Комментари хушас

22 Утă, 2019

«Чăваш хĕрарăмĕ» 27 (1102) № 22.07.2019

* Çурт умне килсе чарăннă çăмăл машинăран вĕтĕр-шакăр сирпĕнсе тухрĕ. «Асанне-е-е!» — ыткăнчĕç вĕсем хапха кĕçĕн алăкĕнчен йăл кулса тухакан хĕрарăм ытамне. Красноармейски районĕнчи Карай ялĕн депутачĕ Римма Малинина ачисемпе мăнукĕсене темиçе кун кăна мар, чылай вăхăт курман тейĕн. Телей тутине ăнланакан çын кăна тăвана тĕл пулнă саманта çапла хаклать-тĕр. Çывăх темиçе çынна çухатнăскер вара — пушшех.

Тăван ялĕнчи тулли мар вăтам шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă Римма Канашри педучилищĕне çул тытнă. Кĕçĕн классенче пĕлÿ панă Анастасия Федотовна пек вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер хăйĕн умĕнче урăхла çул-йĕр курман. Училищĕрен вĕренсе тухнă чухне института каяс тĕллевлисене унтах экзамен тыттарнă.
— Ялтан вĕçтерсе çитрĕм, анчах тĕрĕслеве кая юлтăм. Вĕрентекен мана ятларĕ, çапах та кĕрсе ларма ыйтрĕ. Эпĕ намăслантăм — хăяймарăм. Çапла пединститута кĕресси пĕр çулталăк кая-рах юлчĕ. Çĕрпÿ районĕнчи çут ĕç пайне /çапла калатчĕç ун чухне/ ĕç пирки пырсан тăван шкула ярасшăн пулчĕç — пирĕн директор Валентин Андреев каласа хунă иккен. Эпĕ килĕшесшĕнех пулмарăм. «Лĕпсере кайсан Соççим Риммиех пулса юлăп, унта мана кам итлĕ?» — шухăш канăç памарĕ. Апла пулин те путлĕ сĕнÿ урăх пулмарĕ. Пуçламăш классен вĕрентекенĕ валли вырăн çук — физкультура, ĕç, ÿкерÿ, музыка предмечĕпе сехетсем тиерĕç. Юрлама юрататтăм-ха, баян та кала-калаттăм, физкультурăна чунтан кăмăллаттăм, ÿкерÿ урокĕсенчен вара кăшт хăраттăм — çав тери тĕплĕн хатĕрленеттĕм, — кун-çул пирки сăмах малаллах сыпăнать.
Вăрнарта ял хуçалăх специальноçне алла илнĕ Валерий Малинина, Красноармейски тăрăхĕн каччине, Лĕпсере виçĕ çуллăха агроном-бригадирта ĕçлеме янă. Йĕкĕт çамрăк вĕрентекене тÿрех куç хывнă. Чĕри патне çул тупсан качча тухма ыйтнă.
— Туй кунĕ асрах. Ара, ирхине вĕренме кĕмешкĕн экзамен тытрăм вĕт! Çÿçĕм аванах вăрăмччĕ, прическа тума вара вăхăт самаях кирлĕ. Нумай шухăшласа тăмасăр парикмахерскине вĕçтертĕм, кĕске касма ыйтрăм. Пĕркенчĕк айĕнче кăтраланакан пайăркасене курманран пулас мăшăр: «Мĕн туса хунă эсĕ çÿçÿпе?!» — тесе тĕлĕнчĕ (Витри — тулли, ĕçĕ — тĕплĕ. Ирина ИВАНОВА)

«Эпĕ профессионал çыравçă пулман. Пĕрмаях ĕçленĕ, çырнă... Профессионал пулма май пулман. Хальхи çыравçăсенчен нумайăшĕ хăйсен пултарулăх ĕçне укçа-гонорар енĕпе интересленсе туса пырать. Эпĕ кăна хирĕç мар, анчах та вăл тивĕçе юратса мар, ремесла çине пăхнă пек ĕçлесси патне илсе пырать», — çырнă чăваш халăх поэчĕ, çыравçи, публицисчĕ, общество деятелĕ Çемен Элкер.

