча тĕп офтальмологĕ те. «Професси çав тери килĕшет. Ачасемпе ĕçлесси чуна питĕ çывăх. «Доктор пичче, доктор пичче килчĕ», — ыталаса илеççĕ ачасем ирхине ĕçе килсен. Кун пек самантра чуна мĕнле туйăм сырса илнине сăмахпа каласа ăнлантарма та çук», — хавхаланăвне пытармарĕ Вадим Вениаминович.
Çапах хирург ĕçĕ йывăр мар- ши? «Пирĕн ĕçĕн хăйĕн кăткăслăхĕсемпе йывăрлăхĕсем пур паллах. Çулталăкра 700 яхăн операци тăватпăр. Пирĕн уйрăмра — икĕ врач. Тепри — хĕрарăм хирург. Талăкĕпех сипленекенсем валли 20 койка вырăн хатĕрленĕ. Тепĕр 30 койки кăнтăрлахи стационарăн. Хальхи тапхăрта ачасем аякрине начар курнипе нушаланаççĕ. Куç вăйĕ ан чактăр тесе склеропластика тăватпăр. Çавăн пекех чалăш пăхнине тÿрлететпĕр, ытти тĕрлĕ операци те пулать. Склеропластикăна ачасене 9-10 çула çитсен тума тытăнатпăр», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Вадим Вениаминович (Чăваш тухтăрне ют çĕршывсенче те кĕтеççĕ)
* «Хыпар» хаçат редакцине Комсомольски районĕнчи Тури Тимĕрчкассинчен çыру килчĕ.
Унта çакăн пек çырнă: «Владимир Муратов фермер ял варринче ĕне ферми туса лартнă, сысна та усрать. Сывлама çук навус шăрши. Навус шĕвекĕ пĕвене юхать. Шыври пулăсем вилме пуçларĕç, çырмасенче карта тытнă, никама та кĕртмест, пăрусене кăкарма вырăн çук. Комсомольски урамĕнчи 30-мĕш çуртри Саша Федоров хăйĕн карти хĕррипе свалка тунă, ГАЗель машинине, тракторне учета тăратман. Коля Галкин ĕне, сысна навусне çырма хĕррине купаланă, навус шывĕ пĕвене каять. Гаражĕ умĕнче — свалка».
Асăннă фактсене тĕрĕслеме, чăннипех те çапла пулсан тивĕçлĕ мерăсем йышăнма вулакан çырăвне Комсомольски районĕнчи Тукай ял тăрăхĕн администрацине ярса патăмăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ольга Андреева «Хыпар» хаçат редакцине çапла хуравларĕ:
«Çырури фактсене тĕрĕслеме администрацире йĕркеленĕ комисси вырăна çитсе килчĕ. Чăнах та, ял хушшинче Владимир Муратов фермер ĕнесем усрать. Çак вырăнта малтан Комсомольски районĕнчи «Луч» хуçалăхăн лаша витисем пулнă. Владимир Муратов ферма йышăнакан çĕр лаптăкне саккунпа килĕшÿллĕн регистраци тунă. Йĕри-тавра тимĕр карта тытса çавăрнă, хыт хура-на çулнă. Навус шывĕ пĕвене юхать тенĕрен, иртнĕ çул ку енĕпе Чăваш Республикин районсен хушшинчи çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен прокуратурин специалисчĕсем вырăна çитсе тĕрĕсленĕ, саккуна пăснине тупса палăртман. Пирĕн комисси те çакнах çирĕплетет...» (Навус шывĕ çырмана юхать-и?)