…«Произведенисене çырнă чух эпĕ васкаман. Васкама май та пулман. Вĕсен ăш-чиккине анлăрах та тарăн шухăшлăрах тума тăрăшнă.
«Хĕн-хур айĕнче» повеçе 7 çул ытла çыртăм. Темиçе хут якатнă. Мĕнле юсас мар? Хăшĕсем ун пек тума юратмаççĕ. «Эпĕ талант, мĕн çырнă — çавă таса, урăх алăпа ан тĕкĕн», — теççĕ. Эпир çеç мар, классиксем те нумай тÿрлетнĕ. Лев Толстой та хăш-пĕр хайлавне темиçе хут юсанă. «Воскресение» романне 12 хут якатнă теççĕ. Максим Горький те хăй çавăн пекех тÿрлетни çинчен калать.
Хам тăкăскă ĕçленĕрен хам та тĕлĕнеттĕм. Пултарулăх çук пуль, çавăнпа пĕр япала çинчех ытла нумай чакаланатăп пулĕ теттĕм. Анчах та каярах, классиксем те çавăн пекех тăрăшса çырнине нумай юсанине пĕлсен хаваслантăм…
Лайăх хайлав çырас тесен нумай ĕçлемелле. Нумай тÿсĕм, нумай тăрăшни кирлĕ. Çырас произведени валли кирлĕ материала лайăхрах пухса хатĕрлемелле. Е çырас япала çинчен тĕплĕн пĕлмелле. Хайлас произведение, унăн композиципе сюжетне пуçра тĕплĕн сÿтсе явмалла.
Пуринчен ытла чăваш литературине юратмалла. Тăван халăха хисеплемелле. Хамăр тăван чĕлхене хамăр та савмасан — ăна кам юратĕ тата? Хамăр тăван халăха хамăр та хисеплемесен — ăна кам хисеплĕ-ха апла?»
(Çыракансене Турă вырăнне хурса хисепленĕ)

* «8 сехетре йĕппе çип тытатăп та каçхи 11 сехетченех тĕрлеме пултаратăп», — кулленхи ĕç-пуç тавра сăмах пуçарсан ăнлантарать Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгения Жачева. Вулакансенчен хăшĕ-пĕри, ахăртнех, унăн тĕрленĕ йăх йывăççине Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче е Шупашкарта, Санкт-Петербургра, Мускавра тĕрлĕ вăхăтра йĕркеленĕ куравра курнă. Унта 7 сыпăкри 196 тăванĕн ячĕсене кăтартнă вăл. Телее, пурнăç пĕр вырăнта чарăнса тăмасть. Йыш хушăнсах пырать. Халĕ аякра тĕпленнĕ тăванĕсем ыйтнипе хĕрĕхе яхăн çĕнĕ ят кĕртсе çакнашкал виççĕмĕш ĕç тĕрлет чăваш хĕрарăмĕ. Аса илтеретĕп, пĕрремĕшне 1982 çулта тĕрленĕ. 1990 çулта хатĕрлесе çитернĕ иккĕмĕш ĕçĕ килте вырăн тупнă. Вăл çак йыш мĕнешкел хăватлине, никам çĕнейменнине çирĕплетет.
Евгения Николаевна çывăх çыннисен сăн ÿкерчĕкĕсене, вĕсемпе çыхăннă документсене типтерлĕ упрать. Ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ тăванĕсемпе мăнаçланни калаçуранах палăрать.
…Хĕрĕхрен иртсен Евгения Жачевăн пĕртен-пĕр ывăл Гурий çуралнă. Вăл Санкт-Петербургра концертмейстер-та ĕçлет. Амăшĕ ывăлĕ тăван тăрăха тăтăш килсе çÿренинине калать. Унран та ытла, Евгения Николаевна хăй те Питĕрте хăналанать. Нумаях пулмасть Нева çинчи хулана кайса килнĕ вăл. Ывăлĕпе пĕрле истори вырăнĕсенче пулнине, балет, концерт курнине хăпартланса аса илет. Тĕрĕ ăсти Санкт-Петербургри йăхташăмăрсемпе çыхăну тытать. Хальхинче те диаспорăри, музейри тĕл пулу вăхăтĕнче ăсталăх класĕсем йĕркеленĕ вăл.
Евгения Жачевăн килĕнчи пĕр картина çинчен уйрăммăн калаçас килет. Унта шăпах Гурие сăнланă. Аякран çак ĕç ÿкернĕ пекех курăнать. Çапах ăна амăшĕ тĕрленĕ-мĕн. Пĕлтĕр Евгения Николаевна ывăлне çуралнă кун ячĕпе тĕлĕнтермĕш парнепе савăнтарма шухăш тытнă. Мĕн тетĕр, çак ĕçпе, паллах, тĕпренчĕкне савăнтарнă вăл. «Амăшĕн тивĕçне пурнăçларăм», — Гурие пăхса çитĕнтернине аса илсе, халĕ ывăлĕ пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнине шута илсе çирĕплетет чăваш хĕрарăмĕ.
Картинăри чăваш кĕпи çинче юлан утпа пыракан çынна тĕрленĕ. Çак паллă тулăх пурнăçа кăтартать. Ку çи-пуçа амăшĕ ывăлне Питĕре парса янă. Вăл çамрăк хăш халăх çынни пулнине уйăрма пулăшĕ.
Евгения Жачевăна çĕвĕçе, музыканта, тĕрĕ ĕçне вĕренни пурнăçра пулăшса пырать. Акă, тĕслĕхрен, ачасемпе пĕрле чăваш эрешĕллĕ галстуксем хатĕрленĕ. Вăл арçынна кирек хăш уявра илем кÿрĕ.
Сусăр çуралнă Евгения Жачева мĕн пĕчĕкренех йывăрлăхсене парăнтарма хăнăхнă. Манăн шухăшпа, юратнă ĕç — чун киленĕçĕ — пурри те ырă малăшлăха шанма хăват парать ăна. Вĕсем — çичĕ пĕр тăван — Çĕрпÿ районĕнчи Тĕнсĕрте çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ те йышлă çемьерен пулнă.
...«Хĕл каçиччен ÿпке шыçнипе виçĕ хутчен аптăрарăм. Юрласа тухатăп та — чирлесе каятăп», — аса илÿре Çĕрпÿри 1-мĕш вăтам шкулта музыка учителĕнче ĕçленĕ вăхăта таврăнать Евгения Николаевна. Мĕнле çĕнтермелле ку амака? Тухтăрсем е операци сĕтелĕ çине выртма е климат улăштарма сĕнеççĕ. Евгения Жачева тăванĕсемпе пĕрле Кизыл-Арвата тухса каять. Офицерсен çуртĕнче пултарулăх ертÿçине вырнаçать, хор йĕркелет.
Унтан тăван тăрăха таврăнса Шупашкарти ача сачĕсенче, шкулсенче ĕçлет. Çав вăхăтрах аслă шкулта тĕрĕ ăсталăхĕ çинчен лекцисем вулать.
«Ĕлĕк тĕрлеме пĕлмен хĕре качча илмен вĕт», — çак чăнлăха ачасемпе сÿтсе явнине каласа кăтартать Евгения Николаевна. Ал ĕçне пиччен тата тÿнтер енчен пăхнă. Типтерлĕ ĕçлекенни кил-таврашне тирпейлĕ тытассине пĕлтернĕ
(Чăваш тĕрри усал çыпăçасран упрать)

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